Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.10.03 15:32 | |
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.03 15:53 | |
Ну, калăпăр, Митта Ваçлейĕ идеалла çынах мар. тейĕпĕр. Çакна В. П. Кошкин полковник та хайĕн докуменчĕсемпе çирĕплетет, е çирĕплетме хăтланать, тейĕпĕр.
Анчах та Г. Ф. Юмарт та пулнă вĕт каярахпа. «Тăван çĕршыв» пĕлтерĕшпе урăхларах пафослă тата компактлăрах ăнлав кирлĕ пирки ятарлă статья та пичетлесе кăларнă вăл. Ку çын, Геннадий Юмарт, çапах та çветтуйпа танах пуль. Е, танах пулмасан та, пурпĕрех унăн шухăшĕпе паллашни пĕрре те ытлашши мар. | |
Хамарьял // 4900-6617
2025.10.06 12:40 | |
АХМАНЯСАМ ПОТТОКИЯ МАНМАҪҪӖ! | |
Станьял // 2353.9.1627
2025.10.07 22:06 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт) | |
Валери ТУРКАЙ // 3200.11.1997
2025.10.09 09:13 | |
Тури чăвашсен чĕлхине пĕтме-çухалма памалла мар!
Вăл - пирĕн аслă халăхăмăрăн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри! Тури чăвашсен чĕлхи çухалсан, чăваш халăхĕ икĕ хут чухăнрах пулса тăрать! Валери ТУРКАЙ, анатри чăваш. 09.10.2025 | |
Agabazar // 3603.47.4144
2025.10.10 17:54 | |
Валери Туркайăн каланăлăхне провокаци тесе шутлатăп.
Çук кунашкал ыйту. Тури чăваш чĕлхин ыйтăвĕ те, анатри чăваш чĕлхин ыйтăвĕ те çук тĕнчере. Ним çук çĕртен ыйтăва пÿрнерен ĕмсе кăлармалла мар. Чăннипе вара ыйтăвĕ урăхла тăрать. Чăваш чĕлхи пулсан, хайхи тури-анатри тенисем те пулаççĕ. Чăваш чĕлхи пулмасан — вăл та, ку та пулмасть. Çавă çеç. Кунашкал япала вăл, пÿрнерен ĕмсе кăларнăскер, ахаль те пĕрлĕхĕпе мухтанма пултарайман халăха татах та ытларах сапаласа яма çеç пулăшать. Тĕслĕхсем тĕлĕшпе аякка кайма кирлĕ мар. Кÿршĕри çармăссенех илер. Ним те мар пĕр литература чĕлхипе пурăнма пултарайнă. Анчах та çук вĕт, такамăн темĕн кĕçĕтсе тăнă. Тытнă та пĕр чĕлхене икке пайласа янă. Ниепле те уписаччĕлнелле пулман вăл! Унашкал пайланусемсĕрех шик! шăхăрса пурăнма май пулнă. Эх... Е тата тутарсемпе пушкăртсене илер. Патша саманинче апла-капла пайламан. Тутарĕсем те, пушкăрчĕсем те пĕр литература чĕлхипех çырлахнă темелле. Анчах та каярахпа Валиди-Торган текеннисем сиксе тухнă та пăтратма пуçланă. Халĕ вара — чавса çывăх, çыртма çук. Кирлĕ-и ку пире, чăвашсене? Çук, пачах та кирлĕ мар. | |
Валери ТУРКАЙ // 3200.11.1997
2025.10.11 09:18 | |
Эс, "пииитĕ ăслăскер", ман шухăшăма пач тÿнтерле çавăрттарса хунă! Хăвна кирлĕ пек. Чарăн халăха пăтратма! Мĕн, урăх нимле ĕç çук-им сан ку "ĕçсĕр" пуçне?..
Валери ТУРКАЙ. 11.10.25 | |
Agabazar // 3867.01.8161
2025.10.11 15:13 | |
Туркай пекех, Станьял та «халăх» теме юратать иккен.
...ял урамӗ пуҫӗнче пӗчӗк парк йӗркеленӗ. Малтан ӑна «Росинка мини-парк» тенӗ, халӗ халӑх «Петтоки кӗтесӗ» тетХалăх, халăх тенĕрен, Хал çĕкленчĕ çĕнĕрен (с) Петĕр Хусанкай | |
Леонид КЕВЕР // 4082.47.9726
2025.11.16 18:14 | |
Икӗ автан ҫапӑҫнине пӑхса тӑма
шутсӑр интереслӗ.Кашниех хӑйне май тӗрӗс!Кӑштах лӑпкӑрах пулмалла. | |
Agabazar // 3858.62.5822
2025.11.17 23:30 | |
Камсем кунта «çапăçаççĕ»?
Мĕн пирки? Ăçта? Ау! Тем пе тăнласан та, хунарпа шырасан та, тупма çук «çапăçакансене».... | |

Валери ТУРКАЙ. 03.10.2025