Ямаш ялӗнчи урам Авӑнӑн 25-мӗшӗнче, кӗркуннехи лӑпка та хӗвеллӗ кун, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӑва вырӑнне карта тытма Ямаш, Эрӗмкасси, Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси тата Амачкасси ялӗсенчен халӑх пуханнӑ. Кун пирки Ямаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет. Асӑннӑ ялсенчи халӑх пӗр кун хушшинче 80 метр тӑршшӗ кивӗ карта пӑсса ҫӗнӗрен 200 метр ҫӗннине тытнӑ. Кашни хутшӑнакана ятран асӑнма пулать: Александров Валентин, Яковлев Валерий, Яковлев Александр, Захарова Анна, Васильев Геннадий, Яковлев Евгений, Федотов Анатолий, Федорова Евдокия, Карпов Олег, Федотов Валентин, Федоров Николай, Андреева Валентина, Порфирьев Константин, Ефимов Владимир, Лукин Евгений, Пантелеймонов Леонид, Карпов Владимир, Федоров Александр, Тимофеева Екатерина, Васильев Лев, Евсеев Николай, Миронов Николай, Ефимова Галина, Сергеева Дина, Яковлев Альберт, Федорова Лариса, Павлов Михаил, Васильев Валерий, Александров Владимир, Григорьев Юрий, Федоров Василий, Архипов Петр, Емельянов Виталий, Иванов Сергей, Макаров Виталий тата ыттисем. | ||
Юпан 10-мӗшӗ яланлӑхах республикӑн историйӗнче ҫырӑнса юлчӗ — эфира Наци телевиденийӗ тухрӗ. Наци телевиденийӗн кун-ҫулӗ 2010-мӗш ҫултан пуҫланать. Ун чухне Чӑваш Енри наци радио йышӗнче 4 ҫынран тӑракан видео ушкӑн йӗркеленнӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ Патшалӑх органӗсен сайтӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатса парасси пулнӑ. Ҫулталӑк иртсен радиопа телевиденине пӗрлештерсе Наци теллерадиокомпанине йӗркелеме шут тытнӑ. Кӗске вӑхӑтрах телеканал валли Наци библиотекин ҫӗнӗ ҫуртӗнче уйрӑм пӳлӗм хатӗрленӗ, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерсе тӑракан, цифра мелӗпе йӗркеленекен эфира тухма пултаракан ӗҫ хатӗрӗсем илсе студи йӗркеленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Наци телевиденийӗн пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленсе пынӑ. Кунта операторсем те. режиссерсем те, редакторсем те, журналистсем те, программистсемпе инженерсем те. Паян кӑнтӑрла 13 сехетре Наци телевиденийӗ тӗрӗслевлӗ эфира тухрӗ. Наци телерадиокомпанин программисемпе передачисене 18-мӗш «ВТК-Информ» каналӗ ҫинче курма пулать. Ҫитес эрнере Наци телевиденийӗн хӑйӗн кӑларӑмӗсем тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарти пуҫламӑш шкул тата чӗлхи уҫӑлайман ачасен сачӗ Раҫҫей президенчӗн фондӗнчен Чӑваш Республикинчи вӗренӳ учрежденийӗсем валли 15 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫав укҫана Шупашкарти коррекциллӗ ача сачӗсен ҫурчӗсене тӗпрен юсама усӑ курма йышӑннӑ. Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкула, чӗлхи уҫӑлайман ачасен садне, алли-ури йӗркеллӗ ӗҫлемен ачасен садне пулӑшас пирки тахҫанах шухӑшласа хунӑ. 1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкулта тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен садӗнче паянхи кун тӗлне 108 -ӑн. Кунта шкул ҫулне ҫитменнисен 6 ушкӑнӗ тата 4 пуҫламӑш класс. Кӑҫал тата психика аталанӑвӗ тӗлӗшӗнчен юлса пыракан ачасен тепӗр ушкӑнне йӗркеленӗ. Ача сачӗн ҫуртне иртнӗ ӗмӗрӗн 85-мӗш ҫулӗнче хапартнӑ, вӑл самаях кивелнӗ. Кунта юсамалли, ҫӗнетмелли темӗн чухлех. Ача сачӗн пуҫлӑхӗ Ирина Волкова пӗлтернӗ тӑрӑх чӳрече хашакӗсем ҫӗрсе кайнӑ. Канализаци пӑрӑхӗсен ӗмӗрӗ те иртнӗ, вӗсем тутӑхса кайнӑ, унта — кунта шӑтнипе шыв тумлать. Ҫурт тӑррине те улӑштармалла. Ҫуртра ытла нӳррипе урайне сарнӑ линолеум та кӑвакарнӑ. Юсав ӗҫӗсене пуҫлама йӑлтах хатӗр. Аукцион ирттерсе подрядчик суйласси кӑна юлнӑ. Ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне ҫурта юсаса пӗтерме палӑртнӑ. | ||
«Чӑваш тӗнчи» фильмран «Бичурин тата паянхи самана» музейра (Кӳкеҫре вырнаҫнӑ) Владимир Галошев ӳнерҫӗн «Тӳпери ҫӑлтӑр» ӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлчӗ. Курава ӳнерҫӗ 50 ытла ӗҫ тӑратнӑ — живопиҫ, графика тата декоративлӑ алӗҫ ӳнерӗ. Вӗсен тематики, тӗпрен илсен, чӑваш юмах-халапӗсенчи сӑнарсем: чӑваш туррисем, тӗнче пулса кайни, ырӑпа усал кӗрешни тата ытти те. В. Галошев «Тӗлӗнмелле тӗрӗ» (1996), «Эткер» (2009), «Чӑваш тӗнчи» (2011) илемлӗ фильмсен авторӗ. Пӗрине, сӑмахран «Чӑваш тӗнчи» фильма, эсир тетелти СУМ лавккара та туянма пултаратӑр. Вӗрентӳ министерстви те ун ӗҫӗсене Чӑваш Республикинчи шкулсенче усӑ курма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӑрнар районӗнчи Калинино «Ялти бокс академийӗ» никӗсӗ ҫинче республикӑра бокс енӗпе мала тухассишӗн «Урожай» физкультурӑпа спорт обществин ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 6 районти ҫӗре яхӑн спортсмен хутшӑннӑ, ҫав шутра — красноармейскисем те. 1994—1995 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫамрӑк боксерсем хушшинче 69 килограмлӑ виҫере Красноармейскинчи вӑтам шкулти Александр Тимофеев чемпион пулса тӑнӑ. Вӑл финалта Нурӑс шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Валерий Яшина ҫӗнтенрнӗ. Сӑмах май, Валера та Красноармейски каччиех, 10-мӗш класа Красноармейски 2-мӗш шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Амӑшӗ те, Игнатьева Т.А., Красноармейскинчех пурӑнать. Александр Тимофеевпа пӗр класра вӗренекен Александр Павлов 75 килограмлӑ виҫере иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 1993 ҫулта ҫуралнӑ тата унран аслӑрах спортсменсем хушшинче 81 килограмлӑ виҫере Красноармейскинчи Вадим Сергеев чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене дипломсемпе тата асӑнмалӑх призсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем хӑйсен ирӗкӗпе пушарҫӑсен ӗҫне хутшӑнакансене налук тӗлӗшӗнчен ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерме, укҫа-тенкӗ парса хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫакӑ район хыснишӗн тӑкаклӑ пулӗ, анчах урӑхла май ҫук. Тӑрук инкек сиксе тухсан аякра вырнаҫнӑ 29 яла ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра ҫитеймесен те пултараҫҫӗ. Асаилтеретӗп, инкеклӗ ҫӗре вӗсен 20 минутран кая юлмасӑр ҫитмелле. Хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралӗнче тӑракан ҫынсене шалу тивӗҫмест. Патшалӑх ҫӑмӑллӑхсем пуласса шантарать. Ҫӗрпӳ районӗн депутачӗсем, сӑмахран, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене страхлама палӑртнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫӑлавҫӑ ҫемйине укҫа-тенкӗпе пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне пушар хуралӗнче тӑракансене ҫӗр налукӗнчен хӑтарма палӑртнӑ. — Депутатсен йышӑнӑвӗ пур, — тет Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина. — Халӗ ятарлӑ службӑсем документсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи хыснара асӑннӑ ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ пӑхса хурӑпӑр. Халӗ Чӑваш Енре 759 дружина тата хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралӗнче тӑракан 23 ушкӑн. | ||
Шулӗксен фоторобочӗ Суйлав ҫывхарса пынине кура кандидатсем кӑна мар хастарланаҫҫӗ. Шупашкарта паллӑ партисен ячӗсемпе усӑ курса ҫынсене улталакансем тупӑннӑ. 72-ри кинемей патне урамра палламан хӗрарӑм пынӑ, вӑл хӑйне суйлава хутшӑнакан парти ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх партин ветерансемпе пенсионерсем валли ятарлӑ программа пур. Унпа килӗшӳллӗн кинемей «парне» — укҫа илме пултарать иккен. Калӑпӑшӗ вара перекет кӗнекинче мӗнчул укҫа упраннинчен килет тенӗ. Ҫак самантра вӗсем патне тепӗр икӗ хӗрарӑм пырса тӑнӑ. Пӗри ҫавнашкал укҫа илтӗм тесе ӗнентернӗ, тепри вара ват ҫынна перекет кассине ҫитме пулӑшнӑ. Укҫа виҫине ӳстерес тесе кинемей хӑйӗн 60 пин тенкине кассӑран илет те суя полит ӗҫченӗсене тыттарать. Кун хыҫҫӑн «пенсионерсемшӗн тӑрӑшакансем» документсем ҫырмалла тесе айккинелле кайса ҫухалнӑ. Кӑлӑхах кӗтнӗ вӗсене кинемей. Паянхи куна полицейскисем шулӗксене шыраҫҫӗ. Вӗсен фоторобочӗсене тунӑ. Виҫӗ хӗрарӑм, 40-60 ҫулхисем. | ||
Тӗлпулури пӗр самант Патӑрьел тӑрӑхӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑсемпе пуян. Вӗсен хушшинче хисеплӗ ята тивӗҫнӗ хӗрарӑмсем те ҫителӗклех. Вӗсенчен пӗри — Юлия Силэм ҫыравҫӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эпир унӑн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӑмар. Паян пирӗн юратнӑ ҫыравҫӑ хӑйӗн тӑван Патӑрьел тӑрӑхне Валери Тургай, Улькка Элмен ҫыравҫӑсемпе килсе ҫитрӗ. Малтан Патӑрьел вулавӑшӗнче, каярах хӑйен тӑван ялӗнче ентешӗсемпе, вулавҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Эпир унӑн «Пылпа ҫӑкӑр», «Ҫылӑхлӑ хӗрарӑм», «Хӗрӗхри хӗр», «Юр ҫинчи кӑвайт» тата ытти нумай хайлавӗсене пӗлетпӗр, юратса вулатпӑр. | ||
Иккасси ялӗ Юпан 2-мӗшӗнче Культура Марафонӗн йӗркипе Шупашкар районне кӗрекен Иккассинчи Культура ҫуртӗнче Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Василий Леканов пьесипе лартнӑ «Юратсан юрлас килет» спектакль кӑтартнӑ. Чи малтан ҫак яла хӑнана килсе каяссине сцена ӑстисем ахаль суйламан паллах. Кунта, юнашарти Платка ялӗнче, РФ тава тивӗҫлӗ, ЧР халӑх артисчӗ Иван Геннадьевич Иванов ҫуралса ӳснӗ, раштавӑн 15-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитет. Спектакле паллӑ артистӑн тӑванӗсемпе тус-юлташӗсем те пуҫтарӑннӑччӗ, Шупашкартан килнӗ сцена ӑстисен вӑййине килленсе курса ларчӗҫ. Марафон вӗҫленмен — малалла тӑсӑлать. Сӑмахран, юпан 4-мӗшӗнче артистсем Апашри клуб-музейре Николай Угарин пьесипе лартнӑ «Савнӑ кин» спектакль кӑтартнӑ. Ыран вара, юпан 8-мӗшӗнче, Тутаркассинчи Пултарулӑх ҫуртӗнче куракансем валли «Юратсан юрлас килет» спектакль пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
«Ситема 112»Пирӗн республикӑра «Система 112» ҫӗнӗ проект тӗрӗслесе пӑхма йышӑннӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — васкавлӑ пулӑшу службисене пӗр телефон номерӗпе чӗнсе илмелле тӑвасси. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Олег Макаров тата «Ростелеком» пӗрлешӳ вице-президенчӗ Дмитрий Проскура килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Тӗрӗссипе вара ҫӗнӗлӗхе пирӗн тӑрӑхра унчченех пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Вӑл инкек мӗн сиксе тухсан ҫынсене хӑвӑртарах пулӑшу чӗнсе илме май парать. Ҫавах та хальлӗхе ку системӑна тӗрӗслесе пӑхмалли проект кӑна-ха. Пӗтӗмлетӳ туса проект тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарнине палӑртсан унпа пирӗн Чӑваш Енре туллин усӑ курма пуҫлӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |