Раҫҫей гуманитари ӑслӑлӑхӗн фончӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ (Шупашкарти уйрӑмӗ) 2011 ҫулхи раштавӑн 2-3-мӗшӗсенче Тӗнче шайӗнчи «Тухӑҫри пӑлхарсен IX–XIII ӗмӗрсенчи патшалӑхӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттереҫҫӗ. Конференцие ӑслӑлӑхпа вӗрентӳре ӗҫлекен педагогсене, докторантсене, аспирантсене, ку ыйтупа ӗҫлекенсене, организацисемпе ведомствӑсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсене йыхравлаҫҫӗ. Докладҫӑсем пирӗн республикӑсӑр пуҫне кӳршӗллӗ тӑрӑхсенчен, чикӗ леш енчен килсе ҫитӗҫ. Кунашкал ӑслӑлӑх мероприятийе юлашки хут 1951 ҫулта ирттернине шута илсен вӑл чӑнах та сумлӑ пулмалла. Конференци 12 сехетре Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн ҫуртӗнче пуҫланӗ. Адресӗ: Шупашкар хули, Хусанкай урамӗ, 20 ҫурт. |
![]() Раштавӑн (декабрӗн) 3-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче (Шупашкар, Ленин пр., 15 ҫурт) «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» шкул ачисемпе ҫамрӑксем тата вӗрентекенсем хайланӑ сӑвӑ-калав пуххин хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 11 сехетре. Кӗнекене 2010 ҫулта ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернетри литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ хайлавсем кӗнӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ (Chuvash.Org) ачасемпе ҫамрӑксем хушшинчи литература ӑмӑртӑвӗсене тӑваттӑмӗш ҫул ирттерет. Тӗп тӗллевӗмӗр — яш-кӗрӗмӗн литература пултарулӑхне аталантарасси, ҫут ҫанталӑкри тата кулленхи пурнӑҫри пулӑмсене илемлӗ ҫырулӑх мелӗпе уҫса пама хӑнӑхтарасси. 2009 ҫултан пуҫласа вара пирӗн конкурссене вӗрентекенсем те — шӑпах ачасене ырӑ ӑс хывакансем — хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗрхи ӑмӑртӑва пурӗ 140 хайлав килнӗччӗ — 111-ӗшне ачасем ӑсталанӑччӗ, ыттисене — вӗрентекенсем. Кӗнекене вара 100-е яхӑн сӑвӑ-калав вырнаҫрӗ — унта малти вырӑнсене йышӑнма пултарнисем кӑна мар, ыттисене те кӗртме май пулчӗ. Кашни автор мар пулин те хӑшӗ-пӗри хӑй ҫырнӑ хайлавӗпе паллаштаратех пулӗ. Кӗнекене илемлетес тӗллевпе кӑҫал «Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ятарлӑ ӳнер ӑмӑртӑвӗ те ирттернӗ — унта пурӗ 28 ӗҫ килчӗ. Хӑшне-пӗрне эсир кӗнекере тупаятӑр. Ӳкерчӗксен тӗп пайӗ вара — Станислав Юхтар явӑҫтарнипе Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗн ачисем хатӗрленӗскерсем. Хӑтлавра кӗнекере вырнаҫнӑ ӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ — вӗсемпе унта паллашма май пулӗ. |
![]() Семенова Валерия Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Пелепейри 15-мӗш вӑтам шкулта «Шаг в науку» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конферецийӗ иртрӗ. Шкул ачисем тӗрлӗ предметсемпе тӗпчев ӗҫӗсем хатӗрленӗ. Вӗрекенсем «Тӑван чӗлхе» секцийӗнче пушкӑрт, тутар, чӑваш чӗлхипе хатӗрленӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе Семенова Валерия (6в класс) «Асран кайми тӗлпулусем» («Незабываемые встречи с Я.Ухсаем»), Прокофьева Анастасия (8 акласс) «Пелепей тӑрӑхӗнчи пултаруллӑ ҫыннисем» темӑсемпе хатӗрленнӗ. Компетентлӑ жюри ӗҫсене хакланӑ. Семенова Валерия (вӗрентекенӗ Михайлова Ирина Ильинична) 1 степеньлӑ Диплома тивӗҫнӗ. Тата пысӑк ҫитӗнӳсем сана, Валерия! |
Чӳкӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш патшалӑхӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсем: тӗпчемелли тата ҫӗнӗрен калӑпласа лартмалли ыйтусем» конференци иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институт, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фонд, «Сувар» фонд, Чӑваш Енӗн таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ. Конференци 14 сехетре пуҫланӗ. |
Хальхи вӑхӑтра пирӗн серверпа пӑтӑрмах пулса иртнӗрен чылай сайтсем ӗҫлемеҫҫӗ.
Юсав ӗҫӗсем йӗркеллӗ иртсен сайтсем кӗҫнерникун-эрнекун тӗлне тӗнче тетелне таврӑнӗҫ. Ку сайта вара вӑхӑтлӑха ҫеҫ вырнаҫтарнӑ — чылай пайӗ ӗҫлемест те...
Пӑтӑрмах, эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, серверӑн ӑнсӑртран электропитани ҫӗтнинпе ҫыхӑннӑ. Ҫав сӑлтава пула RAID5 массиври икӗ диск шанчӑксӑр ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Пӗри кӑна пулсан нимех те марччӗ ӗнтӗ — апла лару-тӑрӑва RAID5 хатӗр. Иккӗшӗ чӑрмавлӑ ӗҫлеме пуҫлани вара дисксене пӗр кӑлтӑксӑр улӑштарма май памасть ҫав (эпир тӑрӑшса пӑхрӑмӑр пулин те) — системӑна ҫӗнӗрен лартма тивет. Хальхи вӑхӑтра пур даннӑйсене те куҫарнӑ — вӗсене ҫӗнелнӗ системӑна тавӑрасси ҫеҫ юлать. Ку ӗҫе пӗтӗмӗшле кӗҫнерникун-эрнекун тӗлне вӗҫлес тетпӗр.
Ӗҫ вӑраха тӑсӑлнишӗн каҫару ыйтатпӑр, пире ӑнланасса шанатпӑр. |
![]() Ҫӑмран чӑлха ҫыхма е кӑҫатӑ йӑвалама ҫеҫ мар, чӑн-чӑн юмах тӗнчи йӗркелеме пулать. Чӑваш Патшалӑх ӳнер музейӗнче Мускавра пурӑнакан Ирина Андреева художникӑн хӑйне евӗрлӗ скульптурисен куравӗ уҫӑлчӗ. Вӗсене кӗҫҫерен ӑсталанӑ. Курав ахальтен мар «Ӑшӑ кун» ятлӑ. Кунти экспонатсене пурне те кӗҫҫе усӑ курса хатӗрленӗ. Кӗҫҫерен тунӑ япаласем этеме хӗл сиввинчен хӑтӑлма пулӑшаҫҫӗ. Маҫтӑрӑн кӗҫҫерен ӑсталанӑ экспоначӗсем те куракана ӑшӑ туйӑм парнелеме пултараҫҫӗ. Ирина Андреева 17 ҫул каяллах ҫӑмран кӗҫҫе пусса тӗрлӗ скульптурӑ калӑплама пуҫланӑ. Унӑн сӑнарлӑ пуканисем кашни ҫулах тӗнче шайӗнче иртекен фестивальсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Художникӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем куракана илӗртеҫҫӗ. Сцена пек туса хатӗрленӗ кашни экспонат ― хӑйне евӗрлӗ пӗчӗк юмах. Ҫак куҫа илӗртекен йӑваш кӳлепесем чунра ырӑ туйӑм вӑратса ӑшӑтаҫҫӗ. Курав Шупашкарта раштавӑн 5-мӗшӗччен пулӗ. |
![]() Тӗлпулура Чӳкӗн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.В. Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулчӗ. Кӑнтӑрла иртсен чи малтанах Михаил Васильевич тулли мар яваплӑ «Чесла» тата «Чесла — АСТ» пӗрлешӳсене ҫитрӗ, вӗсенче ӗҫлекенсемпе курнӑҫрӗ. Ку пӗрлешӳсем 2004–2005 ҫулсенченпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗршывӗпех саланакан атӑ-пушмак хатӗрлеҫҫӗ, предприятисенче 92 тата 86 ҫын вӑй хураҫҫӗ. «Ю.А. Дурасов ырӑ тӗслӗх кӑтартакан ертӳҫӗ. Вӑл ҫакнашкал производство йӗркелесе чылай ҫын валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хунӑ», — палӑртрӗ Элтепер. Унтан ҫул ҫӗнӗрен тӑвакан «Трак керамики» заводалла выртрӗ. М.В. Игнатьева кунти ӗҫсемпе хупӑ йышши «ТУС» акционер обществин тӗп директорӗ Н.Ф. Угаслов паллаштарчӗ. Николай Федорович каланӑ тӑрӑх, строительство ӗҫӗсем кӑҫалхи кӑрлачра пуҫӑннӑ, ҫулталӑкра 60 миллион штук керамика кирпӗчӗ кӑларма тытӑнакан завода 2012 ҫулта туса пӗтермелле, пӗрремӗш продукцие вара 2013 ҫулта кӑлармалла, унӑн хакӗ аякран кӳрсе килекеннинчен чылай йӳнӗрех пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пирӗн сервер ҫакнашкал Шӑматкун, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, пирӗн сайтсем пӗр вӑхӑт ӗҫлемесӗр тӑчӗҫ. Сӑлтавӗ «Агава-Север» хостинг площадкинче пулса иртнӗ пӑтӑрмахра пулчӗ. Серверсене вырнаҫтарма май паракан хостер пӗлтернӗ тӑрӑх планпа UPS (электроэнергипе тикӗс тивӗҫтерекен система) тӗрӗсленӗ вӑхӑтра кӑлтӑк тухнӑран вӗсен патӗнче вырнаҫнӑ серверсен пӗр пайӗ электроэнергисӗр юлнӑ. Ҫав шута пирӗнни те кӗнӗ. Электроэнергипе тивӗҫтерме пуҫланӑ хыҫҫӑн пирӗн серверти MySQL сервер тапранаймарӗ. Сӑлтавӗ унта вырнаҫнӑ дисксенчен пӗри (вӗсем RAID массивра ӗҫлеҫҫӗ) юрӑхсӑра тухнинче пулчӗ. Кӗтмен ҫӗртен сӳнтернӗрен файл системинче йӑнӑшсем сиксе тухрӗҫ — пӗлӗм пухмачӗн пайӗнче те пулчӗҫ вӗсем. Шӑп ҫав йӑнӑшсене пула ӗнтӗ MySQL ӗҫлеймесӗр тӑчӗ. Халӗ сайтсем ӗҫлеҫҫӗ (хӑшӗ-пӗринче кӑна кӑлтӑксем халӗ те пур). Даннӑйсене ҫухатассинчен хӑрушлӑх ҫук — пирӗн архивсем те пур, дискӗсем те RAID массивра (пӗри юрӑхсӑра тухни темех мар). Кӑлтӑклӑ диска вара ҫитес вӑхӑтра ҫӗннипе улӑштарӑпӑр. |
![]() Ҫӗнӗ юрӑсемпе ҫӗнелнӗ «ASAMAT» эстрада ушкӑнӗ раштавӑн 1-мӗшӗнче Филармони залӗнче савӑнӑҫлӑ концерта йыхравлать.
Билетсем туянмалли номер: 8(919)650-42-93, 8(967)470-44-46 Леонид. |
![]() Чӑваш Республикине суя акцизлӑ маркӑллӑ эрех-сӑра илсе килнине палӑртнӑ. Ҫакна Республика элтеперӗ ирттернӗ правительствӑ комиссийӗн ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ. Эрех-сӑран суту-илӗвӗн ҫаврӑнӑшӗ ҫине Михаил Игнатьев хирӗҫлесе пӑхрӗ. Тӗрӗслевсем ирттернӗ хыҫҫӑн хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермен продукцин пайӗ кӑҫал 1,3 процента ҫитнӗ. Ҫакна ҫирӗплетсе пама Республика пуҫлӑхӗ лавккаран тӗрлӗ марккӑллӑ 2 кӗленче эрех илсе килсе пама ыйтнӑ. Чӑваш Республикин акцизӗпе тухакан эрех кӗленчи ҫинче марка суя пулнӑ иккен. Эрех суту-илӗвне йӗркелесе тӑракан федераллӑ служба пӗлтернӗ тӑрӑх, кун йышши акцизлӑ марка пач ҫук. «Ҫак кӗленчене Республикӑна илсе килнӗ чух вӑл 35 тенкӗ тӑнӑ, лавккара вара ӑна халӗ 95-100 тенкӗпе сутаҫҫӗ», — терӗ Михаил Игнатьев, эрех-сӑран ҫаврӑнӑшне йӗркелесе тӑракан саккуна ҫирӗплетме хушрӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |