Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӗлтӗрхи уявра
Пӗлтӗрхи уявра

2010-2011 ҫулсен утӑ уйӑхӗcенче Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗн уявне чылай ҫын килсе ҫитрӗ. Ҫак уява ялти пултаруллӑ ҫынсем пуҫарнипе тата ялти клуб заведующийӗ, Муракова Елена Васильевна йӗркелесе ячӗҫ. Ял кунне Авшак Элмен ялӗнчи чиркӳ уҫнӑранпа 265 ҫул (1745), ял клубӗ 75 ҫул (1935) ҫитнине халалланӑ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш хут иртнӗ уява ял халӑхӗ хапӑлласах йышӑнчӗ: урамсене, хуралтӑсене тирпейлесе илем кӗртӗҫ, уява халалласа чӑваш вӑййине асра хӑварма кашни каҫ тенӗ пек репетицие тухрӗҫ.

Уяв халӑхне Ильин В.В. район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, Афанасьев Г.В. Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыраканӗ, Анисимов В.Н. район депутачӗ саламларӗҫ. Отрыванов Станислав Гурьевич, чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш халӑх академикӗ ял историйӗ ҫинчен, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Куликова О.Г. (Улькка Элмен), чӑваш ҫыравҫисен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен членӗ чиркӳ ҫумӗнче уҫнӑ шкул историйӗпе учительсем ҫинчен каласа пачӗ. Иванова Н.Г, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, шкул программисемпе вӗренӳ кӗнекисем ҫыракан вӗрентӳҫӗ ял чиркӗвӗ Хусан хулинче тупнӑ турӑша халалласа лартнӑ чиркӳ ҫинчен аса илтерчӗ.

Малалла...

 

Вӑрнар районӗнчи Хапӑс ялти тӗслӗхлӗ вулавӑшра тунсӑх тӗпленеймест те пулӗ — кунта яланах хаваслӑ. Ачасен интересӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе мӗнле кӑна ӑмӑрту, мӗнле кӑна мероприяти иртмест пулӗ.

Ак нумай пулмасть кунта «Ку юмаха пӗлетӗн-и?» ятпа викторина иртрӗ. Вӑл ҫеҫ те мар, ачасем «Пирӗн таврари йывӑҫсем» сӑмахкаҫмӑшӑн тупсӑмӗсене хӑварт шырассипе те тупӑшрӗҫ.

Ҫӗнтерессе вара, паллах, туслӑх ҫӗнтерчӗ!

 

Курав уҫӑлнӑ кун
Курав уҫӑлнӑ кун

2011 ҫул вӗҫленес умӗн Йӗпреҫри «Патвар» спортклубра Чӑваш сӑрӑ ӑстисен пӗрлӗх пайташӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Николай Федоровӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Николай Васильевич ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пирӗн республикӑри чи ватӑ сӑрӑ ӑстисенчен пӗри хальхинче курава 100 яхӑн ӗҫ тӑратнӑ. Асӑннӑ «тупра» — пултарулӑхра 50 ҫул ытла вӑй хунин «ҫимӗҫӗ». Федоров картинисенче ытларах тӑван тӑрӑх илемӗ, ял пурнӑҫӗ... Художникӑн ӗҫӗсемпе шкул ачисем те, аслӑрах ӑрури ҫынсем те хаваспах паллашаҫҫӗ.

 

ЧПУ ХТК пӗтӗмӗшле ушкӑнӗ //Контактран илнӗ
ЧПУ ХТК пӗтӗмӗшле ушкӑнӗ //Контактран илнӗ

Паян, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, Сочире хаваслисемпе тавҫӑруллисен XXIII «Кивин» тӗнче фестивалӗ пуҫланнӑ. Унта пирӗн тӑрӑхран тӑватӑ команда хутшӑнать. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Юг» тата факультетсен пӗрлештернӗ командисем, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх служба академийӗн Шупашкарти филиалӗн студенчӗсем «Муниципалитет» тата республикӑн пӗрлештернӗ команди «Общага» хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Сочири хӗллехи форум пӗтӗмлетӗвӗпе ҫулталӑкри сезонра аслӑ тата премьер-лигӑра выляма тивӗҫлисене суйлаҫҫӗ. Вӗсене кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн гала-концертӗнче пӗлтерӗҫ.

Чӑваш Енре та ҫакӑн йышши фестиваль иртет. Нарӑс уйӑхӗнче вӑл кӑҫалхипе 11-мӗш хут пулӗ. Ҫулсерен республикӑри КВН фестивалӗнче 80 ытла команда вылять.

 

Тӗмен тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен обществӑлла пӗрлешӗвне — «Тӑван» ассоциацине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа хулари Наци культурисен «Строитель» керменӗнче пысӑк уяв пулчӗ. Вырӑнти чӑвашсем хӑнасене наци апачӗпе сӑйларӗҫ, хӑйсен аллипе ӑсталанӑ япаласен куравне йӗркелерӗҫ. Уява Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗ те хутшӑнчӗ, курма килнисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ. Тӗмен облаҫӗн правительстви ячӗпе пухӑннисене национальнӑҫсен ӗҫӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Хоменко саламларӗ. Чӑвашсем Раҫҫейре тата регионта чи йышлӑ халӑхсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ вӑл. Официаллӑ ститистика тӑрӑх, Тӗмен облаҫӗнче 13 пин чӑваш пурӑнать. Тӑван енрен аякра пулин те, вӗсем халӑх культурине упраса пыраҫҫӗ, тӗрлӗ наци ҫыннисем хушшинчи туслӑха ҫиреплетеҫҫӗ, — терӗ Виктор Хоменко.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.tumentoday.ru
 

Парнесене тивӗҫнисем. Олег Цыпленков сӑнӗ
Парнесене тивӗҫнисем. Олег Цыпленков сӑнӗ

Паян Ҫӗрпӳ район администрацийӗн лару пӳлӗмӗнче тӗтче тетелӗпе усӑ курса иртнӗ виҫӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ҫав шутра «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература конкурсӗ, «Тупмалли юмахсем-2» тата «Ҫӗрпӳ Енӗм — Тӑван Ен» интернет-олимпиада пулчӗҫ.

Кашни ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем парнеллӗ пулчӗҫ: илемлӗ хайлавсем ҫыракансене «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекепе картинсем лекрӗҫ, тупмалли юмахсем шӗкӗлчеме ӑста ачасене — кӗнекесем, Ҫӗрпӳ тӑрӑхне лайӑх пӗлекенсене — тӗрлӗ теттесем. Чылайӑшне Чӑваш халӑх сайчӗ 2012 ҫулхи календаре парнелерӗ. Хисеп хучӗсемсӗр те, паллах, никам та юлмарӗ.

Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Asамат» ушкӑн савӑнтарчӗ. Уява ертсе пырасса та ҫак ушкӑн солисчӗ Леонид Антонов ертсе пычӗ.

Шкул ачисемпе вӗрентекенсем умӗнче темиҫе кӗнеке авторӗ Ангелина Павловская тухса калаҫрӗ — вӑл хӑйӗн пирки кӗскен каласа пачӗ, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене ӑнӑҫусем сунчӗ, ҫырас кӑмӑла малалла та атлантарма сӗнчӗ.

Сӑнсем: 1 пай (141, О. Цыпленков ӳкернисем), 2 пай (24, Н. Плотников ӳкернисем), 3 пай (27, З. Михайлова ӳкернисем).

Малалла...

 

КӐР
11

Чӑвашсен ташӑ каҫӗ
 Леонид | 11.01.2012 15:48 |

Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Шупашкарти «Амнезия» клубра («7 холмов»-ра выранҫнӑ) чӑваш дискотеки «АВАН PARTY» иртет. 

Билетсем туянмалли номер 36-44-46, 8-919-650-42-93.

Ташӑ каҫӗнче:

- сирӗн валли чӑваш эстрада артисчӗсем юрлаҫҫӗ;

- телевидени ӳкерет;

- кашни хутшӑнакана тӳлевсӗр сӑн ҫапса параҫҫӗ;

- караоке-бар ӗҫлет;

- конкурсемпе парнесем пурне те кӗтеҫҫӗ.

 

Савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑ каҫӗ 20:00 сехетре пуҫланать.

 

Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче чӑваш хӗллехи чи паллӑ уява, Сурхурине уявлама пуҫлать. 19-мӗшӗнче вара ҫак уяв вӗҫленет.

Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара.

Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Сурхури ячӗпе саламлать!

Чӑваш халӑхӗн хастарӗсем Сурхурине уявлама кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче (вырсарникун) «Ҫӑлкуҫ» хупаха пухӑнӗҫ. Пуҫламӑшӗ — кӑнтарла иртсен.

 

Чӑваш Енре «Эпир санпа пӗр кун ҫуралнӑ» ыр кӑмӑллӑх проекчӗ вӑй илсе пырать — республикӑра пурӑнакан кашни ҫын хӑй ҫуралнӑ кун ача ҫуртӗнче ӳсекен пӗр-пӗр тӑлӑх ачана уяв туса парайрать.

Проекта хутшӑнас тесен йывӑрлӑхсем ҫук. Чи малтанах вӗренӳ министерствинче кӑткӑсах мар тӗрӗслев урлӑ тухмалла. Парне хатӗрленӗ чухне те укҫи-тенкине нумай тӑккаласси ҫук, чи пахи — уява чун-чӗререн пурнӑҫлама тӑрӑшасси.

Ачасене тӗрлӗрен уяв туса параҫҫӗ. Пӗр хӗрача валли фотосесси тунӑ, тепри сӑрт-ту йӗлтӗрӗпе ярӑнса курнӑ, виҫҫӗмӗшӗ ҫуралнӑ кунне Николай Бударин космонавтпа пӗрле ирттернӗ.

Ҫуралнӑ кун ҫулталӑкра пӗрре пулать — тӑлӑх ачан та вӑл хаваслӑ ирттӗрччӗ.

 

Кӗпере хӑпартнӑ вӑхӑтра
Кӗпере хӑпартнӑ вӑхӑтра

Мексикӑра «Baluarte» (чӑв. «бастион, тӗревлӗх») ятлӑ кӗпере уҫнӑ. Мексика никама та пӑхӑнма пӑрахни 200 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ та савӑнӑҫлӑ мероприятие патшалӑх президенчӗ Фелипе Кальдерон та хутшӑннӑ. Ҫапла май Америка континентӗнчи чи ҫӳллӗ кӗпере хута ячӗҫ. «Ку проект Мексикӑн ҫурҫӗр енчи халӑха пӗрлештерӗ», — тенӗ хӑй сӑмахӗнче Мексика президенчӗ.

«Baluarte» Ҫиналупа (выр. Синалоа) Туранкӑ (выр. Дуранго) штачӗсене ҫыхӑнтарӗ, ун ҫӳллӗшӗ 403 метрпа, тӑршшӗ 1124 метрпа танлашӗ. Танлаштарас тесен, ун айӗнче Эйхвӗл турулӗ те ним мар вырнаҫайрать. Малашне ку кӗпер Атлантикӑпа Лӑпкӑ океансене ҫыхӑнтарма пултарӗ, унашкал ҫула тума планласа та хунӑ. Хальхи вӑхӑтра вара, вырӑнти влаҫ ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере хута яни Лӑпкӑ океан хӗрринче вырнаҫнӑ Маcатлан (Mazatlan) хулинчен Туранкӑ штатӑн тӗп хулине ҫитес вӑхӑта 6 сехете таран чакарать. Ҫапла май хӑвартрах ҫитме май пур.

Чи ҫӳллӗ кӗперсене илес пулсан ҫаксене асӑнса хӑварас пулать: Китайри Si Du River Bridge (ҫӳллӗшӗ 472 м.), Францири Милло (Мийо) виадук (ҫӳллӗшӗ 343 м.), Колорадо штатӗнче Royal Gorge Bridge (ҫӳллӗшӗ 321 м., машинсем ҫӳремеҫҫӗ). Ытти паллӑ кӗперсен ҫӳллӗшӗ: Сан-Францискӑри «Ылтӑн хапха» — 67 м.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2012/01/06/bridge/
 

Страницӑсем: 1 ... 3672, 3673, 3674, 3675, 3676, 3677, 3678, 3679, 3680, 3681, [3682], 3683, 3684, 3685, 3686, 3687, 3688, 3689, 3690, 3691, 3692, ... 3853
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 17

1926
99
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
24
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...