Ҫӗр чӑмӑрӗнче ҫак кунсенче пӗр кӑсӑклӑ пулӑм пулса иртнӗ тет. Арктикӑра (Ҫурҫӗр полюсӗнче), иккен кӳлӗсем йӗркеленме пуҫланӑ. Ҫакна ҫав тӑрӑхри экологи обсерваторийӗ асӑрханӑ имӗш.
Ӑсчахсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх кӳлӗсем ҫанталӑк ӑшӑтнӑран йӗркеленнӗ иккен — Арктикӑра икӗ эрне ӗнтӗ ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Унти температурӑна сӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кунта вӑтам температура 1–3 градус ӑшӑрах тӑнӑ пулать.
Анчах ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ иккен — ҫывӑх вӑхӑтра сивӗ сывлӑш таврӑнать, вара кӳлӗсем каллех шӑнса ларӗҫ. Тӗнче океанӗнчи шыв ҫӗкленессинчен те шикленме кирлӗ мар теҫҫӗ ӑсчахсем — мӗн ирӗлни каялла шӑнса ларӗ.