Чӑвашсен культурипе, чӗлхипе, этногенезӗпе пирӗн республика ҫыннисем кӑна мар Мускавсем те кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Ҫак кунсенче Раҫҫейӗн тӗп хулинче хӑйӗн ӗҫне тӳллевсӗр чӑваш шкулӗ пуҫланӑ. Пӗрремӗш занятийе Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ панӑ ирекӗпе Чӑваш Республика элчи — Леонид Волков — ирттернӗ. Вӑл итлекенсене чӑваш халӑхӑн этногенезӗпе историйӗ ҫинчен каласа панӑ, наци культурин, ҫырулӑхӑн, юрӑ-кӗввин уйрӑмлӑхӗсене уҫса панӑ тата чӑваш чӗлхин этимологине ӑнлантарса панӑ.
Малашне, ҫулталӑк тӑршшӗпе ятарлӑ курссен преподователӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетне пӗтернӗ Евгений Степанов пулать. Асӑннӑ курссене усламҫӑсем, журналистсем, менеджерсем, вӗренекенсем, шкул ачисем, ҫав хушӑрах Мускав авиаци институчӗн аспиранчӗсем тата Мускавпа Мускав облаҫӗнче пурӑнакан Пӗтӗм Раҫҫей тулаш суту-илӳ академийӗн вӗрентекенӗсем ҫырӑннӑ.
Итлекенсем шутне 15 ҫултан пуҫласа 50 ҫулсенчи ҫамрӑксемпе аслӑ ӑру ҫыннисем кӗнӗ.