Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

 

Кĕнекесем

Ылханлă хура çĕмĕртЙĕрсем çухалмаççĕЙĕрсемĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томÇамрăк ĕмĕтКĕтмен венчетÇил-тăвăл

Матĕрне инке


Яланхи пекех, Матĕрне инке паян питĕ ир вăранчĕ. Тул та çутăлманччĕ-ха, кăштах кăвак çутă çапма пуçланăччĕ çеç. Халех тăрсан нимех те тăвас çуккипе, вăл тепĕр ыйхă çывăрса илме шутларĕ, чылайччен куçĕсене хупса выртрĕ, анчах тек çывăрасси пулмарĕ — ыйхи ярах уçăлса кайрĕ.

Унăн пуçне шухăш хыççăн шухăш пырса кĕре пуçларĕ. Ĕнер ял çыннисем васкасах авăн çапса пĕтерчĕç. Халăхпа пĕрле вăл та хĕвел анса тĕттĕм пуличчен йĕтем çинче ыттисемпе танах ĕçлерĕ. Паян акă унăн ик-виçĕ çамрăкпа пĕрле Шупашкара колхозăн пахча çимĕçĕсене сутма каймалла. Бригадир çапла хушрĕ.

— Кил пăхма каллех Крахвине кинемее чĕнес пулать, — шухăшларĕ Матĕрне инке. — Ерçсен килĕшекенччĕ…

Крахвине кинемей — çитмĕлелле çитнĕ, шур мамăк пек çӳç-пуçлă, хăй самаях çирĕп, вашават карчăк. Ватă пулсан та, килте ларасшăн мар, колхозра хăй валли яланах ĕç тупать, ĕçре çамрăксене вĕрентет, унта-кунта йĕркесĕрлĕх курсан — чăтма пултараймасть, ятлать, вăрçать. Вăл çеç те мар-ха: Крахвине кинемей ялти пер пухуран та юлмасть. Хăлхи витĕрех илтмен пирки чи мала пырса ларать те вара, çынсем мĕн калаçнине пĕр сиктермесĕр итлет, тепĕр чух хăй те тăрса сăмах калать. Пĕр кивĕ йăла кăна пур унăн: тĕлĕксене питĕ ĕненет те, вĕсем çинчен каласа пама юратать. Анчах ку нимех те мар. Уншăн Крахвинен кăмăлĕ ытармалла мар лайăх… Çавăнпах Матĕрнепе Крахвине, ырă пускилсем пулса, питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ, кирлĕ чухне пĕр-пĕрне ялан пулăшаççĕ.

Малалла

«Эп савăнатăп — эсĕ савăнсан…»


Эп савăнатăп — эсĕ савăнсан,

Куçран пăхса ачашшăн йăл кулсан,

Чуну кансассăн, кăмăлу тулсан,

Хăвна тулли телейлĕ эс туйсан.

Сана ялан çапла курасчĕ ман.

Ун чух салху пулмастăп эп нихçан.

«Кун сĕре илемлĕ…»


Кун сĕре илемлĕ,

Юмахла хитре!

Эп ытла телейлĕ,

Ирĕлет чĕре:

Эсĕ — манпала,

Эпĕ — санпала.

«Эпир тĕл пулнă ăнсăртран…»


Эпир тĕл пулнă ăнсăртран,

Туслашнă хытă савнăран,

Паян калатăп: эсĕ — ман.

Пĕл эс те ĕнтĕ: эпĕ — сан.

Çунатăма ан хуç


Шур акăш пек, хăпартланса

Мăшăр çунат сарас!

Çăлкуç умне анса ларса

Çак юррăма юрлас!

 

Хĕвел хĕртсе шăраннă чух

Ан типтĕрех çăлкуç!

Чĕрем вĕçме пикеннĕ чух

Çунатăма ан хуç!

 

Чĕр кĕмĕл пек çăлкуç шывне

Санпа пĕрле ĕçес!

Юратупа телей çулне

Санпа пĕрле иртес!

 

Эпир утас сукмак çине

Ан вырттăрах тусан!

Юратакан чĕресене

Ан тивтĕрех суран!

Çичă ют сăмахĕ


Çичĕ хурăн хушшинчех-çке

Аташма пулать.

Çичĕ ют сăмахĕпех-çке

Сивĕнме пулать.

 

Юрату тени ачаш-çке,

Вăрттăна савать.

Ирĕке тухсан ăна-çке

Çичĕ ют сăнать.

 

Кăвак çеçпĕл тăм тивсессĕн

Шуралса хăрать.

Çамрăк чун сăмах илтсессĕн

Юратма хăрать.

 

Çичĕ ют сăмахĕ вирлĕ!

Чул пекех çапать.

— Кам пĕлет, ăна мĕн кирлĕ,

Ма çапла тăвать...

 

Çичĕ хурăн хушшинчен-çке

Тухайма пĕлер!

Юрату хĕлхем чĕртсессĕн

Упрама пĕлер!

 

Çичĕ ют сăмахĕ тивмĕ

Пĕр-пĕрне шансан.

Юрату хĕлхемĕ сӳнмĕ

Чĕререн савсан!

Çын пуласси


Валера пиччĕшĕ шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ те Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университета вĕренме кĕчĕ. Пулас геолог спортра та пысăк çитĕнӳсем турĕ: тĕрлĕ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăнсем йышăнчĕ, Хусанти спартакиадăра тĕнчери чи вăйлă спортсмен ятне илчĕ.

Валера та, пиччĕшĕ пекех, шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Физикăпа математикăна юратнисĕр пуçне шахматла выляма ăста. Волейбол секцине çӳрет.

Ахальтен мар халăхра ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет теççĕ.

«Савăнатăп çавă куншăн…»


Савăнатăп çавă куншăн,

Иккĕн утнă савăк çулшăн,

Илемӳшĕн, ыр чунушăн,

Шанăç кӳнĕ калаçушăн...

 

Савăнатăп эс пурришĕн,

Тунсăхлатăп эс инçишĕн.

«Килетĕн — Савăнăç кӳретĕн…»


Килетĕн —

Савăнăç кӳретĕн,

Каятăн —

Тунсăха ӳкетĕп.

Пĕччен юлас килмест пĕрре те,

Пĕрмай, пĕрмай сана кĕтетĕп.

«Усала ку е ырра…»


Усала ку е ырра —

Кам ăнланĕ, кам пĕлет —

Куç ялан сана шырать,

Чун ялан сана кĕтет.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 ... 745