Сăпка юрри


Атнере

Сĕм вăрманĕ каш та каш,

Сулхăн çилĕ ваш та ваш,

Эс ан çуйăх, ан çухраш,

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Урупа ан тапкалаш,

Аллупа ан çапкалаш,

Аннӳпе эс ан тавлаш,

Çывăр, Аптраман тавраш!

Ашă çумăр чаш та чаш,

Ӳс, калчам, çĕклен эс яш,

Çӳлерен çӳле кармаш.

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Юлташпа эс пул юлташ,

Усалпа эс ан паллаш.

Тăшманпа ан пул йăваш,

Çывăр, Аптраман тавраш!

Вырăспа та тăванлаш,

Тутарпа та эс туслаш,

Пурте — пирĕн хурăнташ,

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Малалла утсан — малаш,

Каялла юлсан - каяш,

Чăн çултан эс ан аташ.

Çывăр, Аптраман тавраш!

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


chuvash (2009-03-14 15:08:32):

Питĕ килĕшрĕ! Сăвăна mp3 форматра ăçта тупма пулать-ши?

 

Иван (2010-09-16 18:46:59):

Прекрасные стихи.По-чаще бы так.Я первый раз нашел этот сайт.Спасибо

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ЛАГвет (2012-11-27 00:58:35):

Ырă кун пултăр. Çакă сăвăсенчен кĕвĕленĕ юррисене ăçта тупма пулать-ши?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ

 

влад маскай (2018-04-13 02:17:31):

Чăн-чăн педагогика кĕтесĕ çав ĕнтĕ! Пур енчен те пурнăçа уçса панă Петр Петрович. Ачасене те чунтан юратать, Аттепе Аннен ĕсне те чухласа йĕркене кĕртет. Мен чухлĕ анлă унăн тавракурăмĕ! Ăстаран Ăста хисеплĕ Чăваш Халăх поэтчĕ! Форма енчен те лайăх, сăвă хăех юрланса пырать пек ăшра.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: