Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑҫал Тутарстан Республикипе пӗтӗм тутар халӑхӗ Тутарстан халӑх поэчӗ, Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Ренат Харис 85 ҫул тултарнине паллӑ тӑвать.
Ренат Магсумович Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Каша ятлӑ ялта ҫуралнӑ. Ку ялта сӗм авалтанпа тутарсемпе чӑвашсем пӗрле пурӑннӑ, халӗ те питӗ килӗштерсе пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Пулас поэт пӗчӗк чухнех чӑ?вашла калаҫмА та, ҫырма та пултарнӑ, чӑваш литературине питӗ юратнӑ. Ҫакӑ ӑна кайран чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене тутарла куҫарма питӗ? пулӑшнӑ.
Тутар тата чӑваш халӑхӗсен туслӑхне ҫирӗплетес тӗлӗшпе нумай ҫул вӑй-халне шеллемесӗр, питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Ренат Хариса Чӑваш Ен Правительстви «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса чысланӑ. 2009 ҫулта вӑл Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Кӑҫал вара Ренат Магсумович Хариса Комсомольскисен «Кӗтне» ентешлӗхӗ хӑйӗн Куҫма Турхан ячӗллӗ премийӗпе хавхалантарчӗ. Премие ҫак кунсенче Комсомольскисен ентешлӗхӗн хастарӗсем Валери Туркай, Валерий Гордеев тата Киям Пахалов Хусанти Федерации университетӗнче тутарсен паллӑ поэчӗ тата общество деятелӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ Халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ.
Ялтан // 1863.61.1744
2026.10.22 22:15 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. | |
