«Камӑн мӗн шухӑш — пыйтлӑ ҫыннӑн мунча шухӑш» — тенӗ ваттисем. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ вара те ӗҫсӗр аптӑранипе, анчах социаллӑ сетьсенчен пӗрне порнографи сӗмӗллӗ видеороликсем вырнаҫтарса тухнӑ. Пӗрре-иккӗ кӑна-им тата?! Пӗр пин ытла! Роликсенче йӑлана кӗмен ориентациллӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗ пирки калаканнисем те пулнӑ-мӗн.
Каччӑн ҫак тыткаларӑшӗ правӑна сыхлакансен куҫӗ тӗлне кӗҫех лекет. Порнографи материалӗсене саккунлӑ мар майпа сарать тесе ун пирки ӗҫ пуҫарнӑ. Суд каччӑна 2 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Хайхи кунпа килӗшмесӗр аппеляци ҫӑхавӗ те парса пӑхнӑ, анчах усси пулман — айӑплава малтанхиллех хӑварнӑ.