«Инçе çула тухмашкăн çитрĕ вăхăт...»
Инçе çула тухмашкăн çитрĕ вăхăт,
Юлать анне ыр çул мана сунса.
Куç патĕнчи пĕр пĕркеленчĕк тăрăх
Вĕри куççулĕ юхрĕ çуталса.
Ачисене курсан куççуль шăлаççĕ,
Ăсатнă чух та куç тулли куççуль.
Тĕкленнĕ чĕпписем килте лармаççĕ,
Вĕçеççĕ аякка, хывса çĕн çул.
Эх, аннесем, мĕнпе виçме пулать-ши
Чĕрӳсенчи хăватлă туйăма.
Ачи–пăчи мĕн-ма час-час манать-ши
Тăван киле çитсе савăнтарма.
Ача тени кайран кăна туять вăл,
Кайран пĕлет чĕре ыратăвне,
Хăйĕн пепки çунат сарса хăватлăн
Вĕçсе кайсан, манса кил ăшшине.
Çапла вăл пурнăç. Амăшсем кĕтеççĕ,
Куçĕсене шăлаççĕ тутăрпа.
Юратнă ачисем хулен ӳсеççĕ,
Васкаççĕ аякка çĕн кун-çулпа.
Ливерий Андреевич Егоров-больше-вылец (2025-07-06 23:36:32):
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр,
Аса илсе атте- аннесене.
Асра, куç умĕнчи пекех, куратпăр:
Эпир килни пит савăк вĕсене!..
Эп хумханса Сирĕн сăвва вуларăм,
Кашни йĕрки пырса тивет чуна...
Хĕпĕртесе те савăнса шутларăм:
"Ку хĕр маххă памасть Васянккана!"
Ураскилтпе Мăн Выл пĕр пек юрлаççĕ,
Пĕр евĕрлĕ çыраççĕ сăвăсем,
Пĕр чиркӳре ача тĕне кĕртеççĕ,
Перне-пĕри хаклаççĕ кӳршĕсем!