Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти фотограф телевизор валли лаунчер кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.11.2026 10:09 | 9 хут пӑхнӑ
Хулара
na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗҫемпе хатӗрленӗ коллаж
na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗҫемпе хатӗрленӗ коллаж

Шупашкарти фотограф Android TV валли лаунчер кӑларнӑ. Ҫавна май экран ҫинче чӑваш пейзажӗсем сӑнланаҫҫӗ.

Шупашкарти Павел ятлӑ фотограф, ӑна ытларахӑшӗ chillside никпа пӗлеҫҫӗ, Chillside TV хуплашка хатӗрленӗ. Вӑл Андроид тата Гугл телевизорсемпе приставкӑсем валли.

Телевизорӑн йӑлана кӗнӗ менюне лӑпкӑ экранпа ылмаштарма пулать. Ҫавна май Чӑваш Енри сӑнӳкерчӗксем ылмашӑнса тӑраҫҫӗ. Программа тӳлевсӗр, унпа усӑ курас тесен регистрациленмелле мар.

Тӗп экран ҫинче реклама ярӑмӗсем ҫук. Ҫӳлти кӗтесре сехет, ҫанталӑк, доллар, евро тата биткоин курсӗ пур. Вӗсене настройкӑра сӳнтерме пулать.

Лаунчер Sony, TCL, Xiaomi телевизорсем, Chromecast приставка тата 6-мӗш андроидран ҫӗнӗрех хатӗрсем ҫинче ӗҫлет.

#ҫӗнӗлӗх, #пултарулӑх, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем