Ленин ялта


Çунат çапать те шăнкăрч, çуркунне

Илем кӳрет кермен пек çурт умне.

 

Çĕр типшĕнет, курăк тухать шăтса,

Тусан пĕрчисене хуллен йăтса.

 

Хĕвел шевли кĕрет чӳречерен:

Кантăк çинче чупса çӳре-çӳре

 

Вăл ывăнмасть, паян мĕн иртенпех —

Çиçет, вылять çурхи кун чунĕ пек.

 

Урам тулли хавас ача-пăча

Ынатланса çӳрет, канмасть пачах.

 

Каç пулттипе вара юри, ятне

Пĕр шур сухал тухать вĕсем патне.

 

Ача-пăча шавланă вăхăтра

Туйи çине вал таянса тăрать.

 

Пĕрмек питне витет йăваш кулли…

Савнăç урам тулли, чĕре тулли!

 

Ак асăрхаççĕ ачасем ăна:

«Мучи, пулсамăр пирĕн ыр хăна?

 

Хапха умне, тенкел çине, ларсамăр,

Халап-юмах пире ярса парсамăр?»

 

Пĕрре куç хупса илнĕ самантра

Ача-пăча тулать мучи тавра.

 

Леш шăлчĕ меллĕн шурă сухалне,

Вара пуçларĕ лăпкă сăмахне:

 

«Ку юмах мар, ачсемĕр, тупата,

Паян эп куртăм Ленина ялта.

 

Пыратчĕ вăл урампала утса,

Манпа калаçрĕ ăшшăн ал тытса».

 

Пĕр ĕненмесĕр те пĕр ĕненсе,

Ача-пăча ларать халь телĕнсе:

 

«Ильич сире те тăчĕ сăнаса,

Ача пек ăшшăн, кăмăллăн кулса.

 

Унтан васкарĕ анлă уй-хире,

Мотор кĕрлевĕ илтĕннĕ çĕре.

 

Тĕттĕмленсен яла вăл таврăнать...»

Çак самантра сасартăк таврана

 

Ялкăштарать мĕн ял вĕçне çити

Йăл-йăлтăр электричествă çути.

 

Мучи кăнтарчĕ аллине хуллен

Тăван колхозăн сачĕ еннелле.

 

Чăнах та, ăна хирĕç аслă Ленин

Утать. Хăй сылтăм аллине çĕкленĕ.

 

Шыв сыпнă пек тăраççĕ ачасем,

Вутпа çунаççĕ чакар куçĕсем.

 

Мучи вара пуплерĕ малалла:

«Паян вăл чăмăртарĕ ман алла...

 

Сире те вăл телей сунать ачашшăн

Хĕпĕртесе кашни маттур ачашăн.

 

Тăван çĕршыв мĕн пур кĕтессинче,

Кашнин кил çуртĕнче те ĕçĕнче

 

Эпир куратпăр аслă Ленина,

Малтан мала чĕнет вăл яланах.

 

Паян та, сар хĕвеллĕ çуркунне,

Ильич итлерĕ шăнкăрч юррине.

 

Тин шăтнă симĕс курăк çийĕпе

Вăл иртрĕ çăмăллăн утса ирпе...»

 

Итлеççĕ ачасем, чунтан итлеççĕ,

Мучин ыр кăмăлне туйса илеççĕ.

 

Унтан чупаççĕ савнă ял садне

Тăван çул пуçăн палăкĕ патне.

 

Мучи пит-куçĕ çуталать телейлĕн,

Халь тепĕр хут вăл çамрăкланнă, тейĕн!

 

...Чĕрешĕн хаклă ытарми çынна

Умран ямастăн нихăçан чăнах.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: