Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Михайлов В.М.
Михайлов В.М.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен центрӗнче Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа «Информаципе коммуникаци технологийӗсем — вӗрентекенсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне аталантармалли майсенчен пӗри» ӑмӑртӑвӑн 2 (куҫӑм) турӗ вӗҫленнӗ. Унта пурӗ республикӑри 25 муниципалитетран 116 вӗрентекен хутшӑннӑ, вӗсенчен 61 вӗрентекен мала тухнӑ.

Иккӗмӗш турта ҫӗнтернисем хушшинче Красноармейски районӗн педагогӗ те пур. Вӑл — Красноармейски 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Михайлов Виталий Михайлович. Учитель «Предметпа класс тулашӗнче ИКТ-па усӑ курса мероприяти ирттересси» проект хатӗрлесе тӑратнӑ. Жюри членӗсем унӑн ӗҫне пӗрремӗш вырӑн парса хакланӑ.

Саламлатпӑр!

 

Верка Сердючкӑпа Праски кинеми чӑваш дискотекинче
Верка Сердючкӑпа Праски кинеми чӑваш дискотекинче

Мускаври «Чӑваш ташшине» — 8 ҫул!!!

 

Мускавра пурӑнакан чӑвашсене юпан 16-мӗшӗнче чӑваш дискотекин Ҫуралнӑ Кунне йыхравлатпӑр!!!

Пирӗн патра хӑнара Андрей Шадриков, Петр Ермолаев тата Данила Ленский!

Дискотека кунта иртет: м. Перово, Симӗс (Зеленый) пр., 8-мӗш ҫурт, «Сова» клуб.

Пуҫламӑшӗ — 16 сехетре

 

Хакӗ — 300 тенкӗ.

Пӗрремӗш 30 ҫынна — 200 тенкӗ!!

 

Пӗрлӗхшӗн, пуласлӑхшӑн!

Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗ чӑваш халӑхне чӗнсе калани

 

Хисеплӗ аякри-ҫывӑхри тӑванӑмӑрсем, йӑхташӑмӑрсем!

 

«Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет», — тесе каланӑ халӑхра авалтан. Йӑнӑшман пулӗ пирӗн аслӑ асатте-асаннесем: тӗнче илемӗ, Раҫҫей вӑйӗ — кашни халӑх аслӑ ҫӗрӗмӗр ҫинче хӑйне-хӑй пурӑнни, аталанни, хӑй чӗлхипе культурине упрани.

Чӑваш историйӗ пуян: хунн-сувар юнӗ чупать пирӗнре. Хальхи Раҫҫей Федерацийӗнче те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнатпӑр эпир: йышпа-шутпа — тӑваттӑмӑш халӑх. Эпир ӗҫчен халӑх. Ӗҫре те, усал тӑшман тапӑнсан та эпир мӗскӗн, айван пулман: харсӑр, матур, ытти халӑхсемшӗн тӗслӗх вӑл, чӑваш халӑхӗ.

«Эй, чӑваш халӑхӗ! Хӑвна пӗтме ан пар!» — теҫҫӗ пил парса наци чысне ҫӳле ҫӗкленӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, аслӑ педагог Геннадий Волков тата ытти хастар чӑваш ҫыннисем. «Чӑваш ачи, сассуна пар!» — тенӗччӗ гениллӗ поэт Ҫеҫпӗл Мишши. Акӑ 2010 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак сасса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫырав тӑвакансем 7-мӗш графари «Эсир хӑш наци ҫынни» тени патне ҫитсен ҫирӗппӗн: «Эпӗ чӑваш!

Малалла...

 

Пӑрмас ялӗн урамӗ. Ял тӑрӑхӗн сайтӗнчен илнӗ
Пӑрмас ялӗн урамӗ. Ял тӑрӑхӗн сайтӗнчен илнӗ

Нумай пулмасть Пӑрмас (Куславкка районӗ) ялне ҫул хывнине тата ҫӗнӗ административлӑ ҫурта уҫнине палӑртрӗҫ. Ҫурчӗ — икӗ хутлӑскер. Ҫитес вӑхӑтра унта ял вулавӑшӗ те ӗҫлеме пуҫлӗ.

Ҫак икӗ эскере (объекта) уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.Разумов, Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен канашӗнчен П. Айвенов, Куславкка районӗн администрацийӗнчен, районти ытти ял тӑрӑхсен пуҫлӑхӗсем килчӗҫ, сӑмах каларӗҫ. Ҫула уҫнине, административлӑ ҫурта хута янине ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑх тав сӑмахӗ каларӗ.

 

Юпан 12-мӗшӗнче ӑшӑ та янкӑр уяр ҫанталӑкпа палӑрчӗ. Аслӑ Каҫал тӑрӑхӗнчи шкулсенче КРК предметне вӗрентекенсемшӗн вара ҫак кун чӑннипех савӑнӑҫлӑ та илемлӗ пулчӗ. Вӑтӑра яхӑн педагог ир-ирех Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хулине курава ҫул тытрӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӑван халӑх историне ҫӳллӗ шайра пӗлет пулин те, несӗлсен ҫӗрӗнче пӗрремӗш хут пулса курчӗ. Курмалли, пӗлмелли нумай авалхи ҫӗр ҫинче. Уроксенче усӑ курмалли сӑн ӳкерчӗксемпе дисксем те туянса таврӑнчӗҫ вӗрентекенсем. Анчах шухӑша яракан ыйту та тупӑнчӗ: ҫак паллӑ та чӑннипех чаплӑ вырӑнта чӑвашсем ҫинчен пӗр сӑмах мар, ҫур сӑмах та ҫук. Ҫапах та, эпир атӑлҫи пӑлхарсен йӑхне малалла тӑсакан халӑх-ҫке! (сӑн ӳкерчӗксем пур)

 

«Салют» КК. foto.cheb.ru сӑнӗ
«Салют» КК. foto.cheb.ru сӑнӗ

Васкӑр! Васкӑр! Васкӑр!

Паян «Салют» культура керменӗнче 18 сехет ҫурӑра юрӑ каҫӗ иртӗ. Ӑна юпан 14-25-мӗшӗсенче иртекен ҫырава халалланӑ.

Мероприятире СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин, Шупашкарӑн хисеплӗ гражданинӗ, «Акконд» УАО тӗп директорӗ Валерий Иванов тата ыттисем тухса сӑмах калӗҫ. Культура программинче вара чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем пултарулӑхӗпе паллашма май пулӗ.

 

Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, «Аксар» студи. Пулӑшакансем: Чӑваш Енӗн культура министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ.

 

Г.А. Ермакова сӑмах калать
Г.А. Ермакова сӑмах калать

Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче пулса иртекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнасси Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракан преподавательсемшӗн тата унта ӑс пухакан студентсемшӗн ырӑ йӑла пулса тӑчӗ ӗнтӗ. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпе ӑҫта кӑна ҫитсе курмаҫҫӗ пуль вӗсем — Анкара (Турци), Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Ижевск, Сыктывкар, Йошкар-Ола, Глазов т.ыт. Ку хутӗнче вара Алапӳне (тутарла Алабуга, вырӑсла Елабуга) «парӑнтарчӗҫ» ӑсчахсем. Вӗсем юпан 5-6-мӗш кунӗсенче Алапӳри патшалӑх педагогика университечӗн тутар тата шайлаштаруллӑ филологи факультетӗнче «XXI ӗмӗрти тӗрӗк пӗлӗвӗ: тӗпчевсем тата проблемӑсем» ятпа халӑхсем хушшинче иртекен III тюркологи конференцине хутшӑннӑ. Тӗрлӗ хуласенчен (Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Шупашкар, Ҫырчалли, Алапӳ) пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем пӗтӗмӗшле илсен тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхипе, литературипе, культурипе, историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатрӗҫ, вӗсене кар тӑрса, пӗрлешсе ӗҫлесе кӑна татса парасси пирки калаҫрӗҫ.

Малалла...

 

Юпан 14-мӗшпе 25-мӗшӗсенче Раҫҫейре ҫырав иртет. Кашни гражданин 25 ыйту ҫине хуравлама тивӗҫ — хӑйӗн арлӑхне, ҫемьери статуса, ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнине, хӑш халӑх ҫынни пулнине (7-мӗш ыйту), чӗлхесем пӗлнине, мӗнле пӗлӳ илнине, тата ытти пирки пӗлтермелле пулӗ. Ҫырава ирттерекенсем пӗлтернипе ҫырав — вӑхӑта сая ирттерни мар, унта пухӑнакан информацие ахаль майпа пуҫтарма май ҫук.

Чӑваш халӑхӗшӗн ку ҫыравра чи ҫивӗч ыйту — хӑйне хӑш халӑх шутне кӗртнине палӑртасси. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх пирӗн халӑх хӑйӗн йышӗпе Раҫҫейре 5-мӗш вырӑна чакса ларнӑччӗ, вӑл ҫырав пушкӑртсем пире хӑйсен шучӗпе иртсе кайнине кӑтартнӑччӗ. Чӑвашсен йышӗ маларах иртнӗ 1989 ҫулхи ҫыравпа танлаштарсан 130 пин чакнӑ. Ытларах — Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑвашсем сахалланнине палӑртнӑ. Ҫак кӑтартусен тӗп сӑлтавӗ чӑвашсем хӑйсен халӑхне шанманнинче пулнӑ, вӗсем хӑйсене ытти халӑх шутне кӗртни никамшӑн та ҫӗнӗлӗх пулмӗ ӗнтӗ.

Хальхи ҫырав мӗнле пӗтемлетӳсемпе вӗҫленесси паллӑ мар.

Малалла...

 

Юпан 23-мӗшпе 24-мӗшӗсенче (шӑматкунпа вырсарникун) Шупашкарта йӑлана кӗнӗ тӑрӑх тӗнче шайӗнчи чӗлхе фестивалӗ иртӗ. Чӗлхесемпе паллашас шухӑшлисем кӑҫал 15-мӗш хут пухӑнӗҫ. Йӗркелекенсем: Шупашкарти эсперанто ассоциацийӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ. Фестивале ирттерме Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви пулӑшать.

Пурӗ 35 чӗлхепе паллашма май пулӗ: азербайджан, акӑлчан, арап, итал, тутар, кивӗ славян, чӑваш, украин, урду, фанг, яппун, эсперанто, тата ыттисемпе. Фестивале пӗрремӗш хут хутшӑнакан чӗлхесем те пулӗҫ: арагон, баск, курд, эвен, ҫурҫӗр-анӑҫри ҫармӑс тата полинези чӗлхисем.

 

Фестиваль Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 14 сехетре.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lingvafestivalo.org/?q=cv
 

Сергей Иванов
Сергей Иванов

Юпан 7-мӗшпе 11-мӗшӗсенче Грузин тӗп хулинче, Тбилисире, иртекен самбо кӗрешӗвӗн ҫамрӑксен хушшинчи тӗнче чемпионатӗнчен савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Сергей Иванов (1№ АҪСШ, тренерӗ — Александр Тимофеев) медале тивӗҫнӗ. Сергей самбо кӗрешӗвӗн тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче виҫӗ хутччен чи малти вырӑна йышӑннӑ, Тбилисине вӑл Раҫҫей каманди шутӗнче килнӗ.

48 кг йывӑрӑш спортсменсем хушшинче кӗрешсе Сергей Иванов хӑйне ыттисенчен маттуртарах кӑтартрӗ — каллех ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Саламлатпӑр!

 

Страницӑсем: 1 ... 3678, 3679, 3680, 3681, 3682, 3683, 3684, 3685, 3686, 3687, [3688], 3689, 3690, 3691, 3692, 3693, 3694, 3695, 3696, 3697, 3698, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...