Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Ульяновск облаҫӗнче иртекен Чӑваш Республикин Культура кунӗсене хутшӑнакансем тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш наци уявӗн хӑнисем!
Раҫҫейри чӑвашсем йышлӑн пурӑнакан регионсем хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсем ҫултан-ҫул ҫирӗпленсе, вӑйланса пыраҫҫӗ. Ульяновск облаҫӗнче иртекен Чӑваш Республикин Культура кунӗсем тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш наци уявӗ — пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн, туслӑн хутшӑнса ӗҫленине ҫирӗплетекен ырӑ тӗслӗх. Чӗмпӗр ҫӗрӗ чӑваш культурипе искусствин тата ҫут ӗҫӗн вун-вун паллӑ ӗҫченне ҫуратса ӳстернӗ. Ҫак пархатарлӑ вырӑнтах Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе ырми-канми тӑрӑшнӑ, тӑван халӑхне ҫырулӑх тата Ҫӗнӗ Халалӑн Турӑ Ҫырӑвӗсене парнеленӗ Иван Яковлевич Яковлев паллӑ ҫутта кӑларакан ҫуралса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ. Ҫак тӑватӑ кун илемлӗхе юратакан ҫынсен чӗринче чи ҫутӑ туйӑмсемпе палӑрса юласса, вӗсене чӑваш наци культурипе историйӗн калама ҫук пуян еткерӗпе туллин паллашма, Ульяновск облаҫӗпе Чӑваш Республики хушшинчи культура ылмашӑвӗсене кӑна мар, чӑваш ҫыннисем пурӑнакан Раҫҫейри пӗтӗм регион, ҫавӑн пекех ун тулашӗнчи мӗнпур вырӑн хушшинчи культура ылмашӑвӗсене те анлӑрах тума пулӑшасса шанса тӑратӑп. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑн уйрӑмри филологи специальноҫне алла илекен студентсем диплом ӗҫӗсене хӳтӗлерӗҫ. Вӗсен шутӗнче — театр ӑсталӑхӗпе халӑх ташшине вӗренекенсем, халӑх тата эстрада юррисене тӗпчекенсем. Патшалӑх аттестаци комиссийӗн ертӳҫи И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн профессорӗ Л.П. Сергеев пулчӗ. Хисеплӗ профессор студентсен ташӑ ӗҫӗсем тивӗҫлӗ шайра пулнине ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче авалхи хӗрарӑмсен тата анат енчи, анатрипе вирьялсен ташшисене, паянхи сцена ҫинчи ташӑсене ӑнӑҫлӑ тишкернине палӑртрӗ. Уйрӑмах А.В. Игнатьевӑн „Хӗрарӑмсен авалхи пӗччен ташшин пуянлӑхӗпе ӳкерчӗкӗ”, Ж.Г. Ильинан „Аххаяс” авалхи чӑваш халӑх ташшин хайнееверлӗхӗ: ӗлӗкхи тата хальхи”, О.П. Сергеевӑн „Чӑваш ташшинчи ритуаллӑ хусканусен пӗлтерӗшпе тытӑмӗ” ӗҫӗсене ырӑпа асӑнчӗ. Студентсем хӑйсен ӗҫӗсене сцена ӑсталӑхне, балетмейстерпа режиссер ӗҫӗн хӑй евӗрлӗхне, уйрӑм артистсен пултарулӑхне, чӑваш ташшин тытӑмӗпе вӑрттӑнлӑхӗсене, тӗрлӗ тӑрӑхри юрӑ-кӗвӗ хӑй евӗрлӗхне тӗпчесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Н.И. Лобачевский музейӗ Чӑвашсен паллӑ писателӗ, пирӗн ентеш Никифор Мранька ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитсе пынине халалласа Куславккари Н.И. Лобачевский музейӗнче ҫак кунсенче вулавҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Никифор Мранькан пултарулӑхӗнче нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Ӑна вӑл 1959-1970 ҫулсенче ҫырнӑ. Ку вӑл чӑваш литературинчи истори темипе ҫырнӑ чи лайӑх эпикӑллӑ произведенисенчен пӗри пулса тӑрать. Шӑпах ҫак романри сыпӑксене илемлӗ вуласа пачӗҫ те ӗнтӗ конкурса хутшӑнакансем. Пӗр-пӗринпе пултарулӑх тӗлӗшӗнчен тупӑшма Энтри Пасарӗнчи, Елчӗкри, Тӗрлемесри вӑтам шкулсенче, Тӗмшерти тата Куславккари 1-мӗш тӗп шкулсенче вӗренекенсем килнӗ. Жюри членӗсем таврапӗлӳҫӗ тата поэт М. Андреев, хулари тӗп библиотека ӗҫченӗ Н. Орлова тата Музей-ҫуртӑн экскурсовочӗ Н. Егорушкина вӗсене тивӗҫлӗ хаксем пачӗҫ. Ҫапла вара пӗрремӗш вырӑна Энтри Пасарӗнчи вӑтам шкулта 7 класра вӗренекен А. |
Хунавсем лайӑх кайнӑ Ӗнер Михаил Васильевич Михайлов Йӑлӑм енчи ҫулӑмпа сиенленнӗ вӑрмана тӗрӗслерӗ. Хальхи вӑхӑтра пӗлтӗрхи сиене пӗтерес тӗлӗшпе Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче 10 бригада тӑрмашать. Вырӑнти халӑх та пулӑшать — килӗшӳпе укҫа тӳлесе хӑйсемех ҫунӑк йывӑҫа касаҫҫӗ, тирпейлеҫҫӗ, тиесе тухаҫҫӗ. Халӑха пурӗ 53 пин куб сутнӑ. Ҫутҫанталӑх пурлӑхӗсен министрӗн Иван Исаевӑн шучӗпе ку йывӑҫ пӳрт-ҫурт тума лайӑх, пӳрт тӑрри валли та юрӑхлӑ. Анчах та ӑна вӑхӑтра илсе тухмалла — тепӗр темиҫе уйӑхран ку йывӑҫ пахалӑхӗ самай чакӗ: хурт-кӑпшанкӑ ҫисе ярӗ. Хакӗ те йӳнӗ — сывӑ йывӑҫӑн пӗр кубометрӗ 200 тенкӗпе танлашать пулсан, ҫунӑк йывӑҫ хакӗ 8 тенкӗ ҫеҫ. Халӑха пурӗ 150 гектарти вӑрмана сутнӑ пулсан 21 гектартине хальхи вӑхӑтра касса тирпейленӗ те ӗнтӗ. Пурӗ 270 гектар лаптӑка тасатнӑ, 6,3 гектарта хыр хунавӗсене лартса тухма та ӗлкӗрнӗ. 80-85% вӗсенчен вӑй илнӗ те ӗнтӗ. Пӗтӗмӗшле ҫунса сиенленнӗ вӑрмансене 2011-2013 ҫулсенче сыватма шутлаҫҫӗ. Михаил Васильевич ҫавӑн пекех йӑлӑм енче пурӑнакан халӑхпа тӗл пулса калаҫрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Аякран курӑнакан сирпӗнӳсем Нумай пулмасть Пушкӑртстанра пулса иртнӗ евӗр пӑтармах паян Удмурт Республикинче пуҫланнӑ. Хӳтӗлӳ министерствин Пугачево посёлок ҫывӑхӗнчи Тӗп ракетӑпа тупӑ тытӑмне пӑхӑнакан ҫар складӗнче снарядсем сирпӗнме пуҫланӑ. Пушар-сирпӗнӳ 18 склада ярса илни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Вырӑнти халӑх хыпарланӑ тӑрӑх, Пӗчӗк Пурга районӗнче вырнаҫнӑ посёлок патӗнчи пушар темиҫе ҫухрӑмран курӑнать, сирпӗнӳсем вӑйланса ҫеҫ пыраҫҫӗ. Складсенче 50 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ялсемпе хуласене эвакуацилеме шутланӑ — вӗсене автобуссемпе илсе тухаҫҫӗ. Сирпӗнӳсем ҫулҫӳревҫӗсене сиен кӳресрен Улапӗкӗ — Пермь автоҫула, Аргыз-Ижевск чукун ҫула хупласа хунӑ. Пӑтӑрмахра хальлӗхе 7 ҫын таран суранланнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Калча аван шӑтса тухнӑ Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем кӑҫал ытти ҫулхинчен юларах килчӗҫ. Ҫӗр ҫынни ҫапах пуҫне усмарӗ — ҫуртрисемпе ҫӗр улмине планпа пӑхнӑ чухлех акса-лартса хӑварчӗ. Хресченӗн кӑмӑлне пӗлнӗ пекех, ҫумӑрсем ҫуса иртрӗҫ. Ҫанталӑкӗ те ӑшӑтрӗ. Акнӑ-лартнӑ культурӑсем шӑтса тухса вӑй илме пуҫӑнчӗҫ. Районти комисси членӗсем (председателӗ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика тата обществӑлла инфратытӑм управленийӗн начальникӗ И. В. Степанов) ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекен предприятисенче пулчӗҫ, уй-хирте ҫитӗнекен культурӑсем епле аталанса вӑй илнине хакларӗҫ. Ҫул ҫӳреве ҫавӑн пекех хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе агрономӗсем тата ял тӑрӑхӗсе пуҫлӑхӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрлех район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. В. Александров та пулчӗ. Чи малтанах пурте пӗрле тулли мар яваплӑ «Таябинка» Агрофирма» пӗрлешӗвӗн «Красноармейски-Ҫӗрпӳ» автоҫул хӗрринчи пӑрҫа пуссине ҫитрӗҫ. А.П. Афанасьев генеральнӑй директор каланӑ тӑрӑх, вӑл 60 гектар йышӑнать, лайӑх шӑтса тухнӑ. Сӑмах май, ытти хуҫалӑхра пӑрҫа акса тӑвассине манӑҫа кӑларнӑ. «Заря» хуҫалӑх «Новая сила» кооперативӑн пулнӑ хӑш-пӗр уйсене те акса тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Красноармейскинчи пӗрремӗш шкулта Кӑҫал Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 11-мӗш классенчен 115 яшпа хӗр вӗренсе тухать. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, юнкун, вӗсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ. Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче акӑ ку мероприятине халалланӑ уяв вӗренӲ учрежденийӗн ҫурчӗ умӗнчи лапамра театрализациленӗ мелпе иртрӗ. Чӑваш Республикин Гимнӗ янӑранӑ май вӗренӲпе спортра тата общество ӗҫӗнче малта пыракан А. Васильев, Д. Марков, А. Илларионов, В. Журавлев тата А. Пантелеймонов ялав ҫӗклерӗҫ. Выпускниксене Г.И. Юлмасова директор, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров, вӗрентӳре ӗҫлекенсен профсоюз райкомӗн председателӗ Г.И. Николаева, Красноармейскинчи ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ М.П. Прохоров, «Вольник» спортклуб директорӗ А.Н. Григорьев, пӗрремӗш класра вӗренекенсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ В.С. Антонова, ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Н.Г. Пантелеймонов саламларӗҫ, умри экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма сунчӗҫ. Вальс ташланӑ хыҫҫӑн йӗс шӑнкӑрав сассипе вун пӗрмӗшсем юлашки урока ларчӗҫ. Райцентрти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан иккӗмӗш вӑтам шкулта та вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ линейка иртрӗ, юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтӗлемелли куна паллӑ турӗ. Ҫӗмӗрле районӗнче те ӑна палӑртмасӑр хӑвармарӗҫ. Мероприятисен шутне ӗнер, ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Турханти В.Ярды ячӗллӗ культурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта иртнӗ «Пепкеада» (Малышиада) та кӗртме пулать. Унта Тӑванкасси, Якуртушкӑнь, Хутар, Турхан ялсенче вырнаҫнӑ шкул умӗнхи учрежденисене ҫӳрекен 5-6 ҫулхи ачасем хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑртакансем виҫӗ тапхӑр урлӑ тухма тиврӗ. Чи малтан Хутартисемпе Тӑванкассинчисем тупӑшрӗҫ — мала Арюхина Диана, Яковлев Эдуард тата Кузьмин Денис (Тӑванкасси) тухрӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑрта Турханрисемпе Якуртушкӑнь ачисем ӑмӑртрӗҫ. Кунта мала Краснов Александр, Ефимов Максим тата Михайлов Анатолий (Турхан) тухрӗҫ. Виҫҫӗмӗш, финаллӑ тапхӑрта, хӑйсен маттурлӑхне кӑтартса мала Турхан ачисем тухрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн Тӑванкасси ачисене лекрӗ. Эстафетта ӑмӑртӑвӗ ачасене те ашшӗ-амӑшӗсене те питӗ килӗшрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче кашни районтах Акатуй иртӗ. Хӑш-пӗр районти ялсенче вара ӑна ирттерме те ӗлкӗрнӗ. Сӑмахран, юрӑпа ӗҫ тата спорт уявне ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Аслӑ Чакри (Вӑрмар районӗ) стадионра уявларӗҫ. Тӗрлӗ тӗслӗ шарсем, транспарантсем, ялавсем ҫакӑнса тӑнӑран тата динамиксенчен хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янранӑран вӑл кунхи ҫумӑрлӑ та пӗлӗтлӗ тӑракан ҫанталӑк халӑх кӑмӑлне пӗрре те пӑсмарӗ, хавасланма чармарӗ. Ялти Акатуй тата та хаваслӑрах ирттӗр тесе Шупашкартан ятарласа артистсене чӗннӗ. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен юрри никама та тунсӑхлама памарӗ — халӑх вӗсемпе пӗрле юрларӗ, ташларӗ. Спорт пайне илес пулсан футбол та пулчӗ, кире пуканне йӑтасси те пулчӗ, «Кӗрешӳ» те, вӗрен туртасси те, ҫӑмӑл атлетикӑ та. Тӗп парнене «Кӗрешӳре» Аслӑ Чак ял ҫынни Валерий Григорьев ҫӗнсе илчӗ. Уяв тутлӑ апатсӑр иртмерӗ — чӑваш шӳрпи кашнине лекрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
хӗрерӑмсем ал вӑйне виҫеҫҫӗ Шӑматкун, ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Анаткас ялӗнче уяв иртрӗ — ял кунне паллӑ турӗҫ. Пӗрремӗш хут иртмест вӑл — халӑх ӑна ҫулсенчен паллӑ тӑвать. Пухӑнасса вара ял халӑхӗ кана мар, хулари тӑванӗсем те, юнашар вырнаҫнӑ ытти ял ҫыннисем те килеҫҫӗ. Чи малтан, паллӑ ӗнтӗ, вырӑнти влаҫ ҫыннисем сӑмах илчӗҫ — Иван гаврилович Сергеев пухӑннисене пурне те уяв ячӗпе салмаларӗ. Ҫавӑн пекех Николай Анатольевич Павлов (Вӑрмар район администрацийӗн ӗҫ управляющийӗ /управделами/), Геннадий Николаевич Ямуков (район пухӑвӗн депутачӗ) тата ялти хисеплӗ ҫын Юрий Анатольевич Максимов салам сӑмахӗ каларӗҫ. Малалла вара уяв пуҫланчӗ — чи малтанах шкул ачисем хушшинче кӗрешӳҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Хутшӑнакансен хушшинче аякран килнисем те пурччӗ — Шупашкартан, Хусантан, Вӑрмартан, Шӑмӑршӑран, ҫывӑх ялсенчен. Анаткассем хӑйсене хастаррӑн кӑтартрӗҫ — Григорьев Сергей, Семенов Александр тата Иванов Виктор вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |