Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

РАШ
29

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 29.12.2005 12:06 |

Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлатпӑр!

Пурне те ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлатпӑр! Пурне те ҫӗнӗ ҫулта сывлӑх, телей, савӑнӑҫ сунатпӑр, ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫарасса, пуҫланисене ӑнӑҫлӑ пӗтерессе шанатпӑр!

 

РАШ
29

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 29.12.2005 12:02 |

Шупашкарта чи пысӑк чӑрӑш пулӗ. Хитре гирляндӑсемпе Шупашкарти РТПЦ 196 метр ҫӳллӗш башнине ерешлетнӗ. Ӑна ерешлетме Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Скрекотень сӗннӗ. Н. Фёдоров унӑн сӗнӗвне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна пурнӑҫа кӗртме хушнӑ. Ҫапла "Хӑвӑн ҫӑлтӑра ҫут" мегаакци пуҫланнӑ. Гирляндӑсене ҫӳтма кашни пулӑшма пултарнӑ.

Халӗ ӑна Шупашкарти пур вырӑнтан та курма мель пур.

Сӑнӳкерчӗк

 

РАШ
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.12.2005 16:26 |

Шупашкар хули админитрациӗ 2005 ҫулта ирттернӗ "Парксемпе садсен ҫулӗ" ячӗпе иртернӗ мероприятисене пӗтӗмлетнӗ. Плансене кӗртнӗ ӗҫсене пурне те пурнӑҫланӑ тесе палартнӑ. Ҫул тӑрршӗпе 19 сквер, 3 аллея тата 3 парк никӗслемелле пулнӑ. Ҫавӑн пекех 14828 йывӑҫ, 22548 тӗмӗ лартнӑ, 11970 клумба йӗркеленӗ, 12 340 м2 таран газон тӳрлетнӗ, 4 ҫӗнӗ фонтан никӗсленӗ. Мероприятисене пурӗ 105 246 ҫын хутшӑннӑ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
15

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 15.12.2005 18:07 |

Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Галина Чернова каланӑ тӑрӑх Чӑваш Енӗн шкулӗсенче кашни компьютер ҫине 28 вӗренекен килет. Раҫҫей шайӗпе танлаштарсан ку икӗ хут лайӑхрах (Раҫҫей тӑрӑх пӗр компьютер ҫине 57 вӗренекен килет).

Ҫавӑн пекех министр пӗлтернӗ тӑрах республика шкулӗсенчен 84,2% интернетпа ҫыхӑннӑ, шкулсен 47% хӑйсен сайчӗ пур.

Питӗ интереслӗ, шкул сайчӗсем ӑҫта-ши?

 

Ҫӑлкуҫ: Regnum.ru

 

РАШ
13

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 13.12.2005 17:32 |

Раштавӑн 12 «Аликовский вестник» ячӗллӗ Элӗк районӗн администрациӗн ҫӗнӗ хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ пичӗтленсе тухнӑ. Тиражӗ 900 экземпляр. Ку хаҫатра Элӗк администрациӗ право акчӗсене ҫынсем патне ҫитерӗ.

Хаҫат учредителӗ — Элӗк районӗн депутатсен пухӑвӗ.

 

РАШ
13

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 13.12.2005 17:26 |

Пурне те катока чӗнетпӗр!

Раштавӑн 18 10:00 сехетре Шупашкарӑн тӗп катокне уҫаҫҫӗ. Катока уҫас мероприятине килекенсене Хӗл Мучипе Юрпике кӗтсе илӗҫ. Кайран хӑнасене пӑр ҫинчи шоу кӑтартӗҫ.

Ҫавӑн пекех ку кун катока кӗмелли тата прокатшӑн тӳлемелли хак икӗ хут йӳнӗрех пулӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.12.2005 17:01 |

Трактор тӑвакан культура керменӗнче ыран, раштавӑн 11, 13 сехетре, "Малина йӑмӑкӗсем" вокал ансамблӗн концерчӗ иртӗ. Ансамбль ҫӗнӗ концерт программине кӑтартӗ. Вӑл программӑпа ансамбль кайран чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсем тӑрӑх кайса кӑтартма шутлать.

Пурне те концерта чӗнетпӗр!

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.12.2005 16:53 |

«Коммерсант. Власть» Раҫҫейӗн аналитикӑллӑ еженедельникӑн «Где на Руси жить хорошо?» ятлӑ рейтинг пичeтленнӗ. Рейтингра хӑш Раҫҫей субъекчӗнче пурнӑҫ лайӑхраххине тишкернӗ. Тишкерес ӗҫ валли 19 параметр усӑ курнӑ. Мускав хулинчи пурнӑҫа тӗпе хурса кашни региона баллсем шутласа кӑларнӑ.

 

Рейтинг тӑрӑх, 10 чи лайӑх регион ҫапла вырнаҫнӑ:

1. Санкт-Петербург (1078);

2. Мускав (1000);

3. Тутарстан Республики (846);

4. Чӑваш Ен (838)

5. Белгород облаҫӗ (800)

6. Ярославль облаҫӗ (779)

7. Мускав облаҫӗ (777)

8. Ҫурҫӗр Осети Республики (775)

9. Новгород облаҫӗ (769)

10. Астрахань облаҫӗ (767)

 

РАШ
06

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 06.12.2005 17:43 |

Литература кӗтесӗнче М. Фёдоровӑн "Арҫури" балладине тупма пултаратӑр. Ку баллада чӑваш литературин пӗрремӗш палӑкӗсем шутне кӗрет.

 

РАШ
06

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 06.12.2005 17:40 |

Паян Чӑваш Ене Атӑлҫи Федераллӑ округӗн Раҫҫей Федерациӗн полномочлӑ представителӗ Александ Коновалов килнӗ. Унӑн программинче Н.В. Фёдоровпа, Чӑваш Енӗн Патшалах Канашлӑвӗн ертӳҫисемпе, политика партиӗсен, халӑх организациӗсен, тӗн конфесиӗсен представителӗсемпе тӗл пуласси. Ҫавӑн пекех "Приволжское" хуҫалӑха тата "Амӑшсемпе ачалӑха упракан президент центрӗ" ГУЗа ҫитсе курӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

Страницӑсем: 1 ... 3645, 3646, 3647, 3648, 3649, 3650, 3651, 3652, 3653, 3654, [3655], 3656, 3657, 3658, 3659, 3660
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ҫӗртме, 22

1991
33
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...