![]() Ӑмӑртура Шӑмӑршӑ районӗнче нумай пулмасть «Чӑваш пики — Илемлӗ Юрпике» ятпа илемлӗх ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Чаплӑ уяв каҫӗ «Шӑмӑршӑ район культурин аталану центрӗ» учрежденин концерт залӗнче пулчӗ. Ӑмӑртӑва 18–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнчӗҫ. Хаклавҫӑсен умӗнче вӗсем чӑваш йӑли-йӗркине епле пӗлнипе, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе тупӑшрӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш халӑх тумӗпе те капӑрланса кӑтартрӗҫ. Ӑмӑрту вӗҫленнӗ май ҫак пикесем мала тухрӗҫ: - «Пултаруллӑ Юрпике»: Чамеева Мария (Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗ); - «Илемлӗ Юрпике»: Стратилатова Алёна (Мишер Палтиел ял тӑрӑхӗ); - «Ӗҫчен Юрпике»: Полякова Любовь (Карапай Шӑмӑршӑ ял тарӑхӗ); - «Ӑста Юрпике»: Кошкина Виктория (Пуянкасси ял тӑрӑхӗ). «Чӑваш пики — Илемлӗ Юрпике» ята вара Смаева Ксения (Васан ял тӑрӑхӗ) ҫӗнсе илчӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ пикесем, паллах, хаклӑ парнесемпе хисеп хучӗсемсӗр юлмарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗр чӗтреннӗ?![]() Шупашкарта паян юханшыв порчӗ ҫумӗнче ҫӗр чӗтренни пирки халӑх пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла иртсен икӗ сехет ҫурӑра пулса иртнӗ имӗш: стенасемпе люстрӑсем чӗтреме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Президент булварӗнче, Константин Иванов урамӗнче тата ытти вырӑнсенче пулнӑ халӑх та ҫавнашкал пулӑма туйнӑ иккен. ЙӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх хӑрамалли нимӗн те ҫук. Раҫҫей Федерацин ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи халӑхпа ӗҫлекен тата информаци пай пуҫлӑхӗн ӗҫне тӑвакан Вероника Чернова ҫапла пӗлтернӗ: «Ку пулӑм сасартӑк ӑшӑтса янӑран тӑпра ӑнсӑртран аннипе е куҫнипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв порчӗн ҫуртӗнче кантӑксенче темиҫе ҫурӑк пур. Халӑх пӗлтернӗ ҫурӑк пирки калас пулсан вӑл тахҫанах пур, паянхи пӑтӑрмахчченех тухнӑ. Никам та аманман, нимле ҫурт та ишӗлмен. Юханшыв портӗнче ӗҫлекенсене килелле яма сӗннӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен ячӗпе саламлатӑп! Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗҫленекен ҫулталӑк кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетесси, мӗн тунине хакласси, малашлӑх валли плансем тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп: тӗп макроэкономика кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш Ен каллех ҫӗр-шывӑн чи ӑнӑҫлӑ регионӗсен шутне кӗчӗ. 2012 ҫулта эпир бюджет укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курас, пӗчӗк бизнес аталанӑвӗ валли лайӑх условисем йӗркелес, экономикӑра тата бюджет сферинче ӗҫ укҫине ӳстерес, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, пӗчӗк тупӑшлисене, ветерансене патшалӑх енчен пулӑшассине вӑйлатас тӗллевлӗ политика тытса пытӑмӑр. Обшествӑпа администраци енчен ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине, вӑхӑтра комплекслӑ мерӑсем йышӑннине пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсене сӑлтавсӑр ӳстерме памарӑмӑр. Ӗҫ стажӗ 40 тата 45 ҫула ҫитнӗ аслӑ ҫулсенчи 20 пин ытла ҫын «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ят тата хушма ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курмалли право илчӗ. 2012 ҫулхи кӑрлачран тытӑнса виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене республикӑн 100 пин тенкӗпе танлашакан амӑшӗн капиталне тӳлетпӗр, ӑна кӑҫал 1,5 пине яхӑн ҫемье илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() 2015 ҫулта Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа ушкӑнсем хушшинчи 6-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Унччен вӑхӑт нумай пулин те хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Паянхи ларура шӑп та лӑп ҫак ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ. Республикӑн спорт министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх атлетсене илсе килессине тата кунта пурӑннӑ вӑхӑтра тӑкаксене саплаштарассине Европӑн ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗ хӑйӗн ҫине илнӗ. Хулари спорт ҫурчӗсене ҫӗнетсе хӑт кӗртессишӗн вара пӗтӗмпех республика яваплӑ пулӗ. Пурӗ 213 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ, вӗсенчен 113 миллионӗ «Олимпийский» стадионпа «Спорт» хӑна ҫурчӗ валли каймалла. Канашлӑва хутшӑнакансем «Сувар-отель» пирки калаҫу пуҫланӑ май кунти ӗҫе халь те пуҫламанни вӗсене пӑшӑрхантарчӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис» компани (вӑл ҫак ҫурта туяннӑ) ӗҫе 1-мӗш кварталта пуҫлама шантарни пирки пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев вара хӑйӗн сӑмахӗнче ҫирӗпрех пулчӗ: «Ҫулталӑк каяллах шантарсаччӗ. Тепӗр ҫул иртсен чемпионат вӑхӑчӗ те ҫитсе тӑрать. Пуҫласшӑн мар пулсан ҫурта туса ҫитерме пултаракансене сутччӑр. Ҫыранхӗррин сӑнне пӑсса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Железнодорожник КК Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Чулхулана К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем хӑнана килӗҫ — вӗсем кунта пӗрремӗш хут чӑвашла спектакль лартса парӗҫ. «Юратсан юрлас килет» икӗ пайлӑ камита курма Железнодорожниксен культура керменне ҫитмелле пулӗ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Билет хакӗ: 250–500 тенкӗ. Ыйтса пӗлмелли карас номерӗ: 8-906-36-76-785. Камит авторӗ — Василий Леканов, режиссёр — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андиян Павлов, илемлетекенӗ — Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫи Юрий Матросов, спектакле лартакан ӳнерҫӗ — СССР халӑх артисчӗ, РФ тата ЧР патшалах премийӗн лауриачӗ В.Н. Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нумай пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинчен пысӑк вырӑсла-чӑвашла сӑмах пуххи пичетленсе тухнӑ. Икӗ кӗнекерен тӑракан словаре паллӑ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Михаил Скворцов хатӗрленӗ. Ку пысӑк ӗҫе пурӗ 32 пин ҫурӑ сӑмах кӗнӗ. Хушма пайра кӗскен вырӑс грамматики ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Вулакан ҫавӑн пекех унта ҫын ячӗсемпе географи ячӗсене, кӗскетӳсене тупма пултарать — вӗсене вырӑсла тата чӑвашла илсе панӑ. Словаре ҫывӑх вӑхӑтра «СУМ» лавккара туянма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() РФКП депутачӗ Тамара Плетнева Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне кӗртнӗ — паспортра наци паллине палӑртма тытӑнасси пирки. Проектпа килӗшӳллӗн паспортри «Национальность» йӗркене ҫырса тултарасси ирӗклӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех кашни хӑйӗн ирӗкӗпе паспортра ИНН тата юн ушкӑнне кӑтартма пултарӗ. Lenta.ru палӑртнӑ тӑрӑх «Национальность» йӗркене паспорта кӗртме 2000 ҫултанпа сӗнеҫҫӗ. Малтан пушкӑрт депутачӗсем сӗннӗ, каярах, икӗ ҫул иртсен, Тутарстанрисем ҫак сӗнӳпе тухнӑ. 2010 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн конституци сучӗ те ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ пулнӑ — паспортра хӑш халӑх шутне кӗнине кӑтартманни ҫӗршывӑн тӗп сакунне пӑсманни пирки йышӑннӑ. Каласа хӑварас пулать, «Национальность» йӗрке СССР паспорчӗсенче 1974–1990 ҫулсенче пулнӑ. Кайран, ҫӗнӗ паспорт йышӑннӑ хыҫҫӑн, ӑна пӑрахӑҫа кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Раштавӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш Ен наци радиовӗн «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» конкурсне хутшӑннӑ Республикӑри чи пултаруллӑ фольклор ушкӑнӗсен фестиваль концерчӗ пулчӗ. Пурӗ 26 коллектив хутшӑнчӗ. Вӗсен хушшинче — Пысӑк Енккасси Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн, вӑл диплом илме тивӗҫ пулчӗ. Культура министрӗ ушкӑн ертӳҫине А.А.Яковлевана тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нумай пулмасть, раштавӑн 16–19-мӗшӗсенче Турцири Истамбулта Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 15-мӗш Аслӑ пухӑвӗ-курултайӗ иртрӗ. Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, унта Чӑваш Республикинчи делегатсем те хутшӑнчӗҫ. Пирӗн тӑрӑхран Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн пайташӗсем кайрӗҫ — Олег Цыпленков, Илтимер Ефремов, Николай Плотников тата Светлана Иванова юрӑҫ. Кӑҫалхи пухура Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен курултайне ирттерме пуҫланипе 20 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ, хӑй пухӑвӗ те шучӗпе 15-мӗш пулчӗ. Курултайра ҫамрӑк журналистсен тата тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвӗсене йӗркелерӗҫ, ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ытти ыйтусене илес пулсан кунта уйгурсен йывӑрлӑхӗ ҫинчен (Китай вӗсене хӑйсен саккунӗпе пурӑнтарас тесе вӑйлӑ пусмӑрлать иккен), Раҫҫейре йышӑнма палӑртнӑ вӗренӳ саккунӗ пирки, Ирак патшалӑхӗнчи турккӑсен йывӑрлӑхӗ ҫинчен (курдсем хуҫаланнӑ май вӗсене йывӑр килет), карачайсемпе черкессен ҫӗрӗсене туртса илни ҫинчен, якутсен ҫӗрӗнчи экологи пирки калаҫрӗҫ. Лайӑх пурнӑҫпа, пӗр йывӑрлӑхсӑр пурӑнакансем те пулчӗҫ — сӑмахран, Румыни тутарӗсем хӑйсене патшалӑхра лайӑх туяҫҫӗ. | ||
![]() Раштавӑн 16–19-мӗшӗсенче Турцири Истамбулта Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 15-мӗш Аслӑ пухӑвӗ-курултайӗ иртӗ. Чӑваш Республикинчен унта Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ хутшӑнать, паян вӗсем ҫула тухрӗҫ. Кӑҫал Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пухӑвне ирттерме пуҫлани 20 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа та курултай кунӗсенче ҫак уява та паллӑ тӑвӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк журналистсен тата тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвне йӗркелеме палӑртнӑ. 2012 ҫулхи пухӑва пӗрремӗш хут Монголинчи тата калмӑксен делегацийӗсем явӑҫаҫҫӗ. Яланхи пекех курултай ӗҫне 1999 ҫулта Шупашкарта йӗркеленнӗ Пӗтӗм тӗнчери финн-угор ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ те хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |