Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -20.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче 28 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Арҫын виллине кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫынсем асӑрханӑ. Тӗпчевҫӗсем вилӗмре криминал палли ҫуккине асӑрханӑ.

Ӑна юлашкинчен сывӑ курнӑ ҫын — унӑн паллакан хӗрӗ. Арҫын ирхи виҫӗ сехетре ун патӗнчен килен кайнӑ пулнӑ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменни пирки каламан та, анчах вӑй питти арҫын хула варринче шӑнса вилни ытла та тӗлӗнтерет . Вӑл Студентсен урамӗнчи карта ҫумне тӗршӗнсе ларнӑ иккен.

Маларах Канашра килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсем кивӗ пӗр ҫуртра ҫӗр каҫма юлнӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1646.html
 

Пӑтӑрмахсем

Швейцарире Израиль ҫыннине Менаше (Михаил) Гольдельмана «хура археологипе» аппаланнӑ тесе шухӑшланӑран арестленӗ иккен.

Гольдельман Хасар тата Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ аваллӑхне тӗпчекен эксперт шутланать-мӗн. Ҫак ыйтупа ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсем эксперт евӗр те явӑҫтараҫҫӗ иккен. Пирӗн ҫӗршывра вара ун пирки преступник тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Айӑплавҫӑсен шучӗпе, хайхи Хасар хулисен пуянлӑхне — хӗҫ-пӑшала, ылтӑн савӑт-сапана, виле ҫинче усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре — саккуна пӑсса чавса кӑларса пурӑнакан ушкӑна ертсе пынӑ. Мула вӑл чикӗ леш енче сутса, пуянлӑха вӑл хӑйӗн машинин алӑкӗ хыҫне пытарнине палӑртаҫҫӗ. Хасар каганачӗн пуянлӑхне туянакансен шутӗнче Раҫҫей олигархӗсем те пур теҫҫӗ.

Гольдельман пирӗн ҫӗршывра ҫуралнӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл Израиле куҫса кайнӑ. Кайран вӑл Лондона ҫитнӗ. Раҫҫей ӑна тӑван ҫӗршыва тавӑрса пама ыйтни усӑ кӳмен. Анчах Швейцарире ӑна тинех тытса чарнӑ. Гольдельмана тытма унпа пӗр шухӑшлӑ ҫын (ӑна тӑватӑ ҫуллӑха хупмалла тунӑ) тӗпчевҫӗсене пулӑшма килӗшни те витӗм кӳнӗ. Израильте вара Дэн Шапира текен хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫипе суд пырать-мӗн.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1647.html
 

Тӗнчере

Германири Росдорф хулинче ӗне вити сирпӗннӗ тет. Ку хутӗнче вӑрӑ-хурах алхасман — ӗнесем хӑйсемех айӑплӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Йӗрке хуралҫисем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх витере метан — хайхи шӑк-пӑхран пӑсланнӑ, выльӑх-чӗрлӗхӗ те пӑсӑк шӑш кӑлармасӑр тӑман пуль — виҫерен ытлашши пухӑнса тулнӑ. Статика электричествине пула газ хыпса илнӗ хыҫҫӑн вите сирпӗннӗ те.

Пурӗ витере 90 ӗне пулнӑ тет, вӗсенчен пӗри ҫех ҫулӑмпа аманнӑ. Тата вите тӑррине сиен кӳнӗ тет.

 

Спорт

Кӗҫех «Сочи—2014» Олимп вӑййисем пуҫланаҫҫӗ: вӗсем нарӑсӑн 7-мӗшӗпе 23-мӗшӗччен пырӗҫ. Олимп вӑййисене халалласа Хӗрлӗ Чутайри «Хастар» спорт комплексӗнче ҫак кунсенче районти шкулсенчи вӗренекенсем Шупашкарта иртнӗ Олимп ҫулӑмне йӑтма тивӗҫ пулнӑ паллӑ спортсменсемпе тӗл пулчӗҫ. Вӗсем: чупас енӗпе Европа тата пӗтӗм тӗнчери чемпионка, тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, ҫуллахи XXV-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Алина Ивановӑпа ҫак районти Туктамӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ утас енӗпе спорт мастерӗ ята тивӗҫнӗ, 1996 ҫулхи ХХVI-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Грузинова.

Пухӑннисене райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев тата вырӑнти ДОСААФ пуҫлӑхӗ Владимир Егоров саламласа кӗтсе илчӗҫ.

Алина Ивановӑпа Елена Грузинова Олимп ҫулӑмӗн «Сочи — 2014» ҫулӗ пирки каласа кӗтартрӗҫ. «Чупу юпан 7-мӗшӗнче пуҫланнӑ, Олимп вӑййисем пуҫланнӑ кун — нарӑсӑн 7-мӗшӗнче вӗҫленет. 123 кун хушшинче Олимп ҫулӑмӗ 65 пин ҫухрӑм ытларах спортсменсен аллинче пулать. Раштавӑн 27-мӗшӗнче вӑл Шупашкара та ҫитрӗ, 163 ҫын ӑна Шупашкар хулин урамӗсем тӑрӑх йӑтса чупрӗ.

Малалла...

 

Ҫурт-йӗр

Иртнӗ ҫул республикӑн тӗп хулинче 48 лифта юсаса ҫӗнетнӗ. Ун валли 46,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав шутран 35 миллионне хула хыснинчен, ытти 11-шне ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисем хӑйсем уйӑрнӑ.

Асӑннӑ кӗмӗле перекетлесе усӑ курнине пула тупра тӑрса юлнӑ. Юлнӑ 10 миллион тенкӗ ытла укҫана халӗ нумай хваттерлӗ 5 ҫуртри 9 лифта юсама яма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тата уйрӑм ҫынсенчен пухакан укҫа тӳпине те пысӑклатма май килнӗ. Ҫынсем тӳпе хывнипе ҫав тупра унчченхи 10 процентран чӗрӗк пая ҫитнӗ.

 

Республикӑра

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене хваттер илме патшалӑх сертификат панине вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче те ун пеккине тивӗҫҫисем пур. Вӗсенчен пысӑк пайӗ — 22 ҫын — илнӗ ӗнтӗ. Ҫапах та черет кӗтекенсем те пур-ха. Хальлӗхе ун пек ватӑсем тата тепӗр пиллӗкӗн иккен. Ҫамрӑк мар та, илсе ӗлкӗрччӗр ӗнтӗ тесси кӑна юлать-тӗр.

Сӑмах май, ҫак ыйту пур чухне те кал-кал татӑлса пырать теейместӗн-ха. Хӑйсен те ҫурт-йӗре лайӑхлатма тивӗҫҫине хӑш-пӗр ватӑн прокуратурӑпа суд тӑрӑх ҫӳресех ӗнентерме тиврӗ.

 

Спорт

Сочи хулинче иртекен Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑнма Чӑваш Енрен фристайл ӑсти Елена Муратова кӗме пултарнӑ. Ҫураласса вӑл Мурманск облаҫӗнче ҫуралнӑ-ха. 2012 ҫулта вӑл Чӑваш Ене пурӑнма куҫса килнӗ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне вӑл пуҫласа 2003 ҫулта кӗнӗ. Тӑватӑ ҫул каялла вӑл Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. 2012 ҫулта вӑл Европа кубокне ҫӗнсе илнӗ.

Олимпиадӑна хутшӑнакансенчен Елена чи вӑйлӑ фристайлерсен шутне Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата канадӑри спорстменсене кӗртет.

Халӗ Муратова Италире Олимпиадӑна хатӗрленет, унтан вӑл тӳрех Сочине килмелле.

 

Республикӑра

Паян Шупашкарта Ленинграда фашистсенчен ирӗке кӑларнӑранпа кӑҫал 70 ҫул ҫитнине халалласа асӑну кунӗ иртнӗ. Ленинграда хӳтӗлеме Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнче Чӑваш енри пиншер ҫын хутшӑннӑ. Ленинградри мирлӗ ҫынсем вара пирӗн патра хӳтлӗх тупнӑ. Ҫак тата ытти пирки чарӑнса тӑнӑ ҫав ҫулсене аса илнӗ май.

Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл Ленинграда фашистсенчен ирӗке кӑларнисене асӑнса хатӗрленӗ асӑну паллисемпе чысланӑ. Ӑна 24 ҫын тивӗҫнӗ. Мероприятие ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ.

Сӑнсем (50)

 

Республикӑра «Килех килчӗ тур ҫырни» спектакльти сыпӑк
«Килех килчӗ тур ҫырни» спектакльти сыпӑк

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков Сочинчи Олимпиадӑна тухса каять. Спортсмен пек мар паллах. Куракан евӗр. Вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗнче иртекен хоккея вырӑна ҫитсе курӗ.

Унта кайма май сиксе тухнине театр артисчӗсем хавасланса йышӑннине пӗлтерет театр. Каяс шухӑшлисем йышлӑн тупӑннӑ. Суйлав турӗ хыҫҫӑн 15-ӗн тӑрса юлнӑ. Шӑпа ярсах палӑртнӑ вӗсенчен пӗрне. Театрӑн нарӑс уйӑхӗнчи репертуарне ҫирӗплетнине кура хӑшӗсен шӑпа янӑ ҫӗре хутшӑнма май килмен — ара, спектакльте вылямалла-ҫке.

Калпака ҫын хушамачӗсене ҫырса янӑ та театрӑн профсоюз комитечӗн ертӳҫи хута туртса кӑларнӑ. Ун аллине Евгений Урдюков хушамачӗ кӗнӗ.

Урдюков — ҫамрӑк ӑрури артист. Вӑл 1989 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче ҫуралнӑ. Театрта 2011 ҫулта ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл темиҫе роле калӑплама ӗлкӗрчӗ. Анчах унӑн пуринчен ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ ролӗ тесе Арсений Тарасов пьесипе лартнӑ «Мунча кунӗ» драмӑри Михаила каламалла-тӑр. Унта вӑл сусӑр каччӑн рольне тӗлӗнмелле ӗнентерӳллӗ те чуна тивмелле вылять.

Малалла...

 

КӐР
27

Шахмат турнирӗ иртрӗ
 aleks-lyda51 | 27.01.2014 21:51 |

Спорт

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта шахмат турнирӗ иртрӗ. Ӑна Пучинке ялӗнчи «Красный партизан» (чӑв. Хӗрлӗ партизан) колхоз хуҫалӑхне 28 ҫул ертсе пынӑ Андреев Гурий Андреевича халалласа ирттерчӗҫ. Турнира йӗркелесе пуҫарса яраканӗ тата спонсорӗ — Владимир Гурьевич усламҫӑ, Гурий Андреевичӑн ывӑлӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, ӗҫлесе пурӑнать, «Аратрика» стройфирмӑн тӗп директорӗ.

Пӗрремӗш хут ҫак турнир Гурий Андреевич ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Йӗпреҫ поселокӗнчи шахмат клубӗн членӗсем тата Пучинке ял тӑрӑхӗнчи ҫак вӑййа кӑмӑллакансемпе шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен турнира Владимир Гурьевич хӑй вӗренсе тухнӑ тата ӗҫленӗ тӑван шкулӗнче ирттерме палӑртнӑ. Паян ӑмӑртура 40 ытла вӗренекен ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тупӑшрӗ. Судья тивӗҫне Гурий Андреевич мӑнукӗ, Андреев Андрей, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗн энергетикӑпа электротехника факультечӗн 5 курс студенчӗ чыслӑн пурнӑҫларӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3656, 3657, 3658, 3659, 3660, 3661, 3662, 3663, 3664, 3665, [3666], 3667, 3668, 3669, 3670, 3671, 3672, 3673, 3674, 3675, 3676, ... 4113
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 10

1939
87
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи вилнӗ.
1956
70
Рыбакова Светлана Николаевна, Чӑваш оперӑпа балет театрӗн юрӑҫи ҫуралнӑ.
1987
39
Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...