Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

АВН
03

Сваев — кӗпернаттӑр канашлуҫи
 Николай Йелмел | 03.09.2012 16:55 |

Владимир Сваев
Владимир Сваев

Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ C.И. Морозов облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗн пуҫлӑхне В.И. Сваева хӑйӗн национальноҫсен ӗҫӗсен канашлуҫи тунӑ. Унччен ку вырӑнта тутар ҫынни Р.Ф. Сафин ӗҫленӗ.

Владимир Ильич Сваев 1943 ҫулта Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш ялӗнче ҫуралнӑ. Куйбышеври план институтне пӗтернӗ. Раҫҫей Федерацин 1-мӗш класлӑ канашлуҫи. Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ ҫынни. Чӗмпӗр облаҫӗнчи миграци службине ертсе пынӑ. Чӑваш Республикин Президенчӗн Чӗмпӗр облаҫӗнчи полномочиллӗ представителӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсӗмшӗн» орден медалӗпе тата Чӗмпӗр ооблаҫӗн «За веру и добродетель» (чӑв. «Ӗненӳшӗн тата ырлӑхшӑн») паллипе наградӑланӑ. Ывӑлпа хӗр ҫитӗнтернӗ.

 

Ҫурлан 31-мӗшӗнче Шупашкара Киров ҫыннисем килсе кайрӗҫ — ушкӑн пуҫӗнче Киров хула администрацийӗн ҫумӗ Алексей Лопаткин пулчӗ. Инҫех мар вырнаҫнӑ тӑрӑхри тӳре-шарасен тӗллевӗ — хуласен тулли юбилейӗсене хатӗрлӗннӗ май пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси.

Шупашкар хулин официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗннисем 7 ҫултан тӗп хуламӑрӑн 550 ҫулне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ пулсан, кировсем 650 ҫула 12 ҫултан уявламалла. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулине никӗсленӗ ҫул авалрах пулин те пирӗн тӳре-шарасем темскер ӑна улӑштарасшӑн мар пулас. Тӗслӗхрен, Вӑта Сӑвар хулана асӑннине шута илсен эпир ним те мар тӗп хуламарӑн 755 ҫулне паллӑ тума пултарнӑ пулӑттӑмар. Шел те, патшалӑх ӗҫченӗсем ку енпе ытлашшиех тӑрӑшса ӗҫлемеҫҫӗ. Хаҫатсенче темиҫе статья тухнӑ хыҫҫӑн хула датине аваллатасси пирки урӑх ҫырма пӑрахрӗҫ.

Кировран килнӗ хӑнасене мӗн кӑсӑклантарма пултарнӑ-ха? Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи тата ҫӗнӗ микрорайонсенчи архитектура ӗҫӗсем вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Вӑл кун ҫил вӑйлӑ пулни те Кировран ҫитнӗ тӳре-шарасен кӑсӑкланӑвне чармарӗ.

Малалла...

 

Надежда Александровна Осипова
Надежда Александровна Осипова

СК ӗҫченӗ Владимир Маркин пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Надежда Осиповӑна судпа айӑплӗҫ — хӑйӗн вырӑнне усӑ курса вӑл 240 миллион укҫа ытлашши тӑкакланӑ имӗш. Унпа пӗрле ҫак ӗҫпе министерствӑн медицинӑпа социаллӑ пулӑшӑвӑн аталану управленийӗн пурлӑхпа тивӗҫтерекен пай начальникне Наталья Полетаевӑна та суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Йӗрлевҫӗсем тӗпченӗ тӑрӑх Надежда Натальйӑпа пӗрле ку ӗҫе тунӑ иккен.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх 2008-2009 ҫулсенче Полетаева сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем валли томографсем туянма хутсем хатӗрленӗ, Осипова вара пысӑк йӑнӑшсем пуррине кура куҫа хупса тавара кӳрекен организацисемпе килӗшӳсем тунӑ. Наталья Полетаева хатӗрленӗ хутсемпе чӑрмавсем пуртан конкурссене чылай организаци хутшӑнма пултарайман — ҫапла май томографсене хаклӑ хакпа туянма май килнӗ.

Надежда Осиповӑпа Наталья Полетаевӑна СК хӑйсен вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑплӗҫ, вӑл статьяпа 7 ҫул колони кӗтме пултарать. Паллах, Надежда та, Наталья та, хӑйсен апӑпне йышӑнмаҫҫӗ — пур ӗҫе саккунпа килӗшӳллӗн тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне СК томографсене кӳрекен организацисене те айӑплать — вӗсем хӑш-пӗр ӗҫе лицензисӗр пурнӑҫланӑ иккен.

Малалла...

 

Паян Етӗрне хулинче ҫулсерен иртекен «Кӗр парни-2012» ярмӑркка хӑйӗн ӗҫне пуҫлӗ. Район администрацийӗ ӑна хула ҫыннисене пахалӑхлӑ пахча ҫимӗҫпе тата йӳнӗ хакпа тивӗҫтерес тӗллевпе ирттерет. Ярмӑркка ҫавӑн пекех авӑнӑн 16-мӗшӗнче те ӗҫлӗ — пахча ҫимӗҫе паян туянаймасан икӗ эрнерен килме пултаратӑр.

Ярмӑркка ӗҫлекен вырӑнсем:

• Некрасов урамӗ, 26а ҫурт ҫывӑхӗнче;

• Сад урамӗ, 1 ҫурт.

 

Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра пысӑк уяв — Пӗлӳ кунӗ! Ҫак уява Шупашкар районӗнчи Ишлейри вӑтам шкула кӗрекен Етӗрнекасси шкулӗнчи кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем те чыслӑн кӗтсе илчӗҫ.

Ирех тӑнӑ вӗсем паян. Ӑҫтан ҫывӑрса ыйхӑ килтӗр-ха ҫакӑн пек паллӑ кун! «Шкулӗ пысӑках мар пулин те, хамӑр ялтах-ҫке!» — савӑнӑҫне пытараймарӗҫ ачисене ӑсатма пынӑ ашшӗ-амӑшӗсем те. Капӑр тумланнӑ, пысӑк чечек ҫыххисем йӑтнӑ тулли кӑмӑллӑ ачасем ирех савӑнӑҫлӑн шавласа пырса ҫитрӗҫ тӑван шкула. Вӗсем кӑҫал унта улттӑн вӗренеҫҫӗ. Савӑк кӑмӑлпа кӗтсе илчӗ вӗсене ҫӗнӗ вӗрентекенӗ.

Паянхи Пӗлӳ кунӗ ачасемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗсемшӗн те чӑн-чӑн уяв пулчӗ, вӑл нумайлӑха асӑмра юлӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем тулли пуласса ӗмӗтленсе саланчӗҫ ҫӗкленӳллӗ туйӑмлӑ шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем. «Пӗлӳ кунӗ ячӗпе пурне те пӗтӗм чунтан саламлатпӑр!» — ялкӑшрӗҫ вӗсен сӑн-пичӗсем.

 

Парк картине сӑрлаҫҫӗ
Парк картине сӑрлаҫҫӗ

Кивӗ Эйпеҫ ялӗ Улатӑр районӗнче илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ытти ялсенчен инҫетререх ларать пулин те кунти пурнӑҫ вӗресех тӑрать. Ял пӗчӗк мар пулнӑран ӗнтӗ кунти халӑх яланах хастаррӑн хӑйне кӑтартать.

Сӑмахран, Кивӗ Эйпеҫре нумай пулмасть иккӗмӗш парк уҫрӗҫ — малтанхи пекех вӑл ҫырмара вырнаҫнӑ. Ҫул хӗрринчен илемсӗр курӑнакан ҫырмана халӑх карта тытса ҫавӑрчӗ, картине штакетникран хатӗрлесе тӗрлӗ сӑрӑсемпе сӑрласа тухрӗ. Парк текенни епле-ха чечексӗр пултӑр? Чечекне те лартрӗҫ, клумба хӗррисене чулпа тата вӗрлӗкпе капӑрлатрӗҫ.

Ӗҫ-пуҫ кунпа ҫеҫ вӗҫленмӗ — малашне кунта саксем вырнаҫтарӗҫ, каҫ сӗмӗнче ларма — хунарсем лартӗҫ. Шӗшкӗрен авса тунӑ карта та планра пур.

Маттур! Кашни хӑйӗн ялне ҫапла илемлетсен кашни чӑваш ялӗ туристесене илӗртме пултарӗ!

 

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерте пысӑк ӗҫ пырать — кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума тытӑннӑ.

Аслӑ Пинер ялӗнчи шкул 1892 ҫулта уҫӑлнӑ. 1925 ҫулта шкулӑн ҫуртне хӑпартса ҫитернӗ. 1961 ҫулта вара хальхи кирпӗч ҫурта тума тытӑннӑ. Кӑҫал вара Аслӑ Пинер шкулӗ валли кирпӗчрен ҫӗнӗ капӑр ҫурт хӑпартма пуҫланӑ.

Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пурӗ 160 ача вӗренме пултарайрать. Шкулта газпа ӑшӑтакан котельнӑй, гараж пулӗ.

Хальхи вӑхӑтра 1-мӗш хутӑн стенине хӑпартаҫҫӗ. Ӗҫе УӖСО «Урмарская» (чӑв. «Вӑрмарти») АХО пурнӑҫлать, пурӗ 18 ҫын вӑй хурать, техника шучӗ — 3. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 45 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тума палӑртаҫҫӗ. Шӑнтиччен тулашри ҫыхӑну ӗҫӗсене туса ҫитересшӗн: газпа шыв пӑрӑхӗсене хурса тухасшӑн, каяш шывӗсен системине тӑвасшӑн, ӑшӑ кӗртекен системӑна вырнаҫтарасшӑн. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленнӗ май ҫанталӑк ӑшӑпа хавхалантармасть пулин те ҫурта хӑпартакансем ӗҫе пӑрахмаҫҫӗ, вӑй ҫитне таран ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Аслӑ Пинер шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тепӗр ҫул, 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче хута ямалла.

Ваттисем калашле, ӗҫӗ йӗплӗ пулин те, ҫимӗҫӗ сиплӗ пултӑр!

Малалла...

 

Паян Чӑваш Ен Пӗлӳ кунне уявлать! Шкул ачисем, студентсем тата вӗсен ӑсне ӳстерекен вӗрентекенсем! Пӗлӳ кунӗ ячӗпе сире пӗтӗм чунтан саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ӑнӑҫусемпе тата ҫитӗнӳсемпе тулли пултӑр! Тӑрӑшса вӗренсе пухнӑ пӗлӳ сая ан кайтӑр, ӳлӗмхи пурнӑҫра пулашсах тӑтӑр!

Чӑваш Енре паян 13 пин ача (пӗлтӗр 12 600) пӗрремӗш хут пӗрремӗш класа кайӗ. Ӑнӑҫу вӗсене! Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 505 шкул (вӗсенчен вуннӑшӗ — каҫхи шкулсем) ӗҫлӗ, 129 пин ача вӗренме ҫӳрӗ (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 509 шкул, 11 каҫхи, 128 600 ача). 86 пин ҫамрӑкҫын профессиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухӗ. Чӑваш Енре пуҫламӑшрисем — 11, вӑтаммисем — 31, аслисем — 24. Професиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче пурӗ 4,3 пин ҫын ӗҫлӗ. Шкулсенче, калама манса кайнӑ — 9,5 пин ҫын вӑй хурӗ.

Пирӗн пӗрлӗх тепӗр хут пурне те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлать!

 

Ҫурлан 27-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ интернет-педканаш хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн ирттерекен ҫак форум кӑҫал 6-мӗш хут чӑваш чӗлхипе литературине, культурӑна тата ытти хӑш-пӗр предмета вӗрентекенсене пуҫтарать. Яланхи пекех педагогсем инҫет канашлура тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем сӳтсе яваҫҫӗ, вӗренӳ институчӗпе тата ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗрле уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Самаях кӑткӑс ыйтусене татса парас ӗҫре Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикн министерстви те хастаррӑн хутшӑнать.

Педагогсен интернет педканашне яланхи пекех Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ йӗркелесе пырать. Кӑҫалхи форумра 9-мӗш тата 11-мӗш классем патшалӑх экзамӗнӗсене мӗнле тытнине тӗпчес, ачасене изложенипе сочинени ҫырма вӗрентес, ачасен чӑвашла хутшӑнӑвне аталантарас ыйтусем тата чӑваш педагогӗсем валли тухса тӑракан пӗрремӗш «Шкулта» электрон журнал тавра пырӗ.

Интернет педканаш хӑйӗн ӗҫне авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетме палӑртать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pkanash.chv.su
 

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Пӗлӳ кунӗ ячӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри мӗн пур вӗренӳ заведенийӗ хӑйӗн вӗренекенӗсене хапӑл туса йышӑнать, ҫавна май шкул ачисем, техника професси училищисемпе колледжсенче вӗренекенсем, аслӑ шкул студенчӗсем пӗлӳ тӗнчине ҫул тытаҫҫӗ.

Ҫав асамлӑ ҫул шкултан е аслӑ шкултан вӗренсе тухнипе кӑна вӗҫленмест. Ахальтен мар вӗт халӑх ӑслӑлӑхӗ: «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тесе вӗрентет. Лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ, тӗрлӗ енлӗ професси вӗренӗвӗ, пӗрмаях ҫӗннине пӗлме тата хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшни кирек камшӑн та ҫитӗнӳ тумалли майсем пулса тӑраҫҫӗ.

13 пине яхӑн пирӗн пӗчӗк гражданин хӑйӗн пурнӑҫӗнче шкул алӑкне пуҫласа уҫать. Ачасенчен ытларахӑшӗ пӗлӳ тӗнчипе ача садӗнче паллашма пуҫланине пурте пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та мӗн пур пӗчӗк ачанах шкулчченхи вӗренӳ учрежденине ҫӳреме майсем туса парасси Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе Правительство комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗн республикӑри районсемпе хуласенче 2014 ҫул вӗҫӗ тӗлне 24 ҫӗнӗ ача сачӗ туса лартмалла, юсаса ҫӗнетекеннисене те шута илсен, 48 хушма ача сачӗ уҫӑлмалла.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3637, 3638, 3639, 3640, 3641, 3642, 3643, 3644, 3645, 3646, [3647], 3648, 3649, 3650, 3651, 3652, 3653, 3654, 3655, 3656, 3657, ... 3854
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 19

1936
89
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
71
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...