![]() Мӗн пур ыррине, сапӑррине шӑпӑрлан пӗчӗклех ӑша хывать. «Ҫамрӑкла вӗренни — чул ҫинче, ватлӑхра — шыв ҫинче», — тесе ахальтен асӑрхаттарман ваттисем. Ку ӗҫре ашшӗ-амӑшне ҫепӗҫ юрӑсемпе хаваслӑ такмаксем, асамлӑ юмахсемпе ытарлӑ халапсем питӗ пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Сӑмсаран шаккаса вӗрентни, ятлани вуҫех те ҫук вӗсенче. Анчах кӑткӑс лару-тӑруран мӗнле тухмаллине, хӑйне еплерех тытмаллине хӑех ӑнкарса илет ача. Пӗтӗмлетӗвне те хӑй тӗллӗнех тӑвать. Елен Нарпи (Е.П. Чекушкина — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ) «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» ҫӗнӗ кӗнеки те (тиражӗ — 1500 экземпляр) хӗр пӗрчисемпе арҫын ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулассинче пӗртте иккӗленместпӗр. Чӑваш кӗнеке издательствинчен шӑпах Ҫӗнӗ ҫул умӗн пичетленсе тухнӑскерне чӑн-чӑн уяв парни темелле. Кӑларӑма тӑватӑ юмах кӗнӗ: «Хурӑнпа йыт пырши», «Ылтӑн тулӑ пӗрчи», «Салтак тӳмипе — Тал пиҫен», «Пакӑлти чакак». Кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли тесе палӑртнӑ пулин те, кӗнеке ҫитӗннисемшӗн те усӑллӑ пулмалла. Мӗншӗн тесен юмахсенче пытарӑннӑ вӑрттӑн шухӑша вӗсен чӗрисене те вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт. Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ. Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ. |
![]() ЧПТК каналӑн кадрӗ Паян Шупашкарӑн тӗп пайӗнче икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Вут-ҫулӑм тухни пирки пӗлсенех кунта 4 пушар машини пырса ҫитнӗ. Ҫулӑма ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: ҫуртӑн ҫур пайӗпе усӑ курманнипе пӗрех — пурӑнакансем унта сайтра хутра ҫеҫ килсе каяҫҫӗ иккен; иккӗмӗш ҫурринче вара пӗр пӗччен арҫын пурӑннӑ. Кӳршӗсем каласа панӑ тӑрӑх вӑл ӗҫме юратнӑ иккен. Вутпа кӗрешекенсем ҫурта тишкернӗ тӑрӑх пӗр вилӗ тупнӑ. Пушар мӗнрен тухнине хальхи вӑхӑтра тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн генеалоги пайӗн черетлӗ пухӑвӗ иртмелле — вӑл кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче пулӗ. Пухӑва 10 сехет тӗлне 201-мӗш пӳлӗме килмелле. Пухура сӳтсе явма тӑратнӑ ыйтусем: 1. 2013 ҫулталӑк хушшинче тумалли ӗҫсене палӑртни. 2. ДНК-генеалоги тӗлӗшӗпе хатӗрленӗ Чӑваш ӑслӑлӑхпа ӗҫлев проекчӗн хӑтлавӗ. Ҫак ыйтусемпе кӑсӑкланакансене пурне те йыхравлаҫҫӗ. |
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетрен тухнӑ — «Планетӑпа чӗре». Ку кӑларӑма чӑваш сӑвӑҫин тӗрлӗ вахӑтра ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ, ҫав шутра «Ҫуралман ача сасси» поэма та пур. Кӗнекен умсӑмахне Георгий Фёдоров профессор ҫырнӑ, унта вӑл сӑвӑҫӑн пултарулӑхне тӗплӗн тишкерсе панӑ. «Планетӑпа чӗре» вӗҫӗнче Николай Ишентейпе иртнӗ калаҫӑва та вырнаҫтарнӑ — вулавҫӑ авторӑн пурнӑҫӗпе те, пултарулӑхӗпе те, йӑпанӑҫӗсемпе те тӗплӗнрех паллашма пултарӗ. Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулта Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнсассӑн совхозра инженерта, вӑтам сыпӑкри ертӳҫӗре ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Василий Димитриев Паян ирхине, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, пирӗнтен паллӑ историк Димитриев Василий Димитриевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртӗ. 10 сехетре илсе килӗҫ, 13 сехетре тӑван ялне пытарма кайӗҫ. Димитриев Василий Димитриевич — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. 1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи ЧГПӐИ) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче профессор пулнӑ. |
![]() Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче чӑваш хӗллехи чи паллӑ уява, Сурхурине уявлама пуҫлать. 19-мӗшӗнче вара ҫак уяв вӗҫленет. Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара. Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Сурхури ячӗпе саламлать! Чӑваш халӑхӗн хастарӗсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе Сурхурине уявлама кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче (вырсарникун) «Ҫӑлкуҫ» хупаха пухӑнӗҫ, уява «Сӑвар» чӑваш наци культурин аталану центрӗ йӗркелет. Пуҫламӑшӗ — 12 сехетре. Пухура калаҫу та, юрӑ-ташӑпа савӑнасси те пулӗ. Шӳрпе пулӗ, килти сӑра. Чи пахи вара, паллах, хальхи лару-тӑрӑва сӳтсе явасси. Калаҫу хӗрӳ пуласса шанма пулать: Сурхурине уявлама Иван Христофорова, Виталий Станьяла, Анатолий Кипеча, Праски Виттине тата ытти паллӑ ҫынсене чӗннӗ. |
![]() Путинпа Жерар Депардье Раҫҫей МИХӗсем анлӑ ҫутатнӑран Жерар Депардье Раҫҫей паспортне илни пирки пӗлетӗрех пулӗ? Владимир Путин Президент хӑй аллипе тыттарнӑ тет. Раҫҫей паспортне парасси пирки шӑв-шав пуҫланнӑ хыҫҫӑн хрантсус актёрне ӑҫта кӑна чӗнмерӗҫ пулӗ? Чи малтанах Чечня Пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров йыхравларӗ, унтан Киров облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ те хӑйӗн тӑрӑхне чӗнчӗ. Жерар Депардье вара паян Саранскра пулнӑ иккен. Кунти тӑрӑха ӑна РФ Патшалӑхфильфончӗн директорӗ Николай Бородачёв (хӑй ҫак республикӑра ҫуралса ӳснӗ) йыхравланӑ. Саранска ҫитсен Хрантси актёрне республика Пуҫлӑхӗ Владимир Волков кӗтсе илнӗ, кунта тӗпленме ыйтнӑ. Ҫакна сӑмахпа кӑна мар, ӗҫпе те ҫирӗплетнӗ — ҫӗнӗ ҫуртри пӗр хваттерӗн уҫҫине парнеленӗ иккен. Хӑшӗ-пӗри хӗсӗк пӳлӗмре хваттерсӗр темиҫе ҫул пурӑнать — хрантсус актёрӗшӗн вара, вӑл вӗсен хулинче ура ярса пустар тесе, ним мар хваттер те парнелеме хатӗр иккен. Вӑл ҫеҫ те мар, Инсар шывӗ хӗрринче ятарласа ҫурт лартса пама та хатӗр иккен кӳршӗлле тӑрӑхри влаҫсем. Мӑкшӑ халӑх ҫыравҫисене унашкал сума сунмаҫҫӗ пуль? Вӗсен ӑмсанмалли ҫеҫ юлать. Жерар Депардье Саранскра православилле Раштава кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн Цюриха вӗҫсе каймалла тет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Атӑл» ВХКССК Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, спорт уявне ирттернӗ май Куславккари «Атӑл» ятлӑ вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртрӗ. Ҫак кун «Атӑл» комплекса 1 168 ҫын килчӗ. 400 ҫын бассейра шыва кӗчӗ, 308 ҫын — универсаллӑ пӳлӗмпе ҫырлахрӗ. Тренажерсен залӗ 150 ҫынна илӗртрӗ, кардиотренажерсен залӗ — 30 ҫынна. Прокатра та ҫын сахал мар пулчӗ: 250 ҫын тӑркӑч илчӗ, 30 ҫын — йӗлтӗр. Ӗнерех Ю.А. Зорин парнисемшӗн республика шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвне те ирттерчӗҫ. Пурӗ 13 волейболҫӑ ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Ҫак турнира Шупашкарти «Дент-а-мед» професилле стоматологин тӗп тухтӑрӗ Юрий Александрович Зорин йӗркеленӗ. Кӑҫалхи парне калӑпӑшӗ 40 пинпе танлашнӑ. Малти вырӑнсене Ҫӗнӗ Шупашкартан килнисем йышӑнчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна «Старко» ушкӑн тухрӗ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем 20 пин илсе кайрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн «Рэмисс» ушкӑна (12 пин) лекрӗ, виҫҫӗмӗш — «Средняя Волга» (чӑв. «Вӑтам Атӑл») ушкӑна. Спорт уявне вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче ирттерни пурне те кӑмӑла кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Спорт уявне тухнисем Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, республикӑри кашни тӑрӑхра спорт уявӗ иртрӗ. Ҫав шутра Сӗнтервӑрри районӗнчи Ӗсмел (Октябрьски) ялӗнче те. Ҫак кун ялти стадион шкулта ӗҫлекен пур вӗрентекене те пухрӗ, Григорьев Г.П. директор та вӗсенчен юлмарӗ. Вӑй-хал культурине вӗрентекенсем йӗркеленипе сӑрт ҫинчен йӗлтӗрпе ярӑнчӗҫ, хӑвӑрт чупассипе ӑмӑртрӗҫ. Тӑркӑчпа та ярӑнса канчӗҫ ҫак кун — ара пӗр кун маларах ятарласа тенӗ пек катока тасатрӗҫ-ҫке! Уяв епле иртнипе пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |