Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑван тавралӑх илемӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
И. Степанова 14.08.2013 18:41 | 2041 хут пӑхнӑ

Лаптӑксене симӗслентерсе тирпей-илем кӗртес енӗпе Трак тӑрӑхӗнче ҫулленех курав-конкурс ирттереҫҫӗ.

Вӑл кӑҫал та ял тӑрӑхӗсем, предприятисемпе организацисем тата учрежденисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑннипе 5 енпе иртнӗ. Курав-конкурса пурӗ 15 ӗҫ тӑратнӑ.

Номинацисемпе ҫӗнтерӳҫӗсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ялсене тирпей-илем кӗртессипе, акӑ, пӗрремӗш вырӑна Мӑн Шетмӗ, иккӗмӗшне — Упи, виҫҫӗмӗшне Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗсем йышӑннӑ.

Организацисен территорийӗсене симӗслентерсе тирпей-йӗркене кӗртессипе малти виҫӗ вырӑна «Бытовик» АХО, Красноармейскинчи райпо тата «Чесла» ТМЯО тивӗҫнӗ — вӗсене I–II–III степеньлӗ дипломсемпе чыслӗҫ тата 10–5–3 пин тенкӗ укҫан преми парӗҫ.

Социаллӑ сферӑри учрежденисен территорийӗсене тирпей-илем кӗртессипе 1–2–3-мӗш вырӑнсенче Именкассипе Карай шкулӗсем тата «Парус» ача пахчи мала тухнӑ — вӗсене укҫа ытларах лекӗ — дипломсемсӗр пуҫне 20–10–5 пин тенкӗпе хаваслантарӗҫ.

Уйрӑм секторти урамсенче тирпей-йӗрке тӑвассипе Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхне кӗрекен Именкассинчи К. Маркс урамӗнче пурӑнакансем маттуртарах пулчӗҫ. Вӗсем I степеньлӗ дипломпа пӗрлех 3 пин тенкӗ преми илӗҫ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейски ял тӑрӑхӗнчи Йӳҫкассинчи Кӗпер урамӗ (II степеньлӗ диплом тата 2 пин тенкӗ), виҫҫӗмӗшӗнче — Кӗҫӗн Шетмӗри В. Петров ячӗллӗ урам (III степеньлӗ диплом, 1 000 тенкӗ).

Чечек пахчисемпе кану кӗтесӗсене илемлӗрех тӑвассипе Янкасри Пушкин ячӗллӗ урамри 37-мӗш ҫуртри Григорьевсене ҫитекенни пулман. Вӗсен кил-ҫурчӗпе пахчин кашни кӗтесӗ капӑрлӑхпа палӑрать. Ҫак хитрелӗхе, паллах, ылтӑн алӑсем туни никама та иккелентермерӗ. Кил хуҫи — Петр Иванович — Красноармейскинчи физкультурӑпа сиплев комплексӗн тренерӗ, мӑшӑрӗ — Елена Сергеевна — пӗчӗк ачапа ларать. Григорьевсем икӗ ывӑлне те пӗчӗкрен илемлӗхе курса ҫитӗнме, ӑна харпӑр хӑй аллипе тума вӗрентсе ӳстереҫҫӗ. Ыт ахальтен мар вӗсем I степеньлӗ дипломпа 3 пин тенкӗ укҫан премине тивӗҫрӗҫ.

Ку номинацире Еншик Чуллӑри Мир урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑнакан Агафия Николаевна Николаева — II степеньлӗ дипломпа 2 000 тенкӗ премине, Упи ял тӑрӑхне кӗрекен Янмурҫин ялӗнчи Николаев урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра пурӑнакан Клементьевсен ҫемйи вара III степеньлӗ дипломпа 1 пин тенкӗне ҫӗнсе илнӗ.

Районти смотр-конкурсра пӗрремӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ ӗҫсене ялсене чи лайӑх симӗслентерсе тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе ирттерекен республикӑри курав-конкурса тӑратаҫҫӗ. Ҫак яваплӑ ӗҫре хӑйсене лайӑх кӑтартмашкӑн ӑнӑҫу сунар вӗсене!

#Карай, #илем, #ача пахчисем, #шкулсем, #Упи, #Кӗҫӗн Шетмӗ, #Мӑн Шетмӗ, #Красноармейски районӗ, #Йӳҫкасси, #Именкасси, #Янкас, #Еншик Чуллӑ, #Янмурҫин

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем