
Мария Ухсай — чăваш çыравçи, драматургĕ. 1908 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă. 1969 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ.
Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, Шупашкарти педагогика техникумĕнче тата педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Канашри тата Чĕмпĕр педагогика техникумсенче ĕçленĕ. 1940 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Чăвашобллитра, Главреперткомра вăй хунă.
Çыравçăн малтанхи калавĕсем: «Хăйă çути» (1947), «Типĕ çыран хĕрринче» (1948). Паллăрах кĕнекисем: «Калавсем» (1948), «Кăра çилсем» (3 кĕнекеллĕ роман, 1956, 1957, 1962), «Драмăсем» (1961), «Комедисем» (1965). Унăн хайлавĕсем вырăсла та тухнă.
Литературăра çитĕнӳсем тунăшĕн ăна Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе (1960) чысланă, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1968) ятне панă.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Each round of JetX begins with the plane...
Ever thought how chuvash...
Boost your website traffic with our AI-p...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...