Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

ЮПА
26

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 26.10.2005 23:33 |

Вӗренӳ учреждениӗсенче чӑваш пичетне халалланӑ пултарулӑх ӗҫӗсен yҫӑ конкурсӗ пуҫланнӑ (26.10.2005). Конкурс "Хыпар" хаҫат 100 ҫул тултарнӑ ятпа иртет.

Конкурсa икӗ тапхӑра пайланӑ. Пӗрремӗшӗ хула шaйӗнче (юпа-раштав 2005), иккӗмӗшӗ республика шaйӗнче (кӑрлач 2006) иртӗ. Конкурс ӗҫӗсене 2005 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Ҫӑлкуҫ: http://cap.ru

 

ЮПА
26

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 26.10.2005 23:25 |

Юпа уйӑхӗн 25 Шупашкарти Хальхи исскуство центрӗнче "Хӑвна кӑтарт!-2005" фотоконкурсӑн пӗтӗмлетекен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта ӑста тата ку ӗҫе пикенме кӑна пуҫланӑ фотографсен ӳкерчӗксене курма пулать.

Ҫӑлкуҫ: http://cap.ru, Фоторепортаж.

 

ЮПА
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.10.2005 23:14 |

Чӑваш Патшалӑх Музейӗнче «Куба – далекая и близкая» Куба Республикин посольствин куравӗ уҫӑлнӑ.

Куравра 15 Kубa ӳнерҫин шелкографи мелӗпе тунӑ ӗҫӗсене курма пулать. Курав юпа уйӑхӗн 21 ӗҫлӗ.

 

ЮПА
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.10.2005 23:09 |

Людмила Линик Тӗп суйлав комиссӗн председателӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вырсарникунхи суйлав йӗркеллӗн иртнӗ. 4274 вырӑна йышӑнас тесе 10 475 кандидат тупӑшнӑ. Тупӑшу ҫивӗч пулнӑ, тесе палартрӗ Людмила Линик, анчах та саккунсене пӑсмасӑр иртнӗ.

 

ЮПА
15

Хыпар
 reflejo | 15.10.2005 20:43 |

Сайтӑн акӑлчнла версийӗнче Тимухха Хӗветӗрӗ ҫинчен ҫырнин акӑлчан версийӗ халӗ пур.

 

ЮПА
12

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 12.10.2005 23:21 |

Википедиӗн Чӑваш уйрӑмӗнче халӗ 1000 статья яхӑн! Пинмӗш статья — Тимухха Хветӗрӗ:

Тимухха Хӗветӗрӗ, — чӑваш чӗлхине тӗпчекенӗ, вӗрентекен. Чӑн ячӗ Тимофеев Фёдор Тимофеевич. 1887 ҫулхи раштавӑн 1 Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25 ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.

Орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркелекенӗ. Вӑлах пӗрремӗш тӑван чӗлхе вӗренӳ кӗнекисене тата программисене хатӗрлекен. Пособисем ҫавӑн пекех хатӗрленӗ. Вӗсене вӑл чӑваш тата вырӑс чӗлхисем ҫинче хатӗрленӗ. - тесе пуҫланать вӑл.

Сӑмах май каласан Чӑваш Википедире халӗ питӗ нумай ӗҫ. Нумай статьясене кӗртмелле, анлӑрах ӑнлантарса памалла. Чӑваш Ен ҫинчен те лайӑхах, пӗтӗмӗшле каласа паман. Эсир кӑна тӳрлетме, Википедине информаципе тултарма пултаратӑр!

 

ЮПА
11

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 11.10.2005 23:15 |

Литература кӗтесӗнче Андрей Петтоки ҫырнӑ "Тухатмӑш" калавне кӗртсе хутӑм.

Пӗрре, вӑл ӗлӗкех пулать ӗнтӗ, эпӗр виҫӗ ҫамрӑк ача -Митри, Ванюк /иккӗш те салтакран килнӗ анчах, эпӗ хам та маттур/ калӑм каҫ, пӗр шут тытса, тухрӑмӑр тухатмӑш шырама. Малтанах мунчасенче шырарӑмӑр. Ҫук, шуйттан ҫитӗр пуҫна, пӗр калӑм ватти те тупаймарӑмӑр. Кайрӑмӑр масар ҫине. Ун чух пирӗн икӗ масарччӗ: пӗри - тӗне кӗнӗ чӑвашсен, тепри - тӗне кӗмен чӑвашсен. Унта та ҫук. Уттартӑмӑр Емел масарӗ ҫине. Пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм ытла каймалла. Каллех пӗр тухатмӑш та ҫук. Киле пӗр тухатмӑш та пулин тытмасӑр каяс мар тесе тепӗр вун ҫухрӑма, Вӑтӑр Юман киремечӗ /ял ячӗ/ масарӗ ҫине яра патӑмӑр. Каллех пӗр тухатмӑш йӗрӗ те ҫук.

Малаллине вулӑр. Вӑл кӗске.

 

ЮПА
08

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 08.10.2005 16:11 |

Юпан 7 Патӑръел районӗн Культура керменӗнче "Патӑръел энциклопедиӗ" кӗнекин презентациӗ иртнӗ. Презентацие нумай хӑна хутшӑннӑ.

Мероприяти вӗҫӗнче хӑнасем умӗнче "Ӑраскал" эстрада ушкӑнӗн концерчӗ иртнӗ. Фойера "Тӑван кӗтес, тӑван тавралӑх" кӗнеке куравӗ иртнӗ.

Источник: Cap.Ru

 

Паян, юпан 7-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницине уҫнӑранпа 75 ҫул иртнӗ ячӗпе Трактор тӑвакансен культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртӗҫ. Мероприятисем пуҫламӑшӗ 16 сехетре.

 

ЮПА
06

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 06.10.2005 19:40 |

Юпа уйӑхӗн 6 ирхине Чӑваш Енре туса кӑларнӑ таварпа тиенӗ 50 машина Мускава ҫула тухса кайнӑ. Мускав ҫыннисем валли Чӑваш Енри 11 районта вырнаҫнӑ 40 предприятипе организаци пахча ҫимӗҫӗсемпе ҫырламсем, аш консервисем, пыл, пылак ҫимӗҫсем, швея тата трикотаж изделисем хатӗрленӗ.

Суту-илӳ ярмарки Мускаври Ладога урамӗнче 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-пе 9-мӗшӗчен ӗҫлӗ. Ярмаркӑна ял-хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ валли халалланӗ, ӑна "Раҫҫейри агропромышленность эрни" иртернӗ вӑхӑтра иртереҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3655, 3656, 3657, 3658, 3659, 3660, 3661, 3662, 3663, 3664, [3665], 3666
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.06.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 30

1898
126
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
101
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...