Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Хаваслă калавсем ыйтакан пике-майрана.
Ырă пикеçĕм, сирĕн çырăвăра вуланă май, манăн чунăм пăшăрхана пуçларĕ. Калавăмсем кăштах салхуллăшăн эпĕ хама хам ӳпкелерĕм, вара паян сире мĕнле те пулин çăмăл шухăшлă, хаваслă калав сĕнме шут тытрăм.
Пĕр шутласан, мĕншĕн хурланас-ха манăн? Эпĕ тĕтреллĕ Парижран инçетре, хĕвеллĕ сăрт çамкинче, иçĕм çырли эрехĕпе тамбуринсен çĕршывĕнче, пурăнатăп. Ман таврара хĕвел те музыка кăна: пĕчĕк кайăксемпе кăсăясем юрра шăрантараççĕ; ирхине шыв чăххисем кăрăлтатаççĕ, кăнтăрла тĕлĕнче — тĕрлĕ шăрчăк чăрăлтатать; унтан кĕтӳçсем шăхличĕ калаççĕ, кĕре ӳтлĕ чипер хĕрсем иçĕм çырли пахчисенче янăравлăн ахăлтатса кулаççĕ... Кунта салхуллă калавсем вырăнлă та мар, çавăнпа манăн пике-майрасем патне илĕртӳллĕ поэмăсемпе юрату калавĕсем çĕклемĕ-çĕклемĕпе ярса парасчĕ.
Анчах та çук çав! Эпĕ Парижран ытла инçетрех мар пурăнатăп иккен-ха. Кун иртмессерен унти йывăр хыпарсем кунта, манăн хырсем патне, вĕçсе çитеççĕ... Акă халĕ те, çак йĕркесене çырнă вăхăтра, эпĕ телейсĕр Шарль Барбара писатель вилнине пĕлтĕм те, мана хурлăх пусса илчĕ.
Малалла
Тен, чăнах та, Улăп тӳсеймесĕр
Таврана сапайре вут-кăвар?
Тен, туя ларма пĕркентĕн эсĕ
Çĕн пĕркенчĕк кĕçĕр, Шупашкар?
Пикесем куç хĕвнĕ пек пăхаççĕ
Тӳперен, ав, кĕвĕç çăлтăрсем.
Çăлтăртан та çутăрах çунаççĕ
Хула çийĕн Ленин çутисем.
Мăшăррăн яш-кĕрĕмсем çӳреççĕ
Илĕртӳллĕ Атăл хĕрринче.
Ĕмĕтсем чĕрисенче çиçеççĕ —
Пуласси çинчен, кун-çул çинчен.
Каç пулса çитсен те, кăнтăрла та,
Эртелпе-и е пĕччен утса
Тăранаймăн. Эс хитре ытла та,
Сан çинчен юрлатпăр янратса.
Пĕрмĕш çичĕçуллăх стройка шавĕ
Чарăнма пĕлмест каç-ирсерен.
Хĕрĕхри республика мухтавĕ
Юмахри пек ӳстĕр кунсерен!
Миçе çул курман, çапах чĕнместĕн,
Тыт алла, савниçĕм, чăмăрта.
Кайăк пек вĕçсе килейрĕн эс те
Ман пата тăван Шупашкартан.
Мĕншĕн эс куçна хĕссе пăхатăн
Улшăнайнă кĕлеткем çине?
Чĕрнене çуркунне таттартăм
Карнă чух палатка тăррине.
Алсене эп плугпала кастартăм
Хытхураллă çереме уçса.
Халь çунмаççĕ вут ăшне хурсан та,
Сивĕре те кирлĕ мар алса.
Кур, ак, питĕме епле çунтартăм
Тырпула вутран хăтарнă чух.
Халь эс хатĕр пӳлĕмре тăратăн.
Ун чухне çуртсем лармастчĕç, çук!
Ну, çитет, атя хире тухатпăр.
Улăштар чечеклĕ кĕпӳне.
Тахçанах сана кĕтет ман трактор,
Кăтартасшăн хĕрлĕ ялавне.
Ĕненместĕп! Çук, эп ĕненместĕп
«Ивантаев вилнĕ» тенине!
Тем тесен те, Петр Ивантаев
Пушатса кайман çак тĕнчене!
Виçĕмкун кăна унпа калаçрăм...
Сывă марччĕ чăн та тусăм ман.
Анчах пурччĕ, пурччĕ Çутă Шанчăк!
Сăлтав пурччĕ ыррине шанма!
Еплерех вăл Пурнăçа саватчĕ!
Еплерех саватчĕ çынсене!
Никама та вăл усал сунмастчĕ,
Ĕçшĕн шеллеместчĕ пач хăйне.
Тулнă хурлăхпа Чутай та Елчĕк...
Çеçпĕл ялĕ тулнă хурлăхпа.
Тата тепĕр Улăп куçне хупрĕ.
Эп — сывпуллашатăп юлташпа...
Вăл нимле ĕçрен те хăрамастчĕ,
Хăрамастчĕ вăл яваплăхран...
Пуррине эпир пит хакламастапăр,
Хаклама пуçлатпăр çухатсан...
Ырă Ят та Таса Чун — пуянлăх.
Мулпа влаç вăл — вак-тĕвек кăна.
Халăх асĕнче юлатăн эсĕ,
Ивантаев! Эп шанап çакна!
18.09.2020
03 сехет те 53 минут
Ытла та кăмăллă каç...
Çурла евĕр уйăхлă тӳпе.
Пах-ха ав —
Епле çутă тăкаç
Пĕлĕтри çăлтăрсем кĕтӳпе.
Çăлтăрсен айĕнче тепĕр çутă
Тӳпепе тытăнчĕ ăмăртма.
Ку колхозăн...
Ăна хамăр тунă —
Хамăрăн пӳртсене çутатма.
Каç пулнă пулманах эпĕ тухрăм
Çĕнĕ çăлтăрсемпе урама,
Чĕрери кăмăлпа сăмах пухрăм
Çак каçа юратса юрлама.
Кăçалхи Май уявне ирттернĕ хыççăнах, ман издательство ĕçĕпе Урал еннелле тухса кайма тиврĕ. Майăн пĕрремĕшĕнче çанталăк питĕ аван пулчĕ. Урамсенче май костюмĕ тăхăннă çынсем те чылаях курăнкаларĕç. Анчах майăн виççĕмĕшĕнче çанталăк пăсăла пуçларĕ те, эпир Свердловск патнелле çывхарса пынă çĕре çĕршыв лапкам-лапкам çунă çĕнĕ юрпа витĕнсе ларчĕ.
Çанталăк сивĕтрĕ.
Манпа пĕрле пĕр купере ларса пыракан çынсем: пери — Мускавран, студент, практикăна Урала каять, тепри — чукун çул çинче ĕçлекенскер, Курскран Тоболе, киле, отпуска таврăнать, виççĕмĕшĕ — Украинăри парфюмери фабрикĕн снабженецĕ, еврей, Урал таврашнелле фабрика валли темĕн илме каять. Эпĕ вĕсемпе часах çывăххăн паллашрăм.
— Ак япала, эпĕ, лайăх çанталăка шанса, çара пуçăн, пир костюм вĕççĕн тата туфлипе çеç тухрăм, — терĕ студент, канăçсăррăн чӳречерен пăхса.
Эпир пурсăмăр та чӳречерен пăхрăмăр — лапсăркка чăрăшсем хĕллехи пек юр айне пулса ларнă.
— Эсĕр вăрăм çула тухса курман пулмалла, — терĕ хайхи студента чукун çул çинче ĕçлекенни.
— Çук, эпĕ çула час-часах тухса çӳретĕп, анчах виçĕмкун çеç çанталăкĕ питĕ лайăхчĕ-çке-ха!
Малалла
Кулюк кукăль пĕçерет,
Сантăр çисе пĕтерет.
Кулюк турăх кĕверет,
Сантăр ĕçсе пĕтерет.
Çимĕп, çимĕп теекен —
Çичĕ кукăль çиекен,
Çич кăвакал вăртакан,
Пичке шерпет ĕçекен.
Пурпĕрех ав тăранман:
— Парăр, — тет, — тата шăрттан!
Сантăр, Сантăр, Сантăркка —
Утаймасть те мăнтăркка.
Уçăп хăйма юратать,
Умĕ тăрăх юхтарать.
Ай-ай-ай, ай-ай-ай,
Умĕ тăрăх юхтарать.
Алли-ури Мĕкĕтен —
Чикнĕ тейĕн тикĕте.
Ай-ай-ай, ай-ай-ай,
Чикнĕ тейĕн тикĕте.
Тимуç вара тап-таса,
Ытараймăн эс пăхса.
Чăнахах, чăнахах,
Ытараймăн эс пăхса.
Пирĕн пĕчĕк Варвари
Пит тирпейлĕ, куртăр-и?
Чăнахах, чăнахах,
Пит тирпейлĕ, куртăр-и?
Ароматлă пирусу сан
Пĕр сӳнет те пĕр çунать.
Эс — чĕнместĕн... Ырă тусăм,
Тăвăр пек кăшт ман чуна.
Тăвăр, тĕттĕм сирĕн паркăр —
Ни ларма, ни çӳреме.
Калаçар-ха ăшшăн, — лар-ха,
Пусарам эп чĕреме.
Пусарам... Вĕри чĕрешĕн
Сивĕ кăмăл хăрушрах.
Эсĕ ав — киле кĕресшĕн...
Мĕн пур пирĕн хушăра?
Мĕн пур? — çын каçми вăрман-и?
Е пит çӳллĕ пăрлă ту?..
Уйăрлар эппин тату.
Пирусу пек сӳнтер манăн
Ăнăçусăр юрату.
Халь ак, нумай çулсем иртсессен,
Сана тĕл пултăм тепĕр хут.
Чĕрем çунать... Мескершĕн эсĕ
Халь маншăн ют?
Телей шырарăм эп. Тĕтре пек
Пĕр ир çухатрăм та сана,
Аса килмерĕн эс пĕрре те
Кайран мана.
Аса килмерĕн. Сăвă-юрă
Хыптарчĕ вут ман ăшăма;
Сана манса, ялан кĕлтурăм
Эп пĕр ăна!
Телей хĕвелĕ пулчĕ маншăн
Хам çырнă сăвă; çĕршыва,
Юнпа çырмасăр, çук, паманччĕ
Эп хам сăвва!
Телейлĕ эп! Анчах салхуллă
Халь ак — сана çухатнипе.
Пĕрлешмĕ манăн пурнăç çулĕ
Санăннипе.
■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 727
|
Шухăшсем
Эпĕ те шанса пурăнатăп-ха...
Калав питĕ килĕшрĕ...
Илемлĕ...
Килĕшет)Питĕ "техĕмлĕ" сăвă!Кĕрхи ĕççи в...
Поклон тенисене ма вырăсла çыртăн вара?
Кун пек пысăк калăплă хайлава пысăк тала...
Лишь самые лучшие и эффективные методы и...
https://bit...
http://www...
Чăн та аван çырнă ...