Ҫак хыпарпа паллашсан чӑваш халӑх юмахӗ «Лаша шырани» аса килчӗ. Унта пӗр ҫын хӑйӗн айӗнчи утне виҫӗ кун шыранӑ тет. Вӑрнар районӗнчи пӗр хӗрарӑмпа та ҫакнашкалтарах пӑтӑрмах пулса иртнӗ.
50 ҫулти хӗрарӑм тырӑ ӑшне пытарнӑ пурлӑхне — 130 пин тенке — шыраса хӑшкӑлнӑ. Тупайман. Паллах, самаях пысӑк укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. ЧР ШӖМӗн «Вӑрнар» уйрӑмӗн ӗҫченӗсен кӗреҫе тытса укҫа пытарнӑ савӑта шырама тивнӗ вӗт. Районти уголовлӑ шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Николаев каланӑ тӑрӑх, укҫана ҫав вырӑнтах тупнӑ. Хӗрарӑм пурлӑхне шыранӑ чухне савӑта шаларах тӗксе янӑ ҫеҫ. Сехри хӑпнӑ ахӑртнех, часрах йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.