![]() Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ оппозици утни Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче пухусем ирттерес йӗркене ҫирӗплетекен саккуна пӑхса тухма кӗртнӗ тет. Ун тӑрӑх халӑха йышлӑ пуҫтарса митинг-пуху таврашне ирттерес тесен пурӑнмалли ҫуртсенчен, патшалӑх учрежденийӗсенчен, ҫулсемпе тротуарсенчен, вокзалсенчен, суту-илӳ ҫурчӗсенчен, пасарсенчен тата ытти тӗрлӗ енлӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑнсенчен 50 метр аяккарах лаптӑк шырамалла иккен. Паллах, кунашкал вырӑна тупас тесен республикӑн тӗп хулинче ҫутӑ ҫутса та тупаяс ҫук. Ирӗксӗрех вӑрмана кайма тивет-ши? Ҫӗнӗ патшалӑх хутне 54-ФЗ номерлӗ федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ пулас. Патшалӑх Канашӗн профиллӗ комитечӗ ку ҫӗнӗлӗхе ыран, аванӑн 18-мӗшӗнче пӑхса тухмалла тет. Официаллӑ сайтсенче вара саккун тексчӗ халӗ те ҫук имӗш. Кӑсӑкланакансем ӑна «Щит и меч» право йӗркине сыхлакан организаци ертӳҫин блогӗнче тупайраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Сӑкӑт шкулӗ Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче пӗрремӗш класра вӗренекенсем паян Анюрова А.В. класс ертӳҫипе пӗрле Кӗнекесен тӗнчинче, тепӗр май каласан — вулавӑшра, хӑнара пулчӗҫ. Пысӑк та хӑтлӑ залра капӑр стеллажсем ҫинчен пӗчӗк шӑпӑрлансем ҫине ҫӗршер те ҫӗршер кӗнеке йӑл-йӑл кулса пӑхаҫҫӗ пек: «Акӑ пирӗн ҫӗнӗ туссем ҫитрӗҫ! Килӗрех, иртӗрех! Атьӑр, паллашар, туслашар!», — тенӗ библиотека хуҫи. В.Н.Тестова ҫӗнӗ хӑнасене хапӑл туса йышӑнчӗ, кӑтартса, ӑнлантарса пачӗ — вулавӑшпа тӗплӗн паллаштарчӗ. Мӗн тӗрлӗ кӗнеке ҫук-ши кунта! Ҫӳп-ҫӳхи те, мӑнтӑрри те, пӗчӗкки те, тем пысӑкӑшши те, тӗрлӗ тӗсли, тӗрлӗ ӳкерчӗкли... Кӗнекене шакӑртаттарса вулама пӗлекенсем те пур иккен ачасем хушшинче. Хӑшӗ-пӗри вуласа та кӑтартрӗ. Хавас кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ пӗрремӗшсем класа. Вулавӑш питӗ килӗшрӗ вӗсене. Кӗҫех акӑ, ҫӗнӗ сукмаксем те хывӑнӗҫ библиотекӑна. Ҫулӗ такӑр пултӑр, вулама юратакансен шучӗ чакса мар, ӳссе пытӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӗмпӗрти Акатуйра «Извести» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей правительстви ятарлӑ хут хатӗрленӗ иккен, вӑрттӑн япала тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ун тӑрӑх халӑхсен хушшинчи хутшӑнӑва ҫирӗплетес тата хирӗҫӳлӗхе пӗчӗклетес тӗллевпе федераллӑ телеканалсенче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен культурине ҫутатакан фильмсене кӑтартма хушасшӑн. Унсӑр пуҫне «ТВ-Центр» тата «Мир» каналсемпе тӳрӗ эфирта Сабантуя (ҫав шутра чӑвашсен Акатуйне те), Курбан-байрама, Мэрцишора, Навруза тата ытти уявсене кӑтартмалла иккен. Христиансен уявӗсем валли те эфирта вӑхӑта ытларах уйӑрмалла иккен. «Извести» ҫырнӑ тӑрӑх правительство хутӗнче еврейсемпе буддистсен уявӗсем валли темшӗн вырӑн тупӑнман. Ҫавӑн пекех ӑс-тӑн вӑййисенче те халӑхсен культурипе паллаштаракан ыйтусен йышӗ ӳсмелле. «Своя игра» (чӑв. «Хамӑн вӑйӑ») продюссерӗ Сергей Пехлецкий пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен патне кунашкал хушусем ҫитмен-ха, ҫапах та ку вӑйӑра тӗрлӗ халӑхсен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем унччен те сахал мар пулнӑран пысӑк улшӑнусене кӗтменни пирки вӑл каласа панӑ. Мӗнех, Акатуя та пулин федераллӑ каналсемпе кӑтартсан пирӗн халӑх пирки Раҫҫей ҫыннисем ытларах пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗнӗ ӑмӑрту!![]() «Язык для успеха» (Шупашкар) шкулпа Раҫҫей чӑвашӗсен культурӑпа наци автономийӗ (Мускав) чӑваш ҫамрӑкӗсем валли «Аталану-2012» пӗлӳ ӑмӑртӑвне пуҫарнӑ. Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 авӑнӑн 30-мӗшӗччен пырӗ, вӑл инҫет ҫыхӑну майпа иртӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 8-11 класс ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫак ӑмӑрту ачасенче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланас туртӑма вӑйлатасса йӗркелӳҫӗсем чӑннипех те шанаҫҫӗ! Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗн официаллӑ сайтра пӗлме пулать: www.atalanu.com. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кӗнекен хуплашки 2011 ҫул Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн паллӑ тапхӑр пулчӗ. Иртсе кайнӑ ҫулталӑка пирӗн сумлӑ ентешӗмӗре, Мӑн Шетмӗре ҫуралса ӳснӗ пӗртен пӗр Совет Союзӗн Паттӑрне Владимир Васильевич Васильева халалларӗҫ. Ҫак паллӑ датӑна хисеп туса паллӑ журналист, Трак енри таврапӗлӳҫӗсен обществин ертӳҫи, ЧР халӑх академикӗ, Н. Янкас тата М. Тинехпи ячӗллӗ премисен лауреачӗ В. З. Константинов «Кладезь здоровья и патриотизма» ятлӑ кӗнекене вулакан патне ҫитерчӗ. Ку авторӑн тӑххӑрмӗш кӗнеки пулчӗ. Вулакана пӗлме. В.В. Васильев 1911 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Владимир Васильевич хӑйӗн кун-ҫулӗн виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ пурӑнса ирттернӗ. Унӑн малашнехи шӑпине Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑ татса панӑ. Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе В. Васильев паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Одер юханшывӗ хӗрринчи тытса илнӗ плацдарма хӳтӗлесе пирӗн ентеш чылай фашиста тӗп тунӑ. Нумай хутчен аманнӑ пулин те, палӑртнӑ позицирен пӗр хутчен те чакман. Хӑйӗн калама ҫук паттӑр вилӗмӗпе вуншар салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Анатолий Юман Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан поэт, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ Анатолий Ермилов-Юман авӑнӑн 12-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Вӑл Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 40 ҫула яхӑн район хаҫатӗнче вӑй хунӑ. "Канаш" хаҫата пуҫласа яракансенчен пӗри пулнӑ. Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ ҫынни. Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ, Мария Ульянова ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш халӑх ӑсчахӗ, ЧНКан Ваттисен канашӗн членӗ. 45 кӗнеке авторӗ. Юлашки ҫулсенче А.Юман чӑваш литературинче сонетсен кӗнекисене пичетлесе кӑларса палӑрчӗ. «Анатолий Юман — ку чухнехи чӑваш литературинчи чи сумлӑ ятсенчен пӗри», — тесе ҫырать Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Аристарх Дмитриев. Юман пултарулӑхне тӗрлӗ вӑхӑтра чӑваш литературин ҫӑлтӑрӗсем: Ухсай Яккӑвӗ, Петӗр Хусанкай, Юхма Мишши, Стихван Шавли, Ваҫлей Давыдов-Анатри, Георгий Ефимов, Юрий Сементер, Алексей Воробьёв, Анатолий Смолин тата ыттисем — пысӑк хак панӑ. | ||
![]() Николай Янгер Юпан 11-мӗшӗнче РФ Журналистсен Союзӗн пайташӗ, Красноармейски районӗн Н.Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн активлӑ ӗҫченӗ, Н.Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Николай Гаврилович Ершов (Янгер) сӑвӑҫ 70 ҫул тултарать. Мухтавлӑ ентешӗмӗре сума суса районти Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ районти шкулсенчи ҫамрӑк сӑвӑҫсен конкурсне ирттерме палӑртрӗ. Вӑл авӑнӑн 15-мӗшӗпе юпан 15-мӗшӗччен пырать. Унта сӑвӑ ҫырма кӑмӑллакансем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса хатӗрленӗ материалсене чи малтан шкулсенчи литература кружокӗсенче пӑхса тухаҫҫӗ. Кӑтартусене Н.Ершов ячӗллӗ конкурса хатӗрленсе ирттерекен ятарлӑ комисси пӗтӗмлетет. Сӑвӑсене Красноармейски районӗн хаҫат редакцине ҫитермелле. Чи лайӑххисене «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра вырӑн параҫҫӗ. Конкурсра малтанхи виҫӗ вырӑн йышӑннисене Николай Ершов хӑй ячӗллӗ дипломпа тата премипе чыслать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, производство йӗркелӳҫи, 1964-2007 ҫулсенче «Ланинская искра» колхозӑн председателӗнче вӑй хунӑ Аркадий Павлович Айдак вилсе кайнӑ. Сывпуллашу ыран, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ял клубӗнче 12:00-13:00 сехетсенче иртӗ. Айдак Аркадий Павлович 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1960 ҫулта ПСҪЛКС Чӑваш обкомӗн вӗренекен ҫамрӑксен инструкторӗ, 1961 ҫулта — ССКП Етӗрне райкомӗн пропагандисчӗ, ПСҪЛКСӑн Етӗрне райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1962 ҫулта «Ленинская искра» (чӑв. «Ленин хӗлхемӗ») колхозӑн пӗрремӗш парторганизацийӗн секретерӗнче тӑрӑшнӑ. 1964 ҫултанпа вара 43 ҫул «Ленинская искра» колхозӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Алексей Ладыков Кӗҫнерникун, авӑнӑн 13-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта Шупашкар хула администрацийен пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа калаҫма пулать. «Тӳрӗ эфир» телефонӗ: 23-50-06. Ладыков Алексей Олегович — 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет. Экономика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ, 35 ҫулта. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 2000–2002 ҫулсенче «Протект» ТМЯО директорӗн ҫумӗ пулнӑ, 2002–2011 ҫулсенче — «Инкрит» ТМЯО директорӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗ, партин Шупашкар хулинчи политика канашӗн пайташӗ. Шупашкар хулин 4-мӗш тата 5-мӗш пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Спектакльти пӗр самант Ҫак кунсенче Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Туганлык» V фестиваль иртет. Пирӗн респуликӑран унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кайсаччӗ, авӑнӑн 7-мӗшӗнче вара вӗсем М. Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльне лартса пачӗҫ. Ӗпхӳри фестивале Тутарстан, Дагестан, Алтай, Хакаси театрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫаван пекех Казахстан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Турци, Крым тата ытти ҫӗршыври тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсем пурри ҫак фестиваль пысӑк шайра иртнине кӑтартать. Пирӗннисене те унта курма чӑн та питӗ хаваслӑ! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакле Станислав Васильев режиссёр лартнӑ. Ӑна Турцире, Тутарстанра тата Мӑкшӑ Республикинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче пысӑк хакланӑ, тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫнӗ вӑл. Спектакль пирӗн мӑн асаттесен авалхи йӑхӗн историне сӑнласа кӑтартать. Рольсенче — Наталья Шамбулина, Светлана Савельева, Лидия Красова, Василий Павлов, Ольга Почалкина, Александр Степанов, Владимир Григорьев, Венера Пайгильдина тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |