Сунчăк


Сунчăк


Тĕксĕм, çăмăрлă кĕр. Николай Иванăч аптраса çитнĕ паян. Тавар илме пыракансем пурте сунчăк сутма ыйтаççĕ.

Колхозниксем пуян пурнăçа куçрĕç те сунчăк илесшĕн ĕнтĕ, — шутлать Николай Иванăч. — Çанталăкĕ те йĕпе сăмсалăланса карĕ, çапах та хальхи пек сунчăк нумай кайнă кунсем пулманччĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку?

Тавар илекенни кĕрет.

— Сунчăксем пур-и сан, Николай Иванăч? Тăваттă кирлĕччĕ.

— Тăваттăпа мĕн тăван? Мĕн чухлĕ илмерĕç пуль паян, пурĕште пĕрер штук, е пĕрер мăшăр ыйтаççĕ, тăваттă труках илекенни пулмарĕ.

— Мĕн тăвăн ĕнтĕ, — тенĕ тавар илекенни. — Ачи ман тăваттă-çке. Учитель сунчăксăр çӳреме хушман.

— Ачасем шкула çӳренĕ чухне йĕпенсе пăсăласран хăрать эппин, вăл.

— Унпах та мар пулĕ тетĕп. Шкулта, вĕрентнĕ вăхăтра, сунчăк кирлĕ теççĕ.

— Мĕн тума кирлĕ вара вĕрентнĕ вăхăтра сунчăк?

— Эпĕ пĕлетĕп-и, ачасем сунчăксăр пынă та каялла янă.

— Тĕлĕнмелле, — тенĕ Николай Иванăч пынă çынна тăват сунчăк тыттарса, — илсе кай та, анчах ыттисем валли юлмарĕ. Урăх çук. Çулталăк тăршшинче те паянхи пек сунчăк сутман.

Татах тавар илме тепĕр çын кĕрет.

Малалла