Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шуршӑл

Шуршӑл (выр. Шоршелы) — Чӑваш Республикинчи Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен ял. Шуршӑл ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ.

Географи

Мӑн Ҫавал юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 33 км, район центрне (Сӗнтӗрвӑрри) ҫитме — 17 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 33 км.

Истори

Историри ячӗ — Байбахтино (Шуршӑл). Кунта пурӑнакансем 1724 ҫулччен — ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси. XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1884 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа чиркӳ прихучӗн шкулӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Шоршелы» колхоз йӗркеленнӗ. Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Рункӑ вулӑсне, Шупашкар уесӗнчи Рункӑ тата Шемшер вулӑсӗсене кӗнӗ, 1927—1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн, 1962—1965 ҫулсенче Шупашкар районӗн йышӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

  • 1719 ҫул — 47 кил, 170 арҫын.
  • 1747 ҫул — 192 арҫын.
  • 1795 ҫул (3 выҫҫӑлкӑпа пӗрле) — 43 кил, 185 арҫын, 206 хӗрарӑм.
  • 1858 ҫул — 231 арҫын, 237 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 301 арҫын, 326 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 152 кил, 315 арҫын, 386 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 307 арҫын, 390 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 379 арҫын, 494 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 389 кил, 894 ҫын (409 арҫын, 485 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 319 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 865 ҫын (396 арҫын, 469 хӗрарӑм).

Наци йышӗ — чӑвашсем.

Инфраструктура

Ялта шкул, ача пахчи, Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ, вулавӑш, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, ветеринари пункчӗ, ҫыхӑну тата Сбербанк уйрӑмӗсем, СССР лётчик-космонавчӗн А. Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ, икӗ спорт лапамӗ, икӗ магазин, кафе пур.

Экономика

2010 ҫулта А. Г. Николаев ячӗллӗ ТМЯП ӗҫленӗ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Шуршӑл
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-03 22:28:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем