![]() Шупашкарти Ҫӗнтерӳ тӳремӗ ҫумӗнчи пӗр ҫуртра йӗрке хуралҫисем пӗр вӑрра ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ярса илнӗ. 55 ҫулхи Шупашкар ҫынни Ҫӗнӗ Ҫула лайӑх палӑртнӑ пулас. Малтан саккун йӗркине пӑсманскер Ҫӗнтерӳ тӳремӗнчи 8-мӗш ҫуртри хваттере кӗрсе кайнӑ. Юрать юнашар кӳршӗсем тимлӗ пулнӑ — яри уҫӑ алӑка курсан полицие шӑнкӑравланӑ, хӑнана кайнӑ хуҫисене пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисен вара вырӑна ҫитсен вӑрра нумай шырама тивмен — вӑл кунтах ҫывӑрнӑ. Вӑрланӑ япаласем чикнӗ миххине пуҫ айне хунӑ та тутлӑ ыйӑх курса выртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ студентсене пӗлӳ парас енӗпе ӗҫленисӗр пуҫне ӑслӑлӑхра вӑй хуракан ҫӗнӗ кадрсене туптас енӗпе те тимлет. Ҫак енӗпе университетра ҫулленех Диссертаци Канашӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, В.Г. Родионов профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ертсе пыракан Диссертаци Канашӗ филологсене кандидат тата доктор ӗҫӗсене хӳтӗлетерессине тухӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать. Ҫак кунсенче тухтӑр ӗҫне ӑнӑҫлӑ ҫырса пӗтерсе М.Р. Федотов ячӗпе хисепленекен Тухӑҫ тата чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ Алена Михайловна Иванова хӳтӗлеве тухрӗ. Унӑн ӗҫӗ «Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнчи морфосинтаксис ыйтӑвне танлаштаруллӑ-шайлаштаруллӑ тӗпчесси» (выр. «Сравнительно-сопоставительное исследование проблем морфосинтаксиса в чувашском языкознании») ятлӑ. Алена Михайловна ку темӑпа чылай ҫул хушши ӗҫлет ӗнтӗ, тӗрлӗ журналсенче вуншар статья пичетлеме ӗлкӗрнӗ. Пултаруллӑ та хастар ҫамрӑк тӗпчевҫе Тутарстан, Пушкӑртстан, Якут республикисенчи ӑслайсем те аван пӗлеҫҫӗ. |
![]() «Асран кайми» ятпа вулакан аллине ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ. Авторӗсем — Г. Е. Дубровпа Ю. А. Перепелкин 60 ытларах страницӑллӑ ку ӗҫе Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял ӗҫченӗсене сума суса хатӗрленӗ. Ум сӑмахра (ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен перлӗхӗн пайташӗ Гурий Дубров хатӗрленӗ) шӑпах унӑн историне кӗрсе юлнӑ паллӑ вырӑнсем, йӑх-тымарсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Асӑннӑ кӗнеке виҫӗ тӗп пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗ «Туҫара — хӑнара» ятлӑ. Унта 2002 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Красноармейскинчи «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи — Н. Янкас премийӗн лауреачӗ Н. М. Никоноров) Анат Туҫана пысӑк концерт программипе ҫитсе килни ҫинчен туллин каласа панӑ. Ку ял — кӗнеке авторӗсенчен пӗрин, Юрий Анатольевич Перепелкинӑн — тӑван ялӗ. Унӑн аслашшӗ, Илларион Евдокимович — Социализмла Ӗҫ Геройӗ, ашшӗ, Анатолий Илларионович — Ленин орденне тивӗҫнӗ. Курав залӗнче халӑх лӑк тулли пулнӑ, красноармейскисен концертне ҫынсем пысӑк хак панӑ. Иккӗмӗш пайӗ — «Аслисене асра тытса» ятлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Иван Андреевич Андреев 2011 ҫул вӗҫленес умӗн, раштавӑн 31-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Иван Андреевич Андреев вилсе кайнӑ. Иван Андреевич чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе нумай ӗҫ ҫырса пичетленӗ, орфографи правилисене хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. Паян, 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем унпа сывпуллашрӗҫ. Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче Элӗк районне кӗрекен Хутяк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1950 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ, 1954 ҫулта — вырӑс чӗлхипе литературин уйрӑмне. 1955 ҫулта аспирантурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, Чӑваш патшалӑх университетӗнче 30 ҫул студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ. Иван Андреевич — ЧАССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1990), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (2001), филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1972). |
![]() 2011 ҫул вӗҫленес умӗн Мускав районӗн ГТАҪӗ (ЗАГС) шучӗпе 2800-мӗш ачана регистрациленӗ. Ытти ҫулсемпе танлаштарсан: 2005 ҫулта 1834 ача, 2006 — 1908, 2007 — 2209, 2008 — 2214, 2009 — 2678, 2010 — 2729. Нумайрах ача ҫуратасси ГТАҪ ӗҫченӗсен шухӑшӗпе пурнӑҫ лайӑхланса пынипе, нумай ачаллӑ кил-йышсене социаллӑ пулӑшу паракан программӑсене аталантарнипе ҫыхӑннӑ (тӗп сӑлтавӗ, паллах, унта мар: халӑх мӗн чухлӗ хӑтлӑрах пурӑнать, ҫавӑн чухлӗ сахалрах ҫуратать). Ҫапах та ҫемье хаклӑхне тавӑрмасан, тӗрлӗ ӑрусен хушшинчи ҫыхӑнӑва сыпӑнтарма тӑрӑшмасан ятарлӑ программӑсем хатӗрлесси хӗрарӑмсене вӑйпа ҫураттарасси ҫеҫ пуль. Паллах, патшалӑх та ахаль лармасть — ҫӗнӗ ача пахчисем тӑвать, ҫемье хысни (выр. материнский капитал) хатӗрлеме пулӑшать. 2012 ҫултанпа Чӑваш Енре вара ҫемье хыснине ятарласа хушмалли тепӗр май туса парӗҫ — виҫҫӗмӗш ачашӑн кил-йыша 100 пин тенкӗ лекӗ. Ҫавах та ачасем ҫут тӗнчене укҫашӑн мар, тӑван ашшӗ-амӑшне савӑнтармашкӑн килччӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сертификат илнӗ ҫемьесем Шупашкар районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене район пуҫлӑхӗ Ҫӗнӗ Ҫул умӗн парне турӗ — ҫӗр сертификачӗсемпе тивӗҫтерчӗ. Пурӗ 22 ҫемье. Сертификатсене Виктор Михайлов хӑй алла тыттарчӗ — пурне те ҫӗнӗ ҫулта ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма, пурнӑҫлама пуҫланӑ ӗҫе ӑнӑҫуллӑ вӗҫлеме, кил-йышра — ырлӑхпа килӗшӳлӗх сунчӗ. Ҫӗр сертификачӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт лартма тата тӗрлӗ ҫимӗҫ акса ҫитӗнтерме параҫҫӗ. Шупашкар районӗ пушӑ ҫӗрсемпе пуян маррине шута илсен ку парне ҫак ҫемьесемшӗн чӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Малтанхи пӗтӗмлетӗве эпир вӑхӑтрах тунӑччӗ, пӗтӗмӗшлине пӗлтерме вара ниепле те вӑхӑт пулмарӗ. Сӑлтавӗ ытларах серверта пӑтӑрмах сиксе тухнинчен килет ӗнтӗ. Ҫавах та ҫулталӑк вӗҫлениччен парнесем кама лекесси пирки пӗлтересех терӗмӗр. АСӐРХӐР: Чыслав 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре иртӗ! («Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе пӗрле!) Тӗплӗнрех кунта. 1-мӗш вырӑн Вӑрмар районӗнчи Кавал тӗп шкулӗнче вӗренекен Иванова Лина Сергеевнӑна (14 ҫулта) лекет. Ӑна Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ словарь лекет. Саламлатпӑр! 2-мӗш вырӑна эпир Ерицов Евгение парас терӗмӗр. Вӑл Канаш районӗнчи Шелттем тӗп шкулӗнче вӗренет. Ӑна пирӗнтен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем лекӗҫ: «Мифсем. Легендӑсем. Халапсем», «Ача-пӑча фольклорӗ», «Янавар юмахӗсем». Вӗсене вӑл тӑван шкулӗнче вӗренекен Ильина Дианӑпа тата Еврукова Иринӑпа пӗрле вулӗ тесе шутлатпӑр. 3-мӗш вырӑн Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри шкулта 3 класра вӗренекенсене лекет. Алексеева Любовь, Чернова Юля, Ефимова Наташа уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсене те Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем парнелетпӗр. Виҫҫӗшне — пӗрер «Янавар юмахӗсем» кӗнеке. 4-мӗш вырӑна эпир Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьски ялӗнче пурӑнакан Настя Андреевӑна парас терӗмӗр. Ӑна Э. Патмар пухса хатӗрленӗ «Ӗнерхи вӗри яшка» юмахсен кӗнеки лекӗ. 5-мӗш вырӑн та пур пирӗн. Михаил Сунталӑн «Мӑнту вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки Павлова Каринӑна лекет (Вӑрнар районӗ, Кӗҫӗн Кипек шкулӗ, 13 ҫулта). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Олимп чемпионӗ В.П.Воронков Мӗн авалтан чӑваш халӑхӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра сывлӑха ҫирӗплетме спортпа туслашни те витӗм кӳрет. Ҫавӑнпа та-и, тен, нумай ял-хулара тӗрлӗрен спорт мероприятийӗсем, ӑмӑртусемпе тупӑшусем ирттересси вӑя кӗчӗ. Чӑн та, компьютер умӗнче пӗр хусканусӑр лариччен, е сехечӗ-сехечӗпе телевизорпа пыракан сериалсене шӑтарасла пӑхиччен тӗрлӗрен хусканусем туни, уйрӑмах ҫывӑхри вӑрманти е паркри сукмаксемпе уҫӑлса-чупса ҫӳрени сывлӑхшӑн питех те усӑллӑ пулнине каламасӑрах чухламалла ӗнтӗ. Урӑхла каласан: пурнӑҫ хусканура вӑл! Ҫакна шута илсех ӗнтӗ Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 1991 ҫулта йӗлме йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту йӗркелесе янӑ. Ӑна Олимп чемпионӗ Владимир Воронкова халалланӑ. Владимир Петрович 1944 ҫулхи пушӑн ҫирӗммӗшӗнче Комсомольски районне кӗрекен Тукай ялӗнче кун ҫути курнӑ, ачалӑхӗ Кӗтне Пасарта иртнӗ, ҫул ҫитсен Хырхӗрри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулне ҫӳренӗ. |
![]() Хисеплӗ шкул ачисем, тата вӗсене вӗрентекенсем — «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература ӑмӑртӑвне хутшӑнса мала тухнисем! Кӑҫалхи конкурс ҫӗнтерӳҫисене эпир тепӗр ҫул, 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, чыслӑпӑр! Хаклӑ парнесемпе тивӗҫтересси, дипломсемпе чысласси хальхинче Ҫавал шывӗ хӗрринче ларакан авалхи Ҫӗрпӳ хулинче пулӗ — район администрациӗн акт залӗнче. Пуҫламӑшӗ — 10 сехет ҫурӑра (10:30). Чӑваш халӑх сайчӗ кашни ҫӗнтерӳҫӗ валли хаклӑ парне хатӗрленӗ — ҫамрӑк ҫыравҫӑсен аллине ҫитессе кӗтеҫҫӗ! Мероприятие пурте вӑхӑтра ҫитессе шанатпӑр! Адрес: Ҫӗрпӳ хули, Маяковский урамӗ, 12 ҫурт. Ҫитмелли схема. Ыйтусем пулсан ыйтса пӗлмелли номерсем: 8-905-027-61-37 е 50-66-17 (Шупашкар) (Николай Плотникова ыйтмалла). |
![]() Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче республикӑра спортпа сывлӑх кунӗсем иттереҫҫӗ. Районсемпе хуласенче тӗрлӗ ӑмӑртусем, спартакиадӑсем, фестивальсем йӗркелеме палӑртнӑ. Пурне те такан (коньки) ҫине тӑма, йӗлтӗр сырса тухма, ҫунашкасемпе ярӑнма йыхравлаҫҫӗ. Тӗп хулара вуншар спорт уявӗ иртӗ. Республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев парнисене ҫӗнсе илессишӗн спортпа туслӑ ҫемьесем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртӗҫ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Хӗллехи спорт вӑййисен центрӗнче иртет. Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем те пушӑ лармӗҫ. Бокс, ҫӑмӑл атлетика, шахмат енӗпе ӑмӑртусем пулӗҫ. Спортпа сывлӑх кунӗсене пурӗ 14 пин ҫынна явӑҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |