
Василий Иванович Давыдов-Анатри Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 1917 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче çуралнă.
Республикăри хаçат шкулĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика училищинче вĕреннĕ. 1940-1941 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă, унтан таврăнсан Первомайски районĕнчи «Коммунар» хаçат редакторĕнче, КПСС Чăваш обкомĕн инструкторĕнче, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Радиоинформаци комитечĕн тĕп редакторĕнче, кĕнеке издательствин редакторĕнче, писательсен союзĕн илемлĕ литература пропагандăлакан бюро пуçлăхĕнче ĕçленĕ.
Илемлĕ литературăра — 1936 çултанпа. Çав хушăра поэт 50 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă. Чăваш композиторĕсем унăн сăввисемпе пилĕкçĕр юрă, юрăпа ташă сюитисем, ораторисемпе кантатăсем, опера çырнă.
Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш халăх поэчĕ. Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ.
Халăхсен Туслăхĕн орденĕн кавалерĕ.
1958 çултанлв СССР писателĕсен союзĕн членĕ.
Поэтăн чи паллă кĕнекисем: «Пĕчĕк туссем», «Чĕре хушнипе», «Чеменпе Мерчен», «Илемпи», «Телейлĕ туслăх», «Шурăмпуç хăпарсан» т.ыт.те.
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...