Сайт пирки
Эсир чăвашла хайлавсем вырнаçтарнă электронлă вулавăша лекнĕ. Ку сайта хайлавсемпе паллашассине çăмăллатма хатĕрленĕ:
■ хайлавсене жанрсем тăрăх уйăрнă;
■ çыравçăн ĕçĕсене курма пулать;
■ вăрăм хайлавсене страницăсем çине пайланă;
■ темиçе пайран тăракан хайлава та вулама çăмăл — пайсем çине уйăрнă.
Çавăн пекех çитес вăхăтра çак çăмăллăхсене хатĕрлеме палăртнă:
■ хайлава уçласа илессине çăмăллатма — пĕр каçă урлă;
■ PDF версисене хатĕрлесси;
■ цитатăсен уйрăмне тăвасси (вырнаçтарнă хайлавсенчен илнисем).
Асăрхаттарни
Чылай хайлава сканерласа вырнаçтарнă. Çавăнпа та вĕсенче йăнăшсем тĕл пулма пултараççĕ. Вĕсене пире кăтартсан — эпир сире тав сăмахĕ каланă пулăттăмар! :)
Ку сайтра вырнаçтарнă кашни хайлава паллашма çеç вырнаçтарнă. Вĕсене тĕрлĕ çăлкуçсенчен илнĕ. Хайлавсене вырнаçтарса эпир тупăш илме, çыравçăсене сиен кӳме шутламастпăр. Енчен те хăш-пĕр хайлав сайтра вырнаçни килĕшмест пулсан — пире çыру ярăр — эпир ăна кăларса пăрахатпăр.
Пулăшу
Енчен те сирĕн çак вулавăшра çук хайлав пур пулсан эсир ăна пире ярса пама пултаратăр. Ăна çак адреспа ярăр: p-code@mail.ru. Автор килĕшĕвне (ăна алă пусса çирĕплетме пултаратпăр) кунта тупма пулать.
Кĕнекесенчи текста сканерласа палласа илмешкĕн FineReader программăпа е ун йышшипе усă курма сĕнетпĕр. Программăпа епле ĕçлемеллине кунта ăнлантарса панă:
Тав сăмахĕсем
Сайта хатĕрлекенсем Геннадий Дегтярёва (терминсемпе пулăшнăшăн), Владимир Андреева (текстсемпе, ытти енчен пулăшнăшăн), Олеся Панкратовăна (текстсемпе пулăшнăшăн), Еремеевсен çемьине (текстсемпе пулăшнăшăн), Татьяна Цыркуновăна (текстсемпе пулăшнăшăн), Олеся Юматовăна (текстсемпе пулăшнăшăн), Александр Васильева (текстсемпе пулăшнăшăн), Владимир Петрова (текстсемпе пулăшнăшăн) пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...