Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Иртнӗ ҫулӑн раштав уйӑхӗнчи 15-22-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине кӑмӑллакан 10-11-мӗш класс ачисем валли «Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттерчӗ. Тӗнче тетелӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курса Чӑваш Республикинчен тата кӳршӗллӗ регионтан пурӗ 113 вӗренекен хӑйсен пӗлӗвне кӑтартма пултарчӗ.

Олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма жюри ҫителӗклӗ балл пухма пултарнисене суйласа илчӗ:

• «Тӑван ен культурипе» — 25 баллран кая мар;

• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (чӑваш шкулӗсем) — 35 баллран кая мар;

• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (вырӑс шкулӗсем) — 40 баллран кая мар.

Пӗрремӗш тапхӑра ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ шкул ачисене эпир хӗрӳллӗн саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑтура та ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

«Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ асӑннӑ университетӑн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртет.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме республикӑна федераци укҫи-тенкинчен 260 миллион тенкӗ ҫитнӗ. Ҫак укҫа 265 ветеранӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама май парӗ. 2008-мӗш ҫултанпа, Раҫҫей Президенчӗн «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен» Хушӑвӗ ӗҫе кӗнӗренпе Чӑваш Енри 3 пин те 804 ҫын хваттерлӗ пулнӑ. Ҫак тӗллевпе ҫӗршыв хыснинчен республикӑна 4,6 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

Кӑҫалтан 1992 тата 1993 ҫулсенче Таджикистанри вӑрҫӑ-харҫа хутшӑннисене ҫар ветеранӗсен йышне илнӗ. «Ветерансем ҫинчен» федераллӑ саккуна ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртнӗ. Ветеран пулни ҫинчен ӗнентерекен хута вӗсем Шалти ӗҫсен министерствинче, Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗнче тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче илме пултараҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне илес тесен вӗсен ҫак хутпа Пенси фондне пымалла. Уйӑхсерен вӑрҫӑ-харҫӑ ветеранӗсене 1 пин те 239 тенкӗ тӳлесе тӑраҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче ҫак тӳлеве пысӑклатма палӑртнӑ. Укҫа вырӑнне социаллӑ пулӑшусемпе усӑ курма ирӗк пур — тухтӑр рецепчӗпе тӳлевсӗр эмелсем илме, санаторире сипленме, хулаҫум пуйӑсӗпе тӳлевсер ҫӳреме юрать. Паян Чӑваш Енре федераллӑ ҫӑмӑллӑхсемпе 13 пин ытла тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑ ветеранӗ усӑ курать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑн мар уйрӑмра виҫӗ ҫул ҫурӑ вӗренекен студенсен диплом ӗҫӗсен хӳтӗлевӗ иртрӗ. Филологипе (8 ҫын) тата культурологипе (24 ҫын) специализациленекен студентсем хӑйсен пултаруллӑхри, ӑслӑлӑхри ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Кунта Хусан, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи, хамӑр республикӑри чӑвашсем пуҫтарӑннине кура хӳтӗлев тата та кӑсӑклӑрах пулчӗ. Кашниех вырӑнти материала тӗпченӗ, ӗҫ опытне усӑ курса диплом ӗҫӗсене пуянлатма пултарнӑ.

Ҫитес вӑхӑтра алла аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен ҫирӗплетекен диплома илме хатӗрленекен студенсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗлевпе саламлатпӑр, ӑнӑҫу сунатпӑр.

 

КӐР
26

Полицинчи Хӗл Мучи
 Владимир | 26.01.2012 10:51 |

Хутар ялӗ
Хутар ялӗ

Ҫӗн Ҫул пуҫланнӑ пуҫланман, ачасем ҫул синче асархануллӑ пулчӗр тесе, тата ҫулҫӳрев саккунӗсене ҫирӗпрех астуччӑр тесе Ҫӗмерле тӑрӑхӗнчи Якуртушкӑнь, Хутар, Юманай ялӗсен шкулӗсенче Ҫӗмӗрле хулипе районӗн йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тӗлпулусем иртерчӗҫ. Калаҫусем 8-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемпе пулса иртрӗ. Ҫулҫӳрев саккунӗсемсӗр пуҫне Пуҫилле тата Граждан Кодекссен хӑш-пӗр пайӗсене пӑхса тухрӗҫ, асӑрхатарчӗҫ, ӑнлантарчӗҫ. Ачасем хушшинче ҫамрӑка интереслӗ ыйтусем паракансем те пулчӗҫ.

Тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӑмахсемпе пурте килӗшрӗҫ: халӑх хушшинче пурӑнса ҫынсем пек пурӑнма тӑрӑшмалла, йӗркене пӑхӑнмалла, тӗрӗс ҫулпа утмалла.

 

Паян, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалах университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче хаваслӑ лару вӑхӑтӗнче Евгений Ерагин мӑчавар «Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ» хатӗрленӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен пӗрремӗш таврапӗлӳҫи, ҫыравҫи, этнографӗ, историкӗ тата Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн членӗ Спиридон Михайлович Яндуш ячӗпе хисепленекен медале чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканне В.Г. Родионов профессора парса чысларӗ.

Виталий Григорьевич тӑван тавралӑха, халӑхӑн историйӗпе сӑмахлӑхне, литература аталанӑвне тӗпчесе сахал мар ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырса пичетлерӗ. Пухӑннисем умӗнче ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, факульетӑн доценчӗ В.А. Абрамов тата университетӑн ют чӗлхесен кафедрин профессорӗ В.

Малалла...

 

КӐР
24

Компьютер музейӗ уҫӑлнӑ
 Владимир | 24.01.2012 16:25 |

Тӑванкасси шкулӗ спутникран пӑхсан
Тӑванкасси шкулӗ спутникран пӑхсан

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнче компьютер музейӗ уҫӑлчӗ. Кабинет ертӳҫи, информатикӑ тата физикӑ вӗрентекенӗ Мидуков И.П. тӑрӑшнипе 1986 ҫултан пуҫласа паянхи кунчен ӗҫлекен аппаратурӑ пуҫтарнӑ. Тӗлӗнмелле, кашни компьютер юсавлӑ, пурте ӗҫре. Иван Петрович Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче паллӑ ӑста, ун уссине таврари шкулсенчи мӗн пур «информатик» пӗлет. Халӗ шкулта кашни вӗренӳ уйрӑмӗнче ҫӗнӗ йышши компьютерсем лараҫҫӗ, вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсемсӗр пӗр утӑм та тӑваймаҫҫӗ тесе калама та юрать пулӗ.

 

КӐР
24

Шкула ҫӳременнисем валли — ҫӗнӗ кермен
 Владимир | 24.01.2012 07:57 |

Шывҫи эрни пуҫламӗшӗнче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкасси ялӗнчи шкул ҫуртӗнче шкула ҫӳремен ачасене валли ҫӗнӗ кермен уҫӑлчӗ.

Кӑҫал кунта кун пек уяв иккӗмӗш хут пулса иртрӗ. Виҫӗ уйӑх каялла кунтах 1-3 ҫулхи ачасене кивӗ ача пахчинчен куҫарнӑччӗ, халӗ вара 4-6-рисене черет ҫитрӗ. Пысӑк хӑнасем, ял-йышсем, парне-кучченеҫӗ — пурте ҫителӗклӗ пулчӗ. Кашни хӑй ячӗнчен ӑшӑ самах каларӗ, телей-сывлӑх сунчӗ.

Ҫутӑ та такӑр пултӑр санӑн кун-ҫулу асамлӑ юмах-кермен!

 

Леонид Волков
Леонид Волков

Ӗнер, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ пирӗн тӑрӑха Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи элчӗ тивӗҫӗсене тума Леонид Волкова шантарнӑ. Ун умӗн ҫак ӗҫе Геннадий Фёдоров 11 ҫул пурнӑҫласа пынӑччӗ, 20-мӗш числара вара ӑна урӑх ҫӗре куҫнӑран Чӑваш Енӗн ӗҫлӗ элчи вырӑнӗнчен кӑларнӑччӗ.

Леонид Валерьевич Волков 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче икӗ пӗлӳ илнӗ — экономика теорийӗпе тата юриспруденципе. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. «Шупашкарти кабель япалисен савучӗ» АУО-ра, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш уйрӑмӗнче, «Элара» АУО-ра тӑрмашнӑ. 1999 ҫултанпа РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс академийӗн аспиранчӗ, 2002 ҫултанпа — ҫав академийӗн экономика тата кризиспа кӗрешӳллӗ тытӑмӑн кафедрин доценчӗ.

 

Паян, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ.

Тӗп уяв ыран, тунтикун, литература музейӗнче 14 сехетре иртӗ, паян вара Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӑва ҫинче поэтӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума Вера Кузьминична Кузьмина, Алексей Иванов-Сӗрмек, Владимир Васильевич Степанов, Владимир Аркадьевич Милютин тата Николай Алексеевич Плотников ҫитрӗҫ. Петӗр Хусанкая асӑнчӗҫ, унан сӑввисене сасӑпа вуларӗҫ.

Тепӗр ҫул та пӗрле палӑртма калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн пухӑннӑ ушкӑн саланчӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3669, 3670, 3671, 3672, 3673, 3674, 3675, 3676, 3677, 3678, [3679], 3680, 3681, 3682, 3683, 3684, 3685, 3686, 3687, 3688, 3689, ... 3853
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 18

1972
53
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1987
38
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
1990
35
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...