Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӑтапту вырӑнта
Ӑтапту вырӑнта

«Новости» ИА пӗлтернӗ тӑрӑх Exxon Neftegas компани нумай пулмасть Сахалинта («Сахалин-1» проектпа ӗҫленӗ май) 12,345 ҫухрӑм тарӑнӑш скважина чавнӑ — хальхи вӑхӑтра вӑл тӗнчере чи тарӑнни шутланать.

Унччен чи тарӑн скважина Катар патшалӑхӗнче пулнӑ, ун тӑршшӗ 12,289 ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна 2008 ҫулта Maersk Oil компани валли Transocean чавнӑ пулнӑ. Совет вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра тепӗр тарӑн шӑтӑк пулсаччӗ — Кола скаважинин тарӑнӑшӗ 12,261 ҫухрӑмпа танлашнӑччӗ. 2010 ҫулта Мексика кӳлмекӗнче путнӑ платформа скважинин тӑршшӗ 10 ҫухрӑм ҫурӑ ытларах ҫеҫ пулнӑ. Вӗсенчен 1,2 ҫухрӑмӗ шыв тӑрӑх иртнӗ.

Сахалинти скаважинӑна Ӑтапту (выр. Одопту) вырӑнта чавнӑ. «Сахалин-1» проекта унсӑр пуҫне Чайво тата Аркутун-Тӑка (выр. Аркутун-Даги) вырӑнсем кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле шутласан унти нефт калӑпӑшӗ 307 миллион тоннӑпа танлашать тесе шутлаҫҫӗ. Газ пуянлӑхӗ 485 миллиард куб метрпа тан.

 

Юрий Сементерпе Валерий Туркай
Юрий Сементерпе Валерий Туркай

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Юрий Сементер 70 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ литература каҫӗ иртрӗ.

Мероприяти тӗлне «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» курав йӗркеленӗччӗ — унта поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.

Литература каҫне Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин уҫрӗ. Вӑл сӑмах каланӑ май Михаил Игнатьев янӑ салам ҫырӑвне те вуласа пачӗ. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Александров Хисеп хучӗпе чысларӗ.

Ҫавӑн пекех сӑмах калакансем шутӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗ Ольга Скворцова, халӑх сӑвӑҫисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчӗҫ.

 

Сӑнсем

Малалла...

 

Александра Федорова
Александра Федорова

Пирӗн республикӑри шкулсенче тӑван ен культурине 1992 ҫултанпа вӗрентеҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтра ҫак предмета вӗрентме питех те ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те, халь йывӑрлӑхсем айккинелле пӑрӑнса пыраҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулмасть пуль. Ачасем валли 4-мӗш класран пуҫласа 8-мӗшне ҫитичченех ятарлӑ вӗренӳ кӗнекисем хатӗр, вӗсемпе ӗҫлесе пыма ӗҫ тетрачӗсем те ҫителӗклӗ кларса пыраҫҫӗ. Шкулсене уроксенче усӑ курма ятарласа ӳкернӗ видеофильмсем те килсе ҫитнӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Е.В.Александрова туса пырать. Паллах, ҫак утӑмсем ачасене тӑван ен культурине вӗренсе пыма маллала хавхалантарса пыраҫҫӗ.

Уроксенче илнӗ пӗлӳпе усӑ курма пултарнине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем те кӑтартса параҫҫӗ. Харӑсах икӗ ҫул — 2006 тата 2007 — М.Белкова вӗренекен республикӑра ирттернӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивале («Асамат» номинаци) хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Халӗ вара Шупашкартан тепӗр савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: шкулта тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Александра Федорова республикӑра кӑҫал пӗрремӗш хут тӑван ен культурипе иртекен олимпиадӑра виҫҫӗмӗш вырӑна тухма пултарнӑ.

Малалла...

 

С. Павлов парнепе килнӗ
С. Павлов парнепе килнӗ

Ӗнер, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, юнкун Шупашкарти К.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ — пултаруллӑ сӑвӑҫ Раиса Сарпи хӑйӗн юбилейне палӑртрӗ.

Мероприяти кӑнтӑрла хыҫҫӑн 14 сехетре пуҫланчӗ. Малтан хӑнасене ятарласа хатӗрленӗ «Чун хӗлхемӗ — халӑха» куравпа паллаштарчӗҫ. Кунта сӑвӑҫӑн кун-ҫулӗпе тата унӑн пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.

Малалла музейӗн аялти залӗнче юбиляра тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗҫ. Хӑнисем чылайччӗ — Патӑрьел районӗнчи ачасем, ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗнчен тата ыттисем пулчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ каҫра юрӑ-ташӑ та нумай янрарӗ — юбиляра кашни чун чӗререн салам сӑмахӗсене каласшӑн пулчӗ.

 

Сӑнсем: кӗске вариант (19), тулли вариант (86). Авторӗ: О. Цыпленков.

 

Владислав Немцев
Владислав Немцев

Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Владислав Немцевӑн ятарлӑ куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Юбиляра ӳнер анинче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш Республикин Президенчӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн Хушӑвӗпе пултаруллӑ ӳнерҫе «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи» ята панӑ ятпа саламларӗҫ.

Курава килнӗ ҫынсене ун ӗҫӗсем кӑмӑла кайрӗҫ. «Тавралӑхра чаплӑран та чаплӑ тавралӑх», — тесе хакларӗҫ ун ӗҫӗсене хӑш-пӗр куракан.

 

Сӑнсем

 

Мероприятире
Мероприятире

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Илья Романович Степанов композитор хайӗн 70 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Уяв каҫӗ Кушкӑри кану ҫуртӗнче иртрӗ.

И.Р.Степанов ку таранччен пине яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ, вӗсенчен 800 ытла юррине пичетлесе кӑларнӑ. Авторӑн «Шетмӗ кӗввисем», «Ай, юрлар-и», «Икӗ Илле юррисем», «Тӑванлӑх юррисем» тата ытти юрӑ кӗнекисене музыка енӗпе ӗҫлекен культура ӗҫченӗсем питӗ аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хисеплӗ те чыслӑ ячӗсем те автора ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ. Вӑл — Чӑваш Республикинчи музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикинчи композиторсен ассоциацийӗн членӗ, Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн преми лауреачӗ. Унӑн халӑхра анлӑ сарӑлнӑ «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Ҫул юхать», «Пурӑнатпӑр пӗрре ҫӗр ҫинче» юррисене пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ.

Уяв программи Красноармейски районӗн Гимнӗпе (авторӗсем И.Р.Степанов тата Л.И.Антонов) уҫӑлчӗ. Хӑнасем юбиляр ҫинчен чылай ырӑ сӑмах каларӗҫ.

Малалла...

 

Паян, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, «Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» муниципиаллӑ вӗренӳ учрежденийӗнче Арсентий Тарасов ҫыравҫӑ, журналист шкул ачисемпе тӗл пулчӗ, вӗсемпе калаҫу ирттерчӗ.

Хӑна шкул вулавӑшне «Тӑван Атӑл» журналӑн номерӗсене, тата «Хресчен сасси» хаҫатӑн каларӑмӗсене парнелерӗ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Николай Плотников календарьсем парса хӑварчӗ — ЧОКЦ кӑларнӑ авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисен календарь-плаката тата «Сувар» фонд хатӗрленӗ календаре. Шкул ачисем те парӑмра юлмарӗҫ — «Юрату.ру» ушкӑна йӗркеленӗ Роза Беляева ертсе пынипе хӗрачасем юрӑ юрласа пачӗҫ. Шкулти халӑх музейӗ те Арсений Тарасова кӑмӑла кайрӗ — ун пуянлӑхӗпе тӗлӗнчӗ.

Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта тӗлпулусем ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ — тӗслӗхрен, шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла шкулта Анатолий Смолинпа Владимир Мишан пулсаччӗ. Ун хыҫҫӑн кунтах Лидия Сарине, Борис Борлен, Виталий Станьял тата ыттисем пулчӗҫ.

Малалла...

 

Музее уҫнӑ самант. С. Журавлев санӗ
Музее уҫнӑ самант. С. Журавлев санӗ

Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел ял тӑрӑхӗ мӗн пур чӑваш тӗнчишӗн историлле пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать. Авалхи Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне мӑнкун-тутар уртисем аркатнӑ тапхӑртанах упранса юлнӑ чӑвашсен (Элшел таврашӗсем хӑйсене сӑвар йӑхӗнчен тесе шутлаҫҫӗ) хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗрки, юрри-кӗвви, сӑмахлӑхӗ, пурнӑҫ йӗрки 1896-1907 ҫулсенче Элшел шкулӗнче учитель пулса ӗҫленӗ Тӗрлемес чӑвашне Григорий Тимофеева питӗ тӗлӗнтернӗ. Пулас паллӑ ҫыравҫӑ-этнограф хӑй курни, илтнине, сӑнанине пуҫтарса «Тӑхӑрьял» кӗнеке ҫырса хӑварнӑ.

Ку енчи халӑх паянхи кун та йӑх-несӗл тымарне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне чыслӑн упрама, килес ӑрӑва мӑн аслашшӗ-асламӑшӗсен кун-ҫул пурнӑҫне хаклама вӗрентсе ҫитӗнтерет. Ҫав ӗмӗт-кӑмӑлсемпех иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Элшелте Тӑхӑрьял музейӗ уҫӑлчӗ.

 

С.Журавлев сӑнӳкерчӗкӗсем

 

Календарь-плакат
Календарь-плакат

Нумай пулмасть Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗ (ЧОКЦ) темиҫе ҫул маларах тухнӑ «Авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» плаката ҫӗнетсе кӑларчӗ. Ӗҫе йӗркелекенни — ЧОКЦ хастарӗ, Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчен тухнӑ А.Н. Щукин предприниматель. Вӑл ҫак сумлӑ, кашни килте ҫакӑнса тӑма тивӗҫ плаката хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ.

Плаката М.Н. Юхма ӗҫӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кунта кашни чӑваш хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе тата аслашшӗсемпе паллашма пултарать. Чӑвашӑн чаплӑ ҫыннисен речӗ Меттерен (пирӗн эра умӗнхи II ӗмӗр) пуҫланать, вӗҫӗнче Иван Яковлевич Яковлев тӑрать. Кунтах Купрат, Кӑтра-паттӑр, Айтар, Челпир, Ылтӑнпик, Пӑрттас, Пайтул, Чӑваш Хвети, Эмине. Плакатра ҫавӑн пекех авалхи чӑваш хулисемпе те паллашма пулать: Хӑнакур, Саркел, Аслӑ Пӑлхар, Сӑвар, Кӗрнек, Тикеш, Таяпа. Илемлетме В.И. Агеев, В.А. Гафидов, Л.Я. Павлов ӳкерчӗкӗсене усӑ курнӑ.

Плаката календарь евӗр хатӗрленӗ. Кунта эсир 2011, 2012, 2013 ҫулсенчи календарьсене курайратӑр.

Малалла...

 

Аэропорт сирпӗнӳ хыҫҫӑн
Аэропорт сирпӗнӳ хыҫҫӑн

Паян 16 сехет ҫурӑра Мускаври «Домодедово» аэропортӗнче террорист хӑйне хӑй сирпӗтсе 35 ҫынна вӗлернӗ (45 тенисем те тӗл пулаҫҫӗ), 150 ытла аманнӑ. Сирпӗнӳ хатӗрӗн вӑйӗ 7 кг тротилпа танлашнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытларах Таджикистан ҫыннисем аманни пирки информаци пур. Ҫавӑн пекех сирпӗнӳ умӗн Лондонран рейс килнӗ пулнӑ.

Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна Мускав мэрӗ Сергей Собянин тата Мускав облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Борис Громов ҫитме шутланӑ. Тӗп прокурор канашлӑва хӑвӑрт пухса ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха вӑйлӑлатма ыйтнӑ, аэропортсенче тата чукун ҫул вокзалӗсенче тӗрӗслеве вӑйлӑлатма сӗннӗ.

Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра аэропорт ҫывӑхӗнчи ҫулсем пӑкӑланса ларни пирки пӗлтеретчӗҫ. «Домодедово» ахаль графикпа ӗҫлет — самолетсене йышӑнать, кӑларса ярать. Вӗҫеве тухакансене аэропорта маларах ҫитме ыйтаҫҫӗ — япаласене ҫирӗпрех тӗрӗсленӗрен вӑхӑт нумайрах кирлӗ пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3665, 3666, 3667, 3668, 3669, 3670, 3671, 3672, 3673, 3674, [3675], 3676, 3677, 3678, 3679, 3680, 3681, 3682, 3683, 3684, 3685, ... 3795
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 25

1911
113
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
44
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...