Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Йӑлӑм енчи пушар. ИӖМ сӑнӗ
Йӑлӑм енчи пушар. ИӖМ сӑнӗ

Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх йӑлӑм енчи пушара тытса чарнӑ, вӑл малалла сарӑлассин хӑрушлӑх ҫук. Северный посёлок ҫыннисем (ҫав шутра Первомайскинче, Пролетарскинче пурӑнаканнисем те) хӑйсен килӗсене те таврӑна пуҫланӑ.

ИӖМ информацийӗ тӑрӑх ҫулӑм хальхи вӑхӑтра 10 гектарта алхасать. Ку вырӑн 53 тата 55 №-лӗ шурлӑ кварталсенче, Лебединое кӳлӗрен ҫӳрҫӗререх вырнаҫнӑ. Пушарпа 412 ҫын, 100 ытла техника кӗрешет. Лабораторисенчи тӗрӗслев тӑрӑх сывлӑшри углерод йӳҫекӗпе озот диоксид шайӗ юракан концентрацинчен иртмест.

«Сӑрҫум» заповедникри тата Улатӑр районӗнчи Кире вӑрман хуҫалахӗнчи пушарсене те тытса чарнӑ.

Ҫитес вӑхӑтра пушарпа кӗрешекенсен йышӗ майӗпен чакӗ. Пушарсене пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти сывлӑш та тасаласса шанмалла.

 

Стелла никӗсне хатӗрлеҫҫӗ
Стелла никӗсне хатӗрлеҫҫӗ

Вӑрнарӑн тӗп урамӗнче стелла тума тытӑннӑ. Вӑл К. Маркс урамӗнче, посёлока Шупашкар енчен транспорт кӗнӗ вырӑнта вырнаҫӗ. Стеллӑна калӑплаканӗ — Геннадий Дубровин художник-дизайнер (вӑл Хапӑсран). Монумент кӳлепине хатӗрлеме Питӗр хулинчи А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленность академийенче вӗренекен ывӑлӗ те пулӑшнӑ.

Геннадий Дубровин пӗлтернӗ тӑрӑх монумента «сграффито» техникипе тӑвӗҫ. Панно ҫинче Вӑрнар посёлокӗн кун-ҫулне кӑтартма палӑртнӑ. Монумент йӗри-тавра чечексем, тӗмӗсем лартса тухӗҫ — вӗсем хӑй илемӗпе таврана хитрелетӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра «Вӑрнарски МСО» АХО стеллӑн никӗсне хатӗрлет — строительсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

 

Галина Ильина ӑсчах Слакпуҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхне О. А. Беляева кӗнеке парнелет
Галина Ильина ӑсчах Слакпуҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхне О. А. Беляева кӗнеке парнелет

Нумай пулмасть И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ тепӗр кӗнеке ҫутта кӑларнӑ. Ӑна А. Алексеева‚ Г. Ильина‚ Е. Сидорова‚ Г. Тимофеева‚ К. ИвановЯ. Ухсай‚ П. Петров-Туринке‚ Ф. Вуколов-Эрлик‚ П. Федоров-Минюк‚ учительсемпе студентсен материалӗсем тӑрӑх калӑпланӑ.

«Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» кӗнеке мӗнпе тӗлӗнтерет? Жанрсен пуянлӑхӗпе тата кашни жанрпа нумай тӗслӗх пухма пултарнипе. Урӑхла каласан‚ ҫӗр ҫул хушшинче пӗр пысӑках мар чӑваш ялӗнчех тӗпчевҫӗсем фольклорпа энциклопеди материалӗсене нумай пухма пултарнӑ. Эпӗ ӑна алла тытрӑм та — вуласа пӗтериччен чарӑнаймарӑм. Вӑйӑ‚ салтак‚ ӗҫкӗ-ҫикӗ‚ ҫамрӑксен юррисем‚ халӑх прози (халапсемпе легендӑсем)‚ юптарусем‚ йӑла-йӗрке поэзийӗ…

Халӑх пурнӑҫӗнче юрӑ-ташӑ‚ вӑйӑ‚ калаҫу чӗлхи‚ йӑла-йӗрке ӗмӗр-ӗмӗр шутсӑр пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Кашни йӑла‚ уяв — хӑйне евӗр театр‚ илемлӗ фильм валли хатӗрленӗ сценари‚ ытарайми спектакль.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=1349
 

Мар. Салим. Х. Ахтямов шаржӗ
Мар. Салим. Х. Ахтямов шаржӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке кӑларчӗ, унта пушкӑрт халӑхӗн паллӑ ҫыравҫин, Мар. Салимӗн, шӳтлӗ хайлавӗсем кӗнӗ.

Кӗнеке куҫаруҫӑн сӑмахӗпе пуҫланать. «Пирӗн Марсель‚ пирӗн Шубашкорт» статьяра ентешӗн пултарулӑхне тарӑн уҫса панисӗр пуҫне ун ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ тӑванла республикӑсенче — Пушкӑртстанпа Чӑваш Енре — пурӑнакан халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртнӑ. «Ҫапах та юлашки ҫулсенче пирӗн хушӑри ҫыхӑнусем вӑйсӑрланчӗҫ»‚ — пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ Валерий Комиссаров. — Ҫак лару-тӑруран тухас тата ырӑ тӗслӗх кӑтартас тӗллевпе эпир Марсель Салимов пушкӑрт ҫыравҫин‚ пӗтӗм тӗнчери премисен лауреачӗн шӳтлӗ хайлавӗсен пуххине кӑларма йышӑнтӑмӑр. Чӑваш Республикин наци библиотекин сайтӗнче: «Марсель Шайнурович Салимов (литературӑри хушма ячӗ Мар. Салим) — паллӑ пушкӑрт ҫыравҫи-сатирикӗ‚ Пушкӑртстан Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ‚ Туслӑх орден кавалерӗ‚ 26 кӗнеке авторӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=1406
 

Уявра
Уявра

Нумаях пулмасть Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пысӑк уяв кӗрленӗ: Авшак Элмен ялӗн кунне тата Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн чиркӗвне никӗсленӗренпе 265 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Уява район администрацийӗн капиталлӑ строительство пайӗн пуҫлӑхӗ В. Ильин уҫнӑ. Сумлӑ уявпа Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Г. Афанасьев, район депутачӗ В.Анисимов саламланӑ.

Авшак Элмен ялӗ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Чӑваш ен таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ С. Отрыванов каласа панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен тата ҫыравҫӑсем союзӗсен членӗ О. Куликова (Улькка Элмен) шкул историйӗпе паллаштарнӑ. Вырӑнти чиркӗве мӗнле никӗслени те кӑсӑклӑ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, нумай кӗнеке авторӗ Н.Иванова доцент каласа кӑтартнӑ.

Ят-сума тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе тивӗҫнисем яланах хисепре. Авшак Элменти паллӑ ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗпе А.Немилов вӗрентекен паллаштарнӑ.

Ял уявӗнчен ачасем те пӑрӑнса юлманнине ырламалла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=892819
 

106-мӗш ача-пӑча сачӗ. foto.cheb.ru сӑнӗ
106-мӗш ача-пӑча сачӗ. foto.cheb.ru сӑнӗ

Ӗнер, ҫурлан 15-мӗшӗнче, Шупашкар хули кунӗнче Шумилов урамӗн 7-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча сачӗ уҫӑлчӗ. Вӑл ҫӗнӗрен хӑпартнӑ ҫурт мар, унта малтан чӑваш-турккӑ лицейӗ вырнаҫнӑччӗ. Халӗ, юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн, унпа ача-пӑчасем ҫӗреме пуҫлӗҫ.

106-мӗш ача-пӑча садне уҫма Н.В. Фёдоров та килнӗччӗ — вӑл ҫак ҫурта хута янипе пурне те саламларӗ, Николай Емельянова ырӑ сӑмахпа асӑнчӗ. Ҫак ача-пӑча садне уҫӑлни пӗтӗмпех вӑл тӑрӑшнинчен килет терӗ, «Шкула ҫитмен ачасен вӗрентӗвӗн сферӑнчи услугӑсен ҫителӗклӗхне ӳстермелли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва вӑл чи малтан пурнӑҫлама пикенчӗ терӗ. 60 млн ытла укҫа тӑракланӑ хыҫҫӑн ҫак ҫурт ача-пӑча сассипе тулӗ. Президент парнесӗр килмен, ачасемпе воспитательсем валли электронлӑ пианино парнелерӗ.

106 №-лӗ ача-сачӗ пурӗ 180 ача йышӑнайрать. Ачасем кунта авӑнӑн 1-мӗшӗнче киле пуҫлӗҫ. Кунта спортзал, ӳнерстудийӗ, меслетлӗх пӳлӗмӗ, музыка залӗ, логопед тата коррекци кабинечӗсем пур.

 

Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ ялӗ Красноармейски районӗн чиккинче, Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑхӗнерех вырнаҫнӑ. Илемлӗ вырӑн — Ункӑ шывӗ юнашар. Ҫумма-ҫумӑн тенӗ пекех Ҫавалҫырма, Енӗшкасси ялӗсем лараҫҫӗ, Ункӑ урлӑ каҫсан — Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫӗньял. Шӑп та лӑп ҫак ял ӗнтӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хӑйӗн 120 ҫулне паллӑ турӗ. Уява 200 ҫын ытла пуханчӗ.

Каласа хӑварас пулать, 1990 ҫулта ялӑн 100 ҫулне палӑртнӑччӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать — унтанпа ялта та улшӑнусем чылай пулса иртрӗҫ. 1997 ҫулта ҫӗнӗ урам хыврӗҫ (урам Степан Кураков ячӗллӗ — вӑл колхозӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ). Унта халӗ 5 кил. Ҫавӑн пекех 20 ҫул хушшинче яла газ кӗртрӗҫ, асфальтлӑ ҫул ҫитрӗ.

Уява Красноармейски районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров уҫрӗ. Вӑл кӗскен район пурнаҫӗпе паллаштарчӗ. Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ халӑхне ҫӗнӗ урамра шыв башни ҫуккки самай пӑшӑрхантарать иккен, ҫавна май Владимир Валерьянович яла шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва 2011 ҫулхи район аталанӑвӗн программине кӗртме шантарчӗ.

Малалла...

 

Шупашкар хулин кунне халалланӑ мероприятисен йышне Шупашкар епархийӗн Православи тӗн училищинче Православин Чӑваш Енри историйӗн тата чӑвашла пичетленнӗ Библи музейне уҫассине те кӗртнӗ. Ӑна ӗнер савӑнӑҫлӑ ларура уҫма Шупашкар-Чӑваш епархийӗн митрополичӗ Варнава, тӗн училищин ректорӗ Михаил Иванов протоиерей, ЧР культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР Президенчӗн канашҫи Владимир Кузнецов, Наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑнчӗҫ.

Музей уҫӑлнӑ ятпа вӗсем сӑмах каларӗҫ. Варнава митрополит музее сӑвапларӗ.

Ҫакна палӑртмалла: музее ЧР Культура министерстви пулӑшнипе Шупашкар-Чӑваш епархийӗ йӗркеленӗ. Унӑн концепцине хатӗрлес ӗҫе Чӑваш наци музейӗн сотрудникӗсем хутшӑннӑ.

ЧР Президенчӗ Николай Федоров йыхравӗпе утӑ уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче республикӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Пысӑк театр солисчӗ Владимир Маторин килсе кайрӗ. Вӑл йӗркеленӗ ыр кӑмӑллӑх концерчӗсем Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрринче иртрӗҫ.

Малалла...

 

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ — Алексей Елимов
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ — Алексей Елимов

Иртнӗ кунсенче, «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутаркасси ял тӑрӑх администрацийӗнче депутатсен пухӑвӗн канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Унта халӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ертӳҫисем умне тӑратнӑ ӗҫӗсене сӳтсе явнӑ. Тӗп ыйту — хваттер укҫи вӑхӑтра тӳлеменни. Ҫак ыйтӑва татса пама ҫурт старостисене те пуҫтарнӑ.

Тутаркассинче паянхи куна пурӗ 116 ҫын хваттер укҫи тӳлемен. Пӗтӗмӗшле парӑм пурӗ 3 миллион та 200 пин тенке ҫитнӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен. «Вӗсенчен 30-шӗ хӑйӗн парӑмне тӳлеме пултарать, ыттисем ӗҫке ярӑннӑ, килӗнче ларма-тӑма пукан та ҫук. Хваттер укҫи тӳлемен пенсионерсен парӑмне пенси укҫинчен тытса юлма май пур, анчах ҫамрӑксенчен илме май ҫук», — тесе пӗлтернӗ Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Алексей Елимов.

 

Трактор ӗҫлет кӑна
Трактор ӗҫлет кӑна

Кӑҫалхи шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсен тирпейлӗхӗ пирки ҫеҫ мар, пӗвесен тарӑнлӑхӗ пирки те шутлама тивет. Кам ялсене ҫитсе курнӑ, пӗлет — пӗвесенчи шыв типсе ларман пулсан та, шыв шайӗ самай чакнӑ. Ҫавах та шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва пӗве пуртан татса пама ҫӑмӑлрах — ҫӑлкуҫран пӗр цистерна шыв тултар-ха — халран кайӑн. Пӗве пулсан вара — насусна чӗрт те тултар кӑна. Пушар тухсан ялта пӗве пурри ӑна сӳнтерме самай пулӑшать, ҫаванпа пушарниксем те пӗвесене тирпейлӗ тытнине ырлаҫҫӗ.

Пур ялта та пӗве ҫук ҫав. Теприсенче малтан пулнӑ та, е татса кайнипе, е юшкӑнланса ларнине пула типсе ларнӑ. Вӑрмар районӗнчи Чупайра та пӗве малтан пулнӑ. Кӑҫал ҫав типсе ларнӑ пӗвене ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӑшнипе тарӑнлатма шут тытрӗҫ. Ку ыйтӑва ял халӑхӗ пухусенче темиҫе хут те ҫӗкленӗччӗ ӗнтӗ, нумай пулмасть вара Чупай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ «Иванов» КФХ-па килӗшӳ турӗ. Вӗсен техникине усӑ курса темиҫе пӗве тасатрӗҫ, тарӑнлатрӗҫ. Пӗве валӗсене те ҫирӗплетрӗҫ. Техника техниках ҫав вӑл — трактор пӗрре ӑвӑсса илес тӑпрапа тӑма темиҫе ҫынӑн пӗр сехет чакаланмалла.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3686, 3687, 3688, 3689, 3690, 3691, 3692, 3693, 3694, 3695, [3696], 3697, 3698, 3699, 3700, 3701, 3702, 3703, 3704, 3705, 3706, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...