Грот вӑраннӑГейзер айлӑмӗ Гейзер айлӑмӗнче чи пысӑк гейзер, Грот ятлӑскерри, вӑраннӑ — шывпа пӑс пӗрӗхтерме пуҫланӑ.
Грот — ҫак айлӑмри чи пысӑк гейзер. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх айлӑмри каньонӑн лапамӗ ун вӑйӗпе йӗркеленнӗ. Ӑна айлӑм «патши» теҫҫӗ — ун ванни сарлака — 2х2,5 метр. Пӗрӗхтерме пуҫласан вӑл ҫӗр ҫумӗнчен 45 градус тайӑлса 60 тонна вӗри шыв сирпӗтсе кӑларать. Грот хӑш вӑхӑтра ӗҫленине, ӑна тупнӑранпа 70 ҫул иртнӗ пулин те, ӑсчахсем тӳрремӗн калаймаҫҫӗ. Вӑл темиҫе уйӑхшар, темиҫе ҫул ӗҫлемесӗр выртма пултарать, ҫав вӑхӑтрах кунне темиҫе хут та шыв пӗрӗхтерейрет. Юлашки хут гейзер кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑраннӑччӗ. Грот вӑраннӑ самант яланах питӗ кӑсӑклӑ. Вӑл ӗҫлеме пуҫлани шыв пӗвене ҫурса кайнӑ евӗрех — таврара сас янарса тӑрать кӑна. Вырӑнти заповедник ӗҫченӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грот вӑраннӑ хыҫҫӑн Гейзер ятлӑ юханшыва темиҫе тонна шыв вирхӗнсе тухнӑ — тепӗр самантранах юханшыв пылчӑкланнӑ, ун температури 40 градуса ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра гейзер каллах лӑпкӑ. Тепӗр хут хӑҫан вӑранасси, каларӑмӑр ӗнтӗ, паллӑ мар.
Гейзер айлӑмӗ Кронотс заповедникӗнче (1934 ҫулта йӗркеленӗ) вырнаҫнӑ, ӑна ЮНЕСКОн пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑк эткерӗн йышне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
2010 ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа «Хавал» чӑваш обществӑлла пӗрлешӳ тӑрӑшнипе Мускавра тӳлевсӗр чӑваш чӗлхи вӗренме май пулӗ. Курссем хулари поликультура центрӗнче иртӗҫ. Чӑваш чӗлхи урокӗсем эрнере пӗр хут пулӗҫ. Пуҫару ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ ҫулрисене пухса ушкӑнсем йӗркелет — уйрӑмах вӗсем шкул ачисемпе ҫамрӑксене кӗтсе илме хавас.
Чӑвашла вӗренес шухӑшлисем йӗркелӳҫӗсемпе ҫак электронлӑ адреспа ҫыхӑнма пултараҫҫӗ: chuvash.haval@gmail.com, е карас телефонӗн номерӗпе: 8-903-187-86-79. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности Кӑҫал, юпан 4-мӗшӗнче, сумлӑ ӑсчах, чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенсенчен пӗри, Николай Иванович Ашмарин ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитет. Юбилея халалласа тӗрлӗ мероприятияесм иртрӗҫ, пулаҫҫӗ те. Кӑҫалах, 17 кӗнекеллӗ Чӑваш сӑмахӗсен пуххин 1-мӗш томӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗччӗ (ӑна чи малтан 1910 ҫулта пичетленӗ, кайран, 1928 ҫулта ҫӗнӗрен кӑларнӑ). Ҫак икӗ датӑна халалласа 1995 ҫулта тухнӑ М.Р. Федотовӑн «Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности» кӗнекене сканерласа вырнаҫтарас терӗмӗр. Словаре кӑларас ӗҫ ҫӑмӑл пулманнине эпир пӗлетпӗр, анчах та ӗҫ-пуҫ чӑнласах епле пынине пӗтӗмӗшле пӗлекенни сахал. Ку кӗнекере вара Николай Иванович кун-ҫулӗн кукрисене лайӑх сӑнласа панӑ. Вӑл вӑхӑтри лару-тӑрупа та паллашма май пур.
Кӗнекене кунтан уҫласа илме май пур — ӑна pdf хурмӑпа калӑпланӑ, калӑпӑшӗ — 4Mb патнелле. | ||
Кӗнеке парнелеЧӑваш наци вулавӑшӗн ҫурчӗ Авӑнӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 20-мӗшччен Чӑваш наци вулавӑшӗ «Кӗнеке парнеле» ятлӑ ыркӑмӑллӑх мероприятине ирттерет. Ку вӑхӑтра вулавӑш Раҫҫейри е тӗнчери хуть те мӗнле чӗлхеллӗ кӗнеке парнелесен те сире тав пулӗччӗ. Кӗнекесене (сирӗн вуламан кӗнекесен пурах ӗнтӗ килте) ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Ленин пр., 15 ҫ. (325 пӳлӗм шӑматкунпа вурсарникун пуҫсӑр 8-17 сехетччен ӗҫлет, 212 пӳлӗм — 17-20 сехетччен /вырсарникун — 18 сехетччен/). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Segway самокачӗсем. Компани сайтӗнчи сӑн Ҫурҫӗр Йоркширта Джими Хесельден миллионер вилнӗ тет. Пӑтармахӗ икӗ урапаллӑ электикӑллӑ самокатпа (сӑмах май, ҫак куҫса ҫӳреме май паракан аппарата ун фирми кӑларнӑ) уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра пулса иртнӗ — сӑртран аннӑ чухне 62 ҫулхи миллионер самокатне тытса чарайман, Варф юханшыва персе аннӑ. Ҫӑлма ҫитнисем пӑтӑрмаха лекнӗ Segway хуҫине пулӑшайман. Полици шучӗпе ӗҫ ӑнсӑртран пулса тухнӑ. Джими Хесельден Segway самокатсене кӑларакан фирмӑна 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче туяннӑ. Ку самоката вара 2002 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна Австри, Франци, Греци, Итали, Венгри, Португали, Чехи тата АПШан 44 штатӗнче усӑ курма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ю. Лужков. Lenta.ru cӑнӗ Паян, авӑнӑн 28-мӗшӗнче, ир-ирех Мускав мэрне, Ю.М. Лужкова ӗҫрен хӑтарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх Юрий Михайлович паян ӗҫе 10 минутсӑр 8 сехет тӗлне ҫитнӗ. Кунта вара ӑна Дмитрий Медведьев ӑна ӗҫрен хӑтаракан Хушупа (вӑл алӑ пуснӑ вӑхӑтран вӑя кӗнӗ) паллаштарнӑ. Вӑхӑтлӑха унӑн тивӗҫӗсене малалла тӗп хулан вице-мэрӗ Владимир Ресин туса пырӗ. Дмитрий Медведьев ҫитес вӑхӑтра Юрий Михайловичпа тӗл пулас шухӑш ҫукки пирки пӗлтернӗ. Юрий Лужковпа президент администрацийӗ хушшинчи тавлашу ҫурла уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Авӑн уйӑхӗнче федераллӑ каналсемпе Мускав мэрӗ пирки критикла передачӑсем тухма пуҫланӑ. Ӗнер кӗске отпускран таврӑнса Юрий Михайлович тӳрех ӗҫе кӳленнӗччӗ, мэр вырӑнне хӑй ирӗкӗпе хӑвармасси пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Уяв саманчӗ Паян, авӑнӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче уяв иртрӗ. Пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ студентсене аслӑрах курса ҫитнисем хӑйсен йышне илчӗҫ. Ҫак пулӑма ҫулленех пысӑк уяв пек паллӑ тӑвасси факультетра тахҫанах йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентшӑн иккӗмӗш кил вырӑнне пулса тӑнӑ «альма матер» пӗрремӗшсемшӗн те ют ан пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ аслӑ курса ҫитнисем. Лилия Тестова (3 курс) тата Алексей Еразумов (2 курс) ертсе пынипе студенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Кунта хаваслӑ юрӑ та янӑрарӗ, тухӑҫ, инди, тутар, чӑваш ташши те тыткӑна илчӗ, сӑвӑ та кӗрлерӗ. Пӗрремӗшсем аслӑ курса ҫитнӗ студентсем пекех маттур пулнине пӗтӗм чун-кӑмӑлтан ӗнентерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Лавккана уҫнӑ самант Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗнчи лавккасем пӗри хыҫҫӑн тепри уҫӑлаҫҫӗ. Нумай пулмасть Хирти Сӗнтӗрти лавккана ҫӗнетсе уҫнӑччӗ, иртнӗ эрнекун вара, авӑнӑн 24-мӗшӗнче, Нӗркеҫре ҫӗнӗ харпӑр хӑйне тивӗҫтерекен магазин уҫӑлчӗ. Ӑна уҫма Комсомольски районӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Волков, Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Ефремов, Комсомольски райпо правленийӗн председателӗ Евгений Карпеев хутшӑнчӗҫ. Лавкка япаласене кашнине хӑй тӗллӗн тивӗҫтерес мелпе ӗҫлет, кунта апат-ҫимӗҫ те, кил-ҫуртра кирлӗ тӗрлӗ япаласем (савӑт-сапа, йӑлари хими тавраш) те туянма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ушкӑнпа пӗве хӑвӑрт тасалать Тирпейлӗ вырӑн ялан илем кӳрет. Ҫакна асра тытсах ӗнтӗ нумай пулмасть, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, Хирти Мӑнтӑр ялта пӗве тасатрӗҫ. Ӗҫе юнашар урамсенчи халӑх тухрӗ. Хирти Мӑнтӑрти тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкул ачисем уйрӑмах хастар ӗҫе кӳлленчӗҫ — пӗрле ӗҫлесе пӗр трактор ӑпӑр-тапӑр пуҫтарчӗҫ. Хастар ӗҫленисене уйрӑммӑн асӑнса хӑвармалла: класс ертӳҫи Астраханова Елизавета Александровна; Афанасьев Федор Ильичпа Данилов Сергей Александрович кил-йышӗ. Васильева Ольга Павловна, Мордяков Александр Витальевич тата Миронов Алексей Юрьевич та вӗсене самай пулӑшрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗнтерӳҫӗ Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ку канмалли кунсенче чӑн та питӗ интереслӗччӗ — кунта бензин пӑчкӑпа шӗпсут (скульптура) касакансен регисонсен хушшинчи I фестивалӗ иртрӗ. Икӗ кун тӑрмашрӗҫ — авӑнӑн 25-26-мӗшӗсенче пӑчкӑ сасси кӑна тӑчӗ таврара. Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен, Тутарстан, ҫаван пекех Мускавпа Воронеж облаҫӗсенчи ӑстасем хутшӑнчӗҫ. Малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ: ● Хӑвӑрт касассипе …… 3-мӗш вырӑн: Мускав облаҫӗнчи Лосино-Петровски хулинчи Николай Гетьман (шӗпсучӗ — «Пингвин»); …… 2-мӗш вырӑн: Шупашкар хулин ӑсти Андрей Кошкин («Старичок-лесовичок» /Вӑрманҫӑ — шурсухал/); …… 1-мӗш вырӑн: Алексей Казаков (вӑл та Шупашкартан, шӗпсучӗ — «Асамлӑ кайӑк»); ● Пӗтӗмешле …… 3-мӗш вырӑн: Воронеж облаҫӗнчи Россошь хулин ӑсти Владислав Гудылко (шӗпсучӗ — «Ёлочка» /Чӑрӑш/); …… 2-мӗш вырӑн: Шупашкар хулин ӑсти Александр Иванов («Олени» /Пӑлансем/); …… 1-мӗш вырӑн: Алексей Казаков (шӗпсучӗ — «Кашкӑрпа ӳхӗ»);
Ку фестивале йӗркелӳҫӗсем малашне те ирттерме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |