Хисеплӗ сайтҫӑсем! Хисеплӗ хӑнасем! Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӑшӗнче эпир хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулӗ! Пуҫламӑшӗ 13 сехет ҫурӑра! Эсир ку кӗнекере 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсемпе паллашма пултаратӑр. Кӗнеке кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Пӗр сехетре ӑна кӑларма май ҫук. Чӑн та лайӑх пултӑр тесе пирӗн чылай вӑй хума тиврӗ. Хӑтлава эпир хайлавсен авторӗсене тата ӑна кӑларма пулӑшнӑ пур ҫынна та чӗнетпӗр!
Вулавӑш адресӗ: Шупашкар хули, Октябрь 50 ҫулӗн урамӗ, 3 ҫурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлӑ таксисем: 45, 54, 55, 57. «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла. |
Чӑваш наци вулавӑшӗ Чӳкӗн 10-мӗшӗнче, юнкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Пуху ларӑвне ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Л. Павлов уҫрӗ. Пушкӑртри ҫыравҫӑсем, пухӑва килеймен ҫыравҫӑсем каланӑ салам сӑмахӗсемпе, ӗҫ йӗркипе паллаштарчӗ. Юлашки 5 ҫул хушшинче чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хак пачӗ. Ҫыравҫӑсен ӗҫӗсене хакласа пирӗн факультетра ӗҫлекен преподавательсем те сӑмах каларӗҫ: В.Г. Родионов профессор паянхи критикӑпа литература пӗлӗвӗн аталанӑвӗ пирки, В.А. Абрамов доцент прозӑпа ӗҫлекен авторсен пултаруллӑхӗ, хальтерех тухнӑ илемлӗ хайлавсен пахалӑхӗ пирки, И.В. Софронова доцент паянхи ача-пӑча литературин аталанӑвӗ пирки. Самани ҫӑмӑлах мар пулин те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах литературӑмӑр аталаннине, ҫӗнӗ авторсем пичетленнине ырласа палӑртрӗҫ вӗсем. Паллӑрах хайлавӗсене туллин хак пама тӑрӑшрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ыран, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче М.С. Спиридоновӑн «Чувашский орнамент. Чӑваш эрешӗ. The chuvash ornament» (пухса хатерлекенӗ, ӳнер концепцине тӑваканӗ, ӑслӑлӑх редакторӗ — А.А. Трофимов) кӗнеке-альбомӑн хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре. Хӑтлава институт директорӗ Ю.Н. Исаев, культура министрӗ Р.М. Лизакова, вӗренӳ министрӗ Г.П. Чернова, экономикӑлла аталанупа суту-илӳ министрӗ И.Б. Моторин хутшӑнӗҫ. А.А. Трофимов, М.Г. Кондратьев, Р.Ф. Федотов (Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ), В.Я. Шакров (Тӑвай район пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыракан), В.В. Петров (Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ), Н.И. Садюков (М.С. Спиридонов музей-хваттерӗн заведующийӗ) пухӑннисем умӗнче хӑйсен сӑмахне калӗҫ.
Спиридонов Моисей Спиридонович — паллӑ чӑваш художникӗ. 1890 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. 1933 ҫултанпа СССРти ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
ЧПГӐИ ҫурчӗ «Хавал» чӑваш обществӑлла организацийӗпе «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пулӑшнипе ҫамрӑксемпе ҫитӗннисем валли чӑваш чӗлхе курсӗсем ирттересшӗн. Вӗренӳ институтӑн вулав пӳлӗменче юнкунпа кӗҫнерникун иртмелле. Тӳлевлӗ пулӗ — 8 урокшӑн 1 000 тенкӗ кӑларса пама тивӗ. Чӳкӗн 17-мӗшӗнче (17:30) йӗркелекенсем пухӑнса вӗрентӗве епле ирттересси пирки калаҫӗҫ.
ЧПГӐИ адресӗ: Мускав проспекчӗ, 29, 1-мӗш корпус. Унта 3, 4, 7, 12, 21 номерлӗ троллейбуссемпе тата 1, 15, 22, 23 автобуссемпе ҫитме пулать. «Студентсен хули» чарӑнура тухмалла. Тӗплӗнрех пӗлес текенсем ҫак адреспа ҫитме пултараҫҫӗ: Ленин пр., 12-Б (212-мӗш офис). Ыйтса пӗлмелли инҫесас/факс: (8352) 23-02-03. Ҫавӑн пекех информацие club12972450 («В контакте» социаллӑ тетел) ушкӑнра, карас инҫесасӑн 8-927-848-62-23 (Татьяна), 8-902-328-50-51 (Александр) номерӗсемпе пӗлме пулать. |
Чӑваш чӗлхипе литературине Аслӑ шкулсенче вӗрентме пуҫланӑранпа 85 ҫул тата чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул иртнине халалланӑ, факультетран вӗренсе тухнисен тӗлпулу каҫне килсе курма чун-чӗререн йыхравлатпӑр. Уяв ЧПУн Культура керменӗнче раштавӑн 16-мӗшӗнче иртет, 13:00 сехетре пуҫланать. Килсемӗр, чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр!
Хаклӑран та хаклӑ факультет, Чӑваша пиллетӗн ҫут тивлет, Ӑс пухма хистетӗн кунсерен, Ырӑ ҫын пулма эс вӗрентен.
Пирӗн адрес: Шупашкар хули, университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт (4, 12, 21 троллейбуссем), 4 хут.
Салам сaмахӗсене «Комментариле» пайра пӗлтерме пултаратӑр. |
Кун кӗнекин пичӗ Чӑваш Республикин президенчӗн интерактивлӑ кун кӗнекийӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи влаҫри органсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Хальлӗхе унта пурӗ 8 уйрӑм. Президент Администрацийӗн пресса хӗсмечӗ шантарнӑ тӑрӑх унти информаци пуянлансах пырӗ. «Хамӑн сӑмаха тухса каланӑ чухне эп Чӑваш Енри влаҫ уҫӑ пулмалли пирки пӗрре мар каланӑ, калатӑп та. Министерствӑсемпе ведомствӑсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органсем хӑйсене пирӗн республикӑра епле кӑтарнине, хӑйсен ӗҫне епле ҫутатнине эп сӑнасах тӑратӑп — ӳсӗмсем пирки ҫеҫ мар пӗлтереҫҫӗ, йӑнӑшсем пулсан та хӑвӑрт тӳрлетме тӑрӑшаҫҫӗ» (куҫарӑвӗ — манӑн, Николай Плотниковӑн), — ҫырать Михаил Игнатьев кун кӗнекин пуҫламӑш страницинче. Малалла Чӑваш Ен Президенчӗ влаҫ уҫӑмлассине хӑйӗнчен пуҫлани пирки пӗлтерет, пурне те конструктивлӑ диалога хутшанма чӗнет. Калаҫу усӑллӑ пуласса шанать. Тӗнче тетелне усӑ куракан пур ҫын та ҫак интерактивлӑ кун кӗнекинче хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пултарать.
Шел те, кун кӗнекине вырӑсла ҫеҫ калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Эрида. NASA, ESA тунӑ сӑн Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чилири Анд тӑвӑнчи телескопсене усӑ курса ӗҫлекен ӑҫчахсен ушкӑнӗсем Хӗвел системинче вырнаҫнӑ инҫетри объектсене ҫӗнӗрен тишкернӗ. Вӗсен ӗҫӗ пирки нумай пулмасть кӗскен «New Scientist» журнал пӗлтерчӗ. Астрономсем Эрида ятлӑ пӗчӗк планетӑна сӑнанӑ. Асилтеретпӗр, 2006 ҫулта ҫак пӗчӗк планетӑна, тата унпа пӗрлех Койпер тӑрӑхӗнче Макемакепе Хаумеа ятлисене тупнӑ хыҫҫӑн Плутона планета шайӗнчен кӑларнӑ — унӑн диаметрӗ ҫак космос ӗҫкерӗсемпе (объекчӗсемпе) тан е пӗчӗкрех те пулнӑ. Питӗ инҫе вырнаҫнӑран вӗсен виҫине пӗлме ытла та йывӑр (Эрида орбитин ҫӳллӗшӗ 14 миллиард ҫухрӑм, Плутон Хӗвелтен 7,4 милиард ҫухрӑмра ҫӳрет), ҫавӑнпа та ӑсчахсем виҫнӗ чухне тӳрӗ мар мелсемпе ҫеҫ тивӗҫейреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хальхинче ӑсчахсем Эрида инҫетри ҫӑлтӑра мӗнле хупланине сӑнанӑ. Тӗрлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ телескопсемпе сӑнанӑ май ӑсчахсем мӗлке виҫине тӗрӗс виҫме пултарнӑ. Ҫак пӗтӗмлетӳ урлӑ вӗсем космос ӗскерӗн диаметрне шутласа кӑларнӑ. Ҫӗнӗ шутлав тӑрӑх Эридӑн диаметрӗ 2 340 ҫухрӑмран «пӗчӗкрех» пулмалла. Халиччен ӑсчахсен шучӗпе ун виҫи 2 400-2 600 пулнӑ. Асилтеретпӗр: Плутон диаметрӗ — 2 400 ҫухрӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Вырӑс егерӗсем» вӑл вӑхӑтри ҫарӗҫ хатӗрӗсемпе тата тумсемпе паллаштараҫҫӗ Чӳкӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр. Чӑвашӑн историйӗнче ку уявпа ҫыхӑннӑ самансем чылай. Вӑл вӑхӑтри паттӑрсене те халӑх манман. Тӗслӗхрен, паллӑ ҫарпуҫ Пайтул пирки нумай чӑваш пӗлет. Ҫар ӑсталӑхӗпе паларнисӗр пуҫне вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе те пирӗн асра — хальхи вӑхӑт тӗлне унӑн 9 юрри-сӑввине тупма пултарнӑ. Пайтулӑн ҫуралнӑ ҫӗрне палӑртас тесе пӗр вӑхӑт ЧОКЦ самай ӗҫлерӗ — Шупашкаркасси тӑрӑхӗ пулнине ҫирӗплетме пултарчӗ. Уяв кунӗнче 13 сехет тӗлне Шупашкаркассинче халӑх пуҫтарӑна пуҫларӗ — кунта кӑҫал пӗрремӗш хут Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Пайтулпа ҫыхӑнтарса уявлама шут тытрӗҫ. Уява хӑйӗн сӑмахӗпе Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорасев Н.Е. пуҫларӗ. Паянхи уява ирттернӗ май, вӑл калашле, эпир ҫав ӗлӗкхи вӑхӑтсем пирки ҫамрӑксене каласа панӑ май, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс утӑмсем тума, хамӑр мӑнаҫлӑ патшалӑха упрама, хаклама вӗрентетпӗр. Курма пухӑннисене уяв кӑмӑла кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем. ОРКСЭ урокӗ. Паллӑ ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче икӗ пине яхӑн тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Кашни халӑхӑнах хӑйне евӗр йӑли-йӗрки, тӗн-ӗненӗвӗ. Пирӗн Кӗтне тӑрӑхӗнче те авалтанпах ҫумма-ҫуммӑн чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсем туслӑн пурӑнаҫҫӗ, ирҫе, ҫармӑс тата ытти халӑх ҫыннисем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫывӑхра пурӑнакан халӑхсем пӗр-пӗрин йӑлисене хӑнӑхса-ӑнланса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак пулӑм малалла аталантӑр тесе иртнӗ 2009/2010 ҫулӑн тӑваттӑмӗш чӗрӗкӗнче Раҫҫейри ятарласа суйласа илнӗ регионсенчи пӗтӗмӗшле вӗренӳ паракан шкулсенче ҫӗнӗ предмет — ОРКСЭ (Основы религиозной культуры и светской этики) вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ӑна ертсе пыма кӗҫӗн классенче вӗрентекенсене ятарласа Вӗрентӳ институтне чӗнсе илсе хатӗрлени ҫинчен Комсомольски район хаҫатӗнче ҫырса пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш класра вӗренекен ачасем кӑҫал та ҫӗнӗ предмета малалла вӗренчӗҫ. Районти чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене православи тӗн йӗркине вӗрентме кӑмӑл турӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен пепкисене этика, ислам тата тӗнчери тӗн йӗркисемпе паллаштарас текенсем те пур. Ачасене вӗренме меллӗрех пултӑр тесе вӗрентӳ кӗнекисемсӗр пуҫне электронлӑ пособисем те кӑларнӑ. |
Куравра Нумай пулмасть, юпан 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Куславккасен уявӗ иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫак тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ Шупашкарти тепӗр мероприяти ҫинчен «Хыпар» хаҫат пӗлтерет — Чӑваш Енӗн Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи «6x7» ӳнер галерейинче Куславкка районӗнчи халӑх ӑстисен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре асӑннӑ район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Солдатихина, ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ хӑш-пӗр ӗҫ авторӗсем Любовь Скворцова тата Юрий Орлов хутшӑннӑ. Алӗҫ ӑстисене Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн Тав хучӗпе чысланӑ. Галерейӑри ҫӗнӗ курав чӳкӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Унта тӑм теттесемсӗр пуҫне картинӑсемпе тата хӑваран авса тунӑ карҫинккасемпе, ҫемҫе пукансемпе, чечек савӑчӗсемпе, ытти япалапа паллашма май пулӗ. Вӗсен авторӗсем — Юрий Орлов, Валентина Юсова, Елена Смирнова, Любовь Смирнова.
Ҫакна палӑртмалла: Куславкка районӗ ӑстасемпе пуян. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |