Шăнкăрч


Юрă


Мĕн-ши вăл хитри этемшĕн?

Мана çав тери

Килĕшет, пĕлместĕп, темшĕн

Шăнкăрчă юрри.

 

Ун юрришĕн хĕпĕртетĕп

Эп паян ирех.

Юрри унăн Çĕпĕрте те

Чăвашри пекех.

Парне


Тачка пĕлĕт хуплать тӳпене,

Сарă çулçă ӳкет çĕр çине.

Шăнкăрч хăйĕн хăма вĕллине

Хĕл каçма парнелет çерçие:

 

— Кил-ха, йăмăкăм,

Çакă çуртра

Пурăнма ыр сунатăп сана.

Кивĕрех те кăштах,

Кăшт лутра.

Ан тирке пĕчĕккишĕн

Ăна.

 

Сивĕре вут хутса ăшăнма

Кăмака юсавлах,

Чиперех.

Ĕçлесе ĕшенсессĕн канма

Тĕк тӳшекĕм те пур —

Сарнипех.

 

Çыру çыр эс хăш чух кăнтăра,

Хăв çинчен пĕлтерсех тăр вара.

 

Парнелерĕ çапла вĕллине,

Вĕçрĕ пăр-р-р!

Тусĕ чĕннĕ енне,

 

— Чим!

— Тăхта! —

Хыпаланчĕ çерçи,

Шăнкăрча тем каласшăн пулса,

Чăрмантарчĕ ăна çил ачи,

Хăлхинчен ши! те ши! шăхăрса.

Мăшăр шăнкăрч


Икĕ шăнкăрч килсе ларчĕç

Пирĕн пӳрт çине.

Савăнса çеç юрра ячĕç,

Сапрĕç çунатне,

Йышăнаççĕ, вырнаçаççĕ

Çĕнĕ йăвана.

Шăхăраççĕ, йыхăраççĕ

Урама мана.

 

Юрласа-ши кăтартасшăн

Аякри çинчен?

Тен, пире салам каласшăн

Кăнтăр çĕрĕнчен?

Апрель — Ака


Çуркунне.

Шыв шăнкăр-шăнкăр

Çырмара юхать.

Ывăнма пĕлмесĕр шăнкăрч

Шăхăрать, юрлать.

 

Юрăçă валли эп турăм

Вĕр çĕнĕ вĕлле,

Çавăнпа хаваслă юрă

Шăнкăрч кĕвĕлет.