Пĕр пĕлĕшсем...
Вĕсемпе атте-анне çыхăну тытнă та, пирĕн те манмалла мар: кашни уяврах ĕçме-çиме чĕнетпĕр. Арăмĕ стакан тăррине кăна татса парать пулсан, упăшки икĕ çыншăн та ĕçет, лӳп çеç утса кайичченех сӳсленет. Ытти хăнасемпе пĕрле арăмĕ те юрлать, ташлать, упăшки кĕвĕ çеммипе ĕнĕрлесе ларать, хăй картне лартать, ун патне кăна хутлатăн. Тепре тула тухса пуç пурни пек «чикарккă» çавăрса мăкăрлантарать. «Картне лартсан», чи малтан тухса каяççĕ. Кашни çыннăнах çитменлĕх пур. Вăл паллă. Хама та час-часах тиркетĕп эпĕ: çапласкер те, капласкер текелетĕп: пур чухне те тивĕçлĕ пек тытма пĕлейместĕп, ухмахла тӳрĕ сăмахăмпа çынна кӳрентеретĕп. Çӳре итлесе, тăнла çынсем калаçнине, çавăнпа сана икĕ хăлха туса панă, чĕлхӳ пĕрре кăна. Кăшт хĕрсен, чĕлхем те йӳпленет пулас, салтăнать, сӳтĕлет...
Манăн пĕлĕшсем пăрçа пек хытă çынсем, арăмĕ упăшкинчен çĕр хут та ирттерет.
Вĕсем те хăнана чĕнеççĕ. Вĕреннĕ чухне, канма ярсан, кайкалаттăмăр, халь ĕçлеме тытăнсан, вăхăчĕ хĕсĕк, тепре чухне çурçĕрте çеç таврăнатăн та, ыран ирех ĕçе тухса утмалла. Тата чун туртсах каймастăн вĕсем патне.
Кăçалхи май уявĕнче канмалли кунсем виççĕн тан килчĕç. Пĕр кунĕ ĕçре иртрĕ те, канмалли тата икĕ кун. Пире пĕлĕшсем хăнана пырса чĕнчĕç. Тăтăшах кутăнлашни те ырă мар: кăнтăрла иртсенех каймалла. Лайăх-ха ку, кун çутипе киле таврăнăпăр. Çулĕ типсех çитмен, пӳрт умĕнчи пахчасем çумĕпе утмалла.
Хăнисем чылай пухăннă, сăра ĕçеççĕ.
Эпир пырсассăнах, хуçи эрех пуçларĕ, хăй ĕçрĕ, арăмне сĕнчĕ, унтан, хĕвеле май, черечĕпе ячĕ. Арăмпа иксĕмĕр те, черккине тытса патăмăр, черете малалла ăсатрăмăр. Арăмĕ, çулланнă пулин те, чиперлĕхне çухатманскер, сăра ĕçтерет. Хуçисен пĕртен-пĕр стакан тăрса юлнă, тейĕн çав. Эпир кашнин умнех лартса паратпăр, ĕçнĕ пеккине тултарсах тăратпăр. Вырăслантăмăр пулас. Тен, чăвашла йăлах лайăх? Сахал ĕçетĕн, нумай хушă çынсемпе калаçса ларатăн, ӳсĕрĕлсе мар, урăлсах пыратăн. Калаçмалли пĕр-пĕр юлташ тупăнсан, тула тухса ларатăн... Тулта ăшă, хĕвел пăхать, çурхи шывсемпе исленсе кайнă çĕр хăвăрт типет. Кĕçех тавра симĕсленсе каять, урамран картишнелле кармашнă йăмра турачĕ папкине кăларма хăтланать.
Ларсан-ларсан, тепрер черкке те таврăнчĕ.
— Ĕç, — кăлт тĕкет мана арăм.
Шарламастăп. Хальхинче çур черкке пек пушатса лартатăп. Хăюллансах пыратăп пулас.
— Тухса пирус мăкăрлантарар пуль, — тет мана çумри тантăш.
Çыртас кăмăлăм çуралнăччĕ: сĕтел çинче улма икерчĕ, çăкăр пур. Йывăç суллапа тăвар ларать. Вăрçă вăхăчĕ пулсассăн, пуян сĕтел темелле, халь вăрçă чарăнни те ыран-паян тенĕ пек вунă çул тултарать, çав уява кĕтсе илме тăрăшсах хатĕрленетпĕр... Хуçисем иккĕшĕ те ĕçлеççĕ, икĕ аслă ывăлĕ хулара, вăрçă хыççăн çуралнисем — чупкăнра.
Шăкăл-шăкăл калаçса лараттăмăр тантăшпа, халь пӳрте те кĕрес килмест. Çуркунне-çке, ял халăхне анкартисене хăвалать.
Сасартăк пӳртрен пĕр çамрăк мăшăр сиксе тухрĕ, «Пирĕн пекех уçăласшăн (пӳртре чăнах та пăчă, икерчĕ пĕçерме кăмака хутнă) пулĕ», — шухăшларăм ăшра. «Кĕрер, çамрăксем тӳсӳсĕр, тен, выльăх витине каясшăн», — пăшăлтатать хăлхаран юлташ.
— Эпир кайрăмăр, — терĕ упăшки.
— Ăçта?
— Киле ĕнтĕ, киле. Кунта мăшкăл тӳсни çеç. Халь хуçисем ятлаçса кайрĕç, — тавăрчĕ арăмĕ. — Кашнинчех çапла. Хыт-кукарсем! Текех кунта ура ярса пусассăм çук. Хамăр та чĕнместпĕр. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, — ятлаçнă-харкашнă пек сассине хăпартрĕ çамрăк хĕрарăм.
Анонимла (2023-03-08 07:08:57):
Кунта реклама кĕрсе кайнă, укçа туса илме астарать. Пур çĕре те сĕкĕнеççĕ. кунĕн -çĕрĕн телефонпа астараççĕ. Ухмаххисем ĕненсе лартса нуша кураççĕ
Admin (2023-03-12 19:08:40):
Вĕсем вăхăтлăха кăна. Хурататпăр.
Beth Macintyre (2024-09-28 09:10:33):
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse now and reach thousands.
Our affordable ad packages are going fast.
Take a look here: https://rhodiumverse.com/advertise/.
I will be happy to get you started fast.
You can reach me directly here - support@rhodiumverse.com
If you'd prefer not to receive future messages, please let us know by replying to this message with "Opt Out"
chuvash.org
Gertrude Machado (2024-10-21 00:07:46):
hello,
Here’s something great:
https://i.viz.world/0x0/https://ampforwp.appspot.com/?api=https://33poker.net
To your success,
Gertrude
Trista Lemmone (2024-11-06 08:38:21):
Hi,
This is worth checking out:
https://bogazicitente.com/86c9k
To your peace,
Trista
RomanSEOman (2024-12-09 11:10:20):
If you're reading this, it means your competitors are already leveraging a new approach to accelerate their business growth. Don’t let them get ahead – discover what’s driving this trend and how it can impact your success!
https://trendhub.tv/seo-marketing/