Казик
Вăрçă вăхăтĕнче эпĕ хаçат корреспонденчĕ пулса ĕçлеттĕм. Çавăнпа та час-часах пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çӳреме тиветчĕ. Фронт çулĕсем тăрăх çӳренĕ май, тĕрлĕ çынсемпе курнăçма тĕл килетчĕ.
Тăшмана Ригăран хирсе кăларнă кун манăн самолётпа Мускава каймалла пулчĕ. Вăрçăччен çирĕм тăватшар пассажир лартса çӳрекен сывлăш карапĕ халь фронт валли кирлĕ япаласем турттарса тăрать. Çавăнпа та ĕлĕкхи креслăсене пурне те самолёт ăшĕнчен кăларса пăрахнă. Халĕ унта автомашина та кĕрсе тăма пултарать, бензин тултарнă пысăк пичкесем лартмалăх та вырăн пур, патрон ещĕкĕсем те; апат-çимĕç миххисем те хума пулать. Самолёт аэродромран çĕкленнĕ самантра эпĕ экипаж кабинипе юнашар лартнă икĕ пичке çине шинеле сартăм та тăсăлса выртрăм. Юлашки икĕ талăк хушшинче çывăрма тĕл килмен пирки, Ригăран Мускава çитиччен кăштах тĕлĕрсе илес, терĕм. Мана кура самолётри ытти офицерсем те ăçта кирлĕ унта хутланса выртрĕç. Сывлăш çулĕ çине ӳкнĕ хăватлă карап моторĕсем вĕçĕмсĕр пĕр тикĕс кĕрлесе пыни мана хăвăртах çывратса ячĕ. Нумай çывăрнă-и, сахал-и — мана борттехник вăратрĕ:
— Сире командир чĕнет.
Эпĕ аяк пĕрчине ыраттарнă пичке çинчен сиксе тăтăм та, китель çухине тӳмелесе, экипаж ĕçлекен кабинăна кĕтĕм. Сулахайра штурман, сылтăмра — радист, малта, штурвал умĕнче, икĕ пилот лараççĕ. Вĕсенчен пĕри — пĕрремĕш пилот (урăхла ăна карап командирĕ, теççĕ), мана курсан аллинчи штурвалне иккĕмĕш пилота пачĕ те ура çине тăчĕ.
— Эпĕ сире чăрмантартăм пулас, ан ятлăр ĕнтĕ. Акă çакăн пирки вăратрăм, — терĕ вăл, радистпа юнашар ларакан ача çине кăтартса, — фронтовик пуласшăн, килĕнчен тарнă. Аэродромран виççĕмĕш хут ĕнтĕ ăсатса яратпăр, çул çинче ялан каялла тарса килет. Хальхинче эпĕ ăна сирĕн аллăра парасшăн.
— Ăçтисем пулатăн, ачам? — ыйтрăм эпĕ.
Ача яшт сиксе тăчĕ те хăй чăваш иккенне пĕлтерчĕ.
— О, ку ман земляк, — терĕм эпĕ капитана. — Юрĕ, Мускавран хам ăсатса ярăп.
— Пурĕпĕр киле таврăнмастăп, — чăрсăррăн каласа хучĕ ача.
Экипажа кансĕрлес мар тесе, çамрăк земляка эпĕ хам выртса килнĕ пичкесем патне чĕнсе тухрăм.
— Вырăсла та лайăх пĕлетĕн-çке эсĕ, ăçта вĕреннĕ? — ыйтрăм ачаран.
— Вырăсла лайăх пĕлмесен разведчик пулма çук, — терĕ ача. — Эпир Петĕрпе шкулта вĕреннĕ чух вырăс чĕлхипе яланах пятерка илеттĕмĕр. Занятирен тухсан та хамăр яла эвакуаципе килнĕ Смоленск ачипе çӳреттĕмĕр. Вăл пире вырăсла тĕрĕс калаçма вĕрентетчĕ. Разведкăра вырăсла уççăн калаçма пĕлмесен хамăрăннисемех нимĕç тесе шаккаса пăрахма пултараççĕ.
— Мĕн ятлă-ха эсĕ?
— Казик… Казик Михайлов.
— Миçе çулта?
— Вунпиллĕк çине пуснă, анчах мана ниçта та ĕненмеççĕ, пурте вуниккĕре, теççĕ.
— Вунтăваттăра чухне эп сан пек тарса çӳремен. Çемьене тăрантса усраттăм. Анне чирлĕччĕ, атте граждан вăрçинчеччĕ, — терĕм эпĕ, майĕпен Казике ятлама тытăнса. — Сан пек ачасем халь, тăшмана çĕнтерме пулăшас тесе, колхозра ĕçлеççĕ. Эс иртĕнсе çӳретĕн…
— Пĕлтĕр эпĕ хам та çĕр ĕçкунĕ ытла тунă, — кăмăлсăр пулчĕ Казик, — кăçал та, çураки вăхăтĕнче, плуг хыççăн çӳрерĕм.
— Халь мĕншĕн ĕçлеместĕн?
— Халь ман разведчик пулас килет.
— Разведчик пулма çулу çитеймен-ха сан.
— Эпĕ хам ирĕкпе…
— Разведчик пулма çамрăкрах-ха эс. Тылра ĕçле. Колхозра, е заводра эс фронтринчен ытларах усă кӳме пултаратăн. Фронтпа тыл хушшинче сĕтĕрĕнсе çӳрени — ĕçрен те, çапăçуран та тарса çӳрени пулать. Çынсем çĕрĕн-кунĕн ĕçлеççĕ, фронта пулăшаççĕ. Эсĕ пур, турист пек, пĕр çĕртен тепĕр çĕре ярăнса çӳретĕн. Килĕнте кам пур вара?
— Аттепе анне, тата аппа… Икĕ пичче фронтра, пĕри танкист, тепри — разведчик, Совет Союзĕн Геройĕ, — Казик куçĕсем сасартăк ялкăшса илчĕç.
— Аçупа аннӳ пирĕн ача ăçта çухалчĕ-ши, тесе, хуйхăрса пурăнаççĕ пуль?
— Вĕсем мана ФЗО шкулĕнче вĕренет, тесе шутлаççĕ.
— Апла эс ФЗО шкулĕнчен тухса тарнă?
— Шкула кĕмерĕм эп, станцирен тӳрех фронт енне каякан эшелонпа ерсе килтĕм.
— Э-э, ачам, эс чăнах дезертир иккен… Çĕршыв сана станок умне тăма чĕнет, а эсĕ…
Эпĕ хам шухăша вĕçлеме ĕлкĕреймерĕм, самолёт аслă аэродром тавра çаврăнса çĕрелле çывхарма тытăнчĕ.
— Çитрĕмĕр! — куна кабинăран тухнă борттехник каларĕ. — Ну, Казик, сывă пул, тек çынна култарса ан çӳре, — терĕ вăл, ача çине кăмăллăн пăхса.
Аэродромран Казике эпĕ хам ĕçленĕ çĕре, редакцине илсе кайрăм. Унта мана кĕтсех тăнă иккен. Манăн Латви тĕп хулине тăшманран тасатни çинчен корреспонденци çырса памалла. Çавăнпа эп Казике фотолабораторинче ĕçлекен юлташ патне ăсатса ятăм:
— Çак ача сăнне ӳкер-ха, — терĕм эпĕ ăна, — ыран ир валли хатĕр пултăр.
Редакцири ĕçрен пушаниччен вăхăт чылай иртрĕ, каç та пулчĕ. Фотолабораторинче хама кĕтекен пуррине асра тытса, эпĕ апат хатĕрлеме тытăнтăм. Походнăй сумкăра пĕр банка консервăпа çăкăр тата пĕр-икĕ катăк сахăр пурри питĕ вырăнлă пулчĕ. Вĕри чей буфетран кӳрсе пачĕç.
— Ну, ачам, апатланар та выртса çывăрар, ыран ман ирех фронта тухса каймалла, — тесе, консерва банкине Казик умнерех тĕртрĕм. Вăл, йывăр шухăша кайнăн, чылайччен чĕнмесĕр ларчĕ, апат та çимерĕ.
— Мĕншĕн çиместĕн?
— Çиес килмест.
— Суйма та пултаратăн иккен эс, сывлăшра тăватă сехет хушши пулнă хыççăн епле-ха вăл çиес килмест?
— Эсир ман сăна хаçат çине çапма ӳкерттертĕр-и? — хăюсăр сасăпа ыйтрĕ Казик. — Шупашкарти 11-мĕш номерлĕ ФЗО шкулĕнчен тарнă дезертир Казик Михайлов тесе çыратăр-и вара?
— Ку, ачам, хăвăнтан килет, — ĕнентерсе калама тытăнтăм эп ăна. — Ыран ирех Шупашкара тухса кайса, ФЗО шкулне вĕренме кĕрсен, айăпна каçарма та пулĕ, анчах каллех эшелонсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреме тытăнсан, хаçат çине çырмаллах пулать пулĕ…
— Эпĕ тек сĕтĕрĕнсе çӳреместĕп.
— Вăл санран килет, — астутартăм эпĕ.
Тепĕр кунне ман ирех фронта тухса каймалла пулчĕ. Çавăнпа эпĕ Казике вокзала та ăсатаймарăм. Вăл хăех Шупашкара çул тупатăп, тесе, мана ĕнентерчĕ.
Рига хыççăн пирĕн фронтри çапăçусем Мемель çывăхне сиксе ӳкрĕç, унтан Тильзит урлă Кенигсберг çулĕ çине тухмалла пулчĕ. Çак çĕнтерӳ çулĕпе утнă чух полевой почтăран килнĕ почтальон мана шыраса тупрĕ те çыру тыттарчĕ. Çырăвне Казик çырнă иккен. Вăл чăнах та ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ-мĕн, механик пулма тăрăшатăп, тет. Ку хыпар ман кăмăла кайрĕ. Казик патне çийĕнчех ответ çыртăм. Лайăх вĕренме сĕнтĕм, малашнехи ĕçсем çинчен пĕлтерсе тăма ыйтрăм. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çӳренĕ пирки ман фронтри адрессем час-часах улшăнса пычĕç. Казик ман патăма урăх те çырнă, те çырман — калама пултараймастăп.
Вăрçă хыççăн Германирен киле таврăннă чух ман пĕр вăрман варринче ларакан чăваш ялĕнче çĕр выртма тӳр килчĕ. Хваттере колхоз счетовочĕ патне кĕтĕм.
— Электростанцине ниепле ĕçе яраймастпăр-ха, краççин лампине çутнă май пăшăрханса илчĕ кил-хуçи, — тен, эсир, капитан юлташ, двигатель пирки тĕшмĕртетĕр?
— Мĕнле двигатель?
— Ара, вăрçă вăхăтĕнче эпир газогенератор установки лартнăччĕ те, виçĕ çул хушши пĕр чарăнмасăр ĕçлерĕ. Вуникĕ яла çутатса тăратчĕ. Кăçал юсамалла тесе сӳтсе тăкрĕç те ав, ниепле те ĕçе яраймаççĕ. Пĕтĕм пурăнăç чарăнса ларчĕ пек.
Часах эпир ял çумĕнчи электростанци çуртне çитсе куртăмăр. Двигатель тавра икĕ слесарь чупкаласа çӳреççĕ, ĕçлеме çутă пултăр тесе, мазутпа вараланă çĕтĕк таткисене çунтараççĕ, паяльнăй лампăпа двигателе ăшăтаççĕ. Кунтах хуларан чĕнтернĕ механик те тăрать — лутрарах кăна пысăк хырăмлă çын, кĕрхи çанталăк ăшă пулин те, туллатнă кĕрĕк тăхăнса янă хăй. Пирĕн хыçран колхоз председателĕ те пырса кĕчĕ:
— Эсир механик мар-и? — ыйтрĕ вăл манран.
Эпĕ газогенератор установки ĕçлеттерекен двигатĕле пĕлсех кайманни çинчен каласа патăм.
— Халиччен чип-чипер ĕçленĕскере, мĕн хăямачĕ пулчĕ-ха, — тарăхса илчĕ председатель. — Виççĕмĕш механик ĕçлет ĕнтĕ. Ним усси те çук. Двигатĕле пĕри те ĕçе яраймарĕ.
Тулта автомобиль сасси илтĕнсе кайрĕ.
— Кам килчĕ-ши?
Двигатель залне икĕ çын кĕчĕç. Вĕсенчен пĕри райком секретарĕ пулчĕ, тепри — лётчик пек реглан тăхăннă çап-çамрăк çын.
— Ну, мĕнле, ĕç тухать-и? — механик çине тинкерсе пăхрĕ секретарь.
— Машина вăл, çын пекех, — сăмаха юптарма тытăнчĕ механик, — чĕре чирĕпе чирленĕ çынна чĕртме йывăр.
— Мĕнле шухăшлатăр, ĕçе яма пулать-и, çук-и?
— Тĕрĕссипе каласан, двигатель ĕмĕрĕ иртнĕ ĕнтĕ, — татса каларĕ механик, — эпĕ газогенератор тĕлĕшпе чылайранпа ĕçлетĕп, анчах ку ĕçлессе шансах каймастăп. Хăвăр пĕлетĕр, эпĕ кунта килни пĕр эрне çитрĕ, мĕн кăна туса пăхмарăмăр пулĕ, — ĕçлемест.
Райком секретарĕ хăй ертсе килнĕ регланлă çамрăк çине çаврăнса пăхрĕ:
— Ну, йĕкĕт, эсир мĕнле шухăшлатăр?
Йĕкĕт стена çумĕнчи верстак çинчен пĕр ывăç чӳпĕк илчĕ те тимĕр патак вĕçне чĕркесе ун çине бензин сапрĕ, унтан кĕсъинчен çап-çутă зажигалка кăларса ăна чĕртсе ячĕ. Ялкăшса çунакан факела тытса вăл ерипен двигатель тавра çаврăнчĕ.
— Тĕрĕс, ку пирĕн завод кăларнă машина. Халĕ миçе сехет-ши?
Эпĕ алăри сехет çине пăхса илтĕм.
— Çиччĕ те вунă минут.
— Вунă сехет тĕлне двигатель ĕçлеме тытăнать! — терĕ те йĕкĕт, регланне хывса, хăй патне слесарьсене чĕнсе илчĕ.
Çакна илтсен, механик ун-кун пăхкалама пуçларĕ, райком секретарĕ умĕнче тилĕ пек йăпăлтатса илчĕ, ăшă кĕрĕкне хывса пăрахса, çаннине тавăрма тытăнчĕ, пикенсех ĕçлеме хатĕр иккенне кăтартма тăрăшрĕ:
— Ну, мĕн пулсан пулать, тепре хăтланса пăхар-ха, — тесе хучĕ вăл.
— Тухăр кунтан, ан кансĕрлĕр! — сасартăк сассине хăпартрĕ йĕкĕт.
Мăнтăр механик рак пек хĕрелсе кайрĕ, хăй кам иккенне астутарса, йĕкĕте хăратса тăкма пăхрĕ. Анчах райком секретарĕ ăна çийĕнчех пӳлчĕ:
— Кансĕрлес мар ăна, ĕçлетĕр, — тесе, вăл пире электростанцинчен ертсе тухрĕ.
Тепĕр икĕ сехетрен, чăнах та, кĕрхи лăпкă каçа электростанцири двигатель сасси янтратса ячĕ.
Эпир тӳрех çамрăк ăста патне тухса утрăмăр.
— Двигатель кожухне кутăн тăхăнтартнă та хăйсем, ĕçлемест, теççĕ, — мазутпа вараланнă аллисене краççинпа çуса тасатнă май, йĕкĕт уйрăмах ман çине тинкерсе пăхрĕ. — Эпĕ сире паллатăп, — терĕ вăл.
Эпĕ хам ăшра «кам пулчĕ-ха ку?» тесе тĕлĕнсе тăратăп.
— Ара, Казик вĕт эпĕ, астăватăр-и, ФЗО шкулĕнчен тарса фронта пынăччĕ. Ун чухне эсир мана ятласа каялла ăсатрăр. Пите тĕрĕс тунă. Ун чухне ăса кĕртмен пулсан, тен, эпĕ халиччен те нимĕн тума пĕлмен услап пулса юлнă пулăттăм. Пит тĕрĕс тунă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...