Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӑмӑртура
Ӑмӑртура

Пуянкасси ял-йышӗ, паллах, ытларах арҫынсем, калама ҫук савӑннӑ: иккӗмӗш ҫул Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче ялта пысӑк уяв иртет. Кӑҫал та унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Сергей Андронов пуҫарӑвӗпе йӗркеленсе кайнӑ мини-футбол енӗпе ӑмӑртура тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ командӑсем Кубокшӑн тытӑҫрӗҫ.

Турнирӑн пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫин — «Хамӑрьял» командӑн ҫамрӑкӗсем 2012 ҫулта та Кубока алран ямарӗҫ. Командӑн капитанӗ Альберто да Силва палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗнтерме темиҫе хут йывӑртарах пулнӑ, пур матчра та пӗтӗм ӑсталӑхне кӑтартма тивнӗ. Чӑнах та, ҫӗнтерӳҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Шӑмӑршӑсене пенальтипе тапса кӑна парӑнтарчӗҫ. Сӑмах май, Бразили каччи Пуянкассинче виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ. Афганистанра вилнӗ Валерий Кузнецова асӑнса кашни ҫул ирттерекен турнирта та вӑл пӗлтӗр «Хамӑрьял» командӑшӑн выляса халӑха савӑнтарнӑччӗ.

Ытти матчсем те кӑҫал хӗрӳ иртрӗҫ. «Хамӑрьял» команда ветеранӗсем Шӑмӑршӑсене пенальтипе ҫеҫ выляса ячӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене те вӑйӑ тӑршшӗпе лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмарӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gov.cap.ru/main.asp?govid=75
 

Маттур чӑваш пикисем
Маттур чӑваш пикисем

Трак енри Красноармейски шкулӗнче «Чӑваш пики — 2012» конкурс иртрӗ. Унта 10 класра вӗренекен маттур чӑваш пикисем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫаксем пулчӗҫ: Кириллова Нина (10-а класс), Миронова Анжелика (10-а класс), Никифорова Анастасия (10-б класс тата Степанова Екатерина (10-б класс). Конкурсантҫӑсене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Михайлова З.П. хатӗрленӗ. Вӑйӑ-ӑмӑртӑва шкул вулавӑшӗн заведующийӗ Чаховская Э.В. ертсе пычӗ.

Хӗрӳ тупӑшура 10-б класра вӗренкен Никифорова Анастасия ҫӗнтерчӗ. Вӑл район шайӗнче иртекен «Чӑваш пики — 2012» конкурса хутшӑнма ирӗк ҫӗнсе илчӗ.

Саламлатпӑр!

Сӑнсем (33)

 

Тьфу-тьфу, куҫ ӳкерес марччӗ! Ҫӗмӗрлӗ хулинче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 71 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ку вӑхӑтпа танлаштарсан икӗ хут йышлӑрах! «Ҫемье ҫавӑрма шутланӑ ҫамрӑксен шучӗ те пӗлтӗрхипе танлаштарсан пысӑкрах», — теҫҫӗ хулари ГТАҪ ӗҫченӗсем. Шел те, 11-шӗ нарӑс уйӑхӗнче уйрӑлнӑ. Вилнисен шучӗ Ҫӗмӗрлӗре ҫав ҫавах пысӑк-ха. Кӑсалхи икӗ уйӑхра 110 ҫын ку тӗнчерен уйрӑлнӑ. Пӗлтӗрхинчен сахалрах пулсан та пӑшӑрхантарать. Ҫуралнӑ пепкесем хушшинче вара хӗрачасем йышлӑрах иккен.

 

Сулӑ ҫакланнӑ вырӑн
Сулӑ ҫакланнӑ вырӑн

Пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче, Белоруҫпе Литва хушшинчи чикӗре ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш пулса иртнӗ тет. Чикӗне сыхлакансен куҫӗ умне юханшыв тӑрӑх ишсе пыракан сулӑ лекнӗ. Ӑна шывран кӑларсан ҫар ҫыннисем брезентпа хупланӑ темиҫе ещӗк пирус асӑрханӑ пулнӑ. Сулӑ хӑй тӗллӗн куҫман иккен, ун ҫинче электронлӑ ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ мӗн — GPS-навигатор. Сигарет ещӗкӗсем палӑртнӑ вырӑна пӗр чӑрмавсӑр ҫитӗччӗҫ пулӗ те, анчах та сулӑна хӑнтӑрсем чарнӑ иккен. Ҫаксен пурнӑҫӗ шывра иртнӗ пирки хӑйсен йӑвисемпе тӑранса пурӑнмалли вырӑнӗсене ҫыран ҫинчи йывӑҫсемпе картласа хураҫҫӗ. Хайхи сулӑ касса антарнӑ йывӑҫа пырса ҫапӑннӑ та иккен. Ҫапла вара «кучченеҫ» чикӗ сыхлакансен аллине лекнӗ. Ҫар ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх контробанда шутне кӗрекен япаласене ку меслетпе Белоруҫрен питӗ нумай куҫараҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://s13.ru/archives/33185
 

Уяв саманчӗсем
Уяв саманчӗсем

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мӑн Этменти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта районти шкул ачисем, вӗрентӳҫӗсем Петӗр Ялкир пурнӑҫне, пултарулӑхне халалласа йӗркеленӗ литература тата пултарулӑх фестивальне ирттерчӗҫ. Кунта шкул ачисем ентешӗмӗр сӑвви-юррисене те янратрӗҫ, хӑйсен ӗҫӗсемпе те паллаштарчӗҫ. Ӑслисемпе тавҫӑруллисем, ҫамрӑк художниксем те тупӑшрӗҫ

 

Кӑҫал республикӑри 58 ялпа хула, 4 экономика объекчӗ, 1 кӗпер тата 847 ҫурт ҫурхи шывран шар курма пултарать. Ҫуртсене ҫӑлса хӑварас тесен паянах кирлӗ йышӑнусем тумалла. Ҫанталӑка тата юханшыв калӑпӑшне кура пӑр тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ вӑхӑтра хускалать.

Кӑҫал инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ 14 район халӑхне сыхӑ тӑма хушать: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай тӑрӑхӗсенчи ҫуртсене ҫурхи шыв илме пултарать, вӗсенче 3 пин ҫын пурӑнать. Ҫӑлавҫӑсем халӗ юр тата пӑр хулӑнӑшне виҫсе тӑраҫҫӗ, гидротехника юсавлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, пӑр аркатмалли япаласем хатӗрлеҫҫӗ. Пӑр кайнӑ вӑхӑтра 500 ытла техника ӗҫлӗ, 4 пине яхӑн ҫын сыхӑ тӑрӗ.

 

Ҫураки вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑхӗсене ҫунтармалли-сӗрмелли япаласем туянма ҫӑмӑллӑхсем парӗҫ. Топливӑна вӗсене пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи курттӑм хакран 30 процент йӳнӗрех сутмалла.

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑпа ӗҫлекен нефть компанийӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ — «Лукойл» тата «Сургутнефтегаз». Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен вӗсем ҫӗр ӗҫченне йӳнӗ топливӑпа тивӗҫтерӗҫ. Паянхи куна ҫунтармалли-сӗрмелли шӗвексемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 50 хуҫалӑх килӗшӳ тунӑ. Пӗр литр бензин ял хуҫалӑх предприятийӗ валли 17 тенкӗ те 20 пус пулӗ, ку вӑл пасар хакӗнчен 10 тенкӗ йӳнӗрех. Пӗр кӑткӑслӑх ҫеҫ пур — топливӑна хуҫалӑхсен Сергач е Кстово хулине хӑйсен кайса илмелле пулӗ. Хальлӗхе ҫӑмӑллатнӑ майпа 6 пин ҫурӑ тонна ҫунтармалли-сӗрмелли шӗвек туянма калаҫса татӑлнӑ.

Ҫураки ирттерме республикӑри хуҫалӑхсене 8 пин тонна кирлӗ. Ҫитес вӑхӑтра калӑпӑшсене ӳстерес пирки правительство шайӗнче йышӑну тума палӑртнӑ.

 

Вӑрнарти иккӗмеш шкулта ачасен телевиденийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ теҫҫӗ. Пӗрремӗш курава хак пама ачасем ятарласа ашшӗ-амӑшне чӗннӗ.

«Шкул пурнӑҫӗ» телепрограмма тӑватӑ пайран тӑрать имӗш. Вӗренӳре пулса иртнӗ лайаххине е япӑххине «Сӗтел хушшинче» ятлӑ пайра курма пулать, вӗрентекенсен ӗҫ-хӗлне «Учительскаяра» тупма пулать, спортри ҫитӗнӳсем «Шкул хыпарӗсенче», «Кӑткӑсра» вара шкулти мӗнпур «ҫуп-ҫап» пустарӑннӑ.

Вӑрнартелеушкӑн шкулти 223-мӗш пулӗмӗнче вырнаҫнӑ тет. Интереслекенсене тата пулашас текенсене хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://youtu.be/FuZg1oUsKrA
 

Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Чӑваш Улхашра вырнаҫнӑ 1012-мӗш суйлав вырӑнӗн ӗҫченӗсем халӑха суйлава пыма хистемелли меслет шутласа кӑларнӑ теҫҫӗ. Юнашар ялти халӑх ҫуртӗнче пӗлтӗр кинопӳлӗм ӗҫлеме тытӑннӑччӗ. Кунта халӑха тахҫанах килӗшнӗ киносем эрнешерӗн кӑтартаҫҫӗ ӗнтӗ. Суйлав вырӑнӗн ӗҫченӗсем йышӑннӑ тӑрӑх, кашни суйлавҫӑ хӑйпе пӗрле тепӗр ҫын суйлавра хутшӑнма хистесессӗн, иккӗшне те пӗр каҫ тӳлевсӗр кино кӑтартаҫҫӗ тет. Ҫитес кинокаҫӗ пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Вырӑс Улхаш халӑх ҫуртӗнче иртмелле имӗш. Шупашкарти «Асамат» юрӑ ушкӑнӗ те ҫак ӗҫе кӳлӗннӗ пулас, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тӑванкас халӑх керменӗче Леонид Антонов каланӑ тӑрӑх, ҫак ялӑн халӑхӗ суйлавра йышлӑн пулсан, тепӗр хут килсе савӑнтарма шантарнӑ.

 

Пирӗн, чӑвашсен, сахал ҫул пурӑнсах тӑван халӑхӑн асне тарӑн кӗрсе юлма пултарнӑ пултаруллӑ та хастар ҫынсем чылай. К.Ивановпа М.Ҫеҫпӗлтенех тытӑнма пулать ку шут хисепне, анчах сӑмахӑмӑр пирӗн саманташ, Кирилл Демьянович Кириллов (1962–1996) — театр критикӗ, тележурналист, ҫыравҫӑ пирки.

34 ҫултах уйрӑлса кайнӑ вӑл пирӗнтен, апла пулин те ячӗ халӑхра ырӑпа тӑрса юлнӑ. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче литературӑна, драматургине вӑркӑнса кӗнӗскерӗн, «Чун кирлӗ, чун!» ятлӑ кӗнеки тинтерех ҫеҫ, мӑшӑрӗ Надежда Мефодьевна Кириллова тӑрӑшнипе кун ҫути курнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшне Кирилл Кириллова астӑвакансем, ун ӗҫне малалла тӑсакансем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пурӑннӑ пулсан театр критикӗ 50 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫак ятпа ЧПГӐИн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ертӳҫи В.А. Ендеров, ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн профессорӗ В.Г. Родионов, «Хыпар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ М.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3681, 3682, 3683, 3684, 3685, 3686, 3687, 3688, 3689, 3690, [3691], 3692, 3693, 3694, 3695, 3696, 3697, 3698, 3699, 3700, 3701, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...