Чӑваш Ен спортсменкине Вера Соколовӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ Вера — РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Хушӑва ҫак кунсенче РФ спорт министрӗ Виталий Мутко алӑ пуснӑ.
Вера Соколова Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӑвӑрт утассипе шкулта вӗреннӗ чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна Аверкий Васильев тренер вӗрентнӗ.
Вера Соколова Тӗнче тата Европа кубокӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Чылай вӑхӑт юниорсем хушшинче тӗнче рекордсменӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне Олимп хатӗрленӗвӗн В.Чегин ячӗллӗ центрӗнче туптать.
Халӗ Вера ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионатне хатӗрленет. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче пулӗ.