Чăваш тĕрри
Мĕнле пуян чăваш тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен йĕрри,
Унта хăват илет çĕнни,
Çынсем ĕмĕртенпе кĕтми.
Мĕнле хитре чăваш тĕрри,
Ун курăнмастъ вĕçĕ-хĕрри.
Унта асамлă çăлкуçсем,
Илемлĕ çутă çăлтăрсем;
Мĕнле чипер чăваш тĕрри,
Унта маттур хĕрсен çĕрри.
Унта шур хурăнсен ĕшни,
Унта шур акăшсем вĕçни.
Мĕн авалтан чăваш тĕрри
Хĕвеллĕ, хӳхĕм çав тери.
Унта тăван ял-йыш сасси,
Хирти ака-суха касси.
Мĕнле хитре чăваш тĕрри, —
Унта çынсен хĕрӳ чĕри,
Яш-кĕрĕмсен паха парни,
Çĕршыв-анне çунат сарни..
Мĕнле пуян чăваш тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен йĕрри.
Марина (2015-05-18 09:23:35):
Питĕ илемлĕ сăмахсем, тавтапуç.