![]() Ҫак уйӑхӑн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш Ен делегацийӗ Питӗр хулинче пулнӑ, хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ паллӑ учёнӑй Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ мероприятисене хутшӑннӑ. Асӑннӑ хулари Чӑваш наципе культура автономийӗ чӗннипе ҫула тухнӑ чӑвашсен ушкӑнӗ архимандритӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Унтан вӗсем Бичурина халалланӑ асӑну каҫне хутшӑннӑ. Ӑна хулари чи авалхи вулавӑшсенчен пӗринче — А.С. Грибоедов ячӗллинче — иртнӗ. Унта Питӗрте пурӑнакан 40 ытла наци ҫыннисен литератури вырӑн тупнӑ-мӗн. Сӑмах май, хулари Наци Лигисен президенчӗ Хамзат Цокиев чӑвашсен ентешлӗхӗ хулан культура пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ. Мероприятире Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Иакинф Бичурин Чӑваш Еншӗн епле вырӑн йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ. Пирӗннисем Питӗрти ентешсене концерт та кӑтартнӑ, лешсем те парӑмра юлман — Чӑваш наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи «Парне» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Раҫҫейӗн Гидрометцентрӗ ҫу уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ытла та ӑшӑ ҫанталӑк тӑмалла тесе пӗлтернӗ-мӗн. Ҫутҫанталӑка сӑнакансен шучӗпе, ҫав кунсенчи сывлӑш температури унчченхи ҫулсенчи вӑтам температурӑран 7 градус пысӑкрах пулмалла: кӑнтӑрла — 29 градус шӑрӑх, каҫхине — 18 градус. «Тем мар, пӑчӑхсах вилмӗпӗр-ха», — тесе шӳтлеме пулать-ха. Анчах ҫав тапхӑрта пушар тухас хӑрушлӑх ӳcет. Кӑнтӑр енчи районсенче пурӑнакансен пушшех асӑрханмалла. Тепӗр тесен, шӑрӑх ҫанталӑк ҫынсен сывлӑхне те витӗм кӳме пултарать. Ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫынсем шыв енне туртӑннине кура путса вилекенсен йышӗ ӳсесрен те шикленмелле. Апла тӑк, сыхланакана Турӑ сыхлать тенине тӗпе хунинчен ырри пулас ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян ирхине Пенза облаҫӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта пӗчӗк автобус груз турттаракан машинӑпа ҫапӑннӑ, инкекре 10 ҫын вилнӗ, тӑххӑрӑшӗ суранланнӑ. Ҫавсем пурте чӑвашсем пулнӑ. Вӗсем Сочинчи стройкӑран таврӑнакан арҫынсем-мӗн. Эпир хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх, вӗсем Вӑрмар тата Тӑвай районӗсенчен ӗҫлеме тухса кайнӑскерсем иккен. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ вилнисемпе аманнисен списокне хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ ҫемьесемпе асӑннӑ управленин психологӗсем ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Управленире «хӗрӳ лини» те уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 8(8352) 39-99-99. Вилнисен тӑванӗсем ыран инкек пулнӑ ҫӗре тухса кайӗҫ, тӑванӗсене палӑртӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев та вилнисен ҫемйисемпе пӗрле хурланни ҫинчен пӗлтернӗ, шар курнисене пулӑшма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Элӗк Элӗкри нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне пыракан ҫулсене юсама кӑҫал 2 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. Сӑмах май, ку енӗпе районта икӗ ҫуллӑх ятарлӑ программа та йышӑннӑ. Вӑл кӑҫал вӗҫленет. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑҫта юсассине те палӑртнӑ — Парк урамӗнчи 3-мӗш, 5-мӗш А, 7-мӗш А тата Совет урамӗнчи 36/1 тата 38/2 ҫуртсем умӗнчисене. Калӑпӑш ҫине куҫарса шутласан ӗҫ лаптӑкӗ 1 540 тӑваткал метрпа танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Конкурса хутшӑннисем Пӗтӗм тӗнчери медицина апписен кунне халалласа (аса илтеретпӗр, ҫав уява ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) Шупашкар район пульницинче «2013 ҫулхи чи лайӑх медицина аппи» конкурс ирттернӗ. Унта фельдшерсемпе медаппасем хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсемпе кӗскен паллаштарнӑ, ӗҫре куллен пурнӑҫлама тивекен хӑш-пӗр самантсем енӗпе тупӑшнӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем шур халатлисен апат пӗҫерес ӑсталӑхне те тӗрӗслесе пӑхас тенине кура тухтӑрсем килтен апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе килнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене хаклакансен шучӗпе асӑннӑ районти Энтимӗркассинчи Нина Федорова фельдшер пек маттурри пулман. Район пульницинчи хирурги уйрӑмӗнче тӑрӑшакан Светлана Карсакова иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Наталия Гумирова анестизист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӑрачкав районӗнчи Анастасово ялӗнче пурӑнакан Мария Кочеткова ҫак кунсенче хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хура-шурне пайтах курнӑ тесе шӑпах ун пек ҫынсем пирки калаҫҫӗ те халӑхра. Хӑйӗн чылай тус-тантӑшӗ евӗрех Мария Александровна та вӑрҫӑра мӑшӑрне ҫухатнӑ. Пӗчченех вӑл икӗ хӗрпе ывӑлне ура ҫине тӑратнӑ. Пурнӑҫ урапи тӗрлӗрен ҫаврӑнать те, паянхи куна илсен, аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ пяанхи кун пирӗнпе ҫук ӗнтӗ. 100 ҫулхи ватта паян тӑванӗн ывӑлӗ пӑхса тӑрать. Шупашкарта пурӑнакан хӗрӗ те ватӑ амӑшӗ патӗнчен татӑлмасть тесе хыпарлать Пӑрачкав район администрацийӗн сайчӗ. Ҫирӗп кинемей 88 ҫула ҫитичченех хушма хуҫалӑх тытнӑ. 100 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев хӑй пырса ҫитнӗ. Сӑмах май, 100 ҫул урлӑ каҫма пултарнисенчен Мария Кочеткова — ку тӑрӑхри иккӗмӗш ҫын. Унччен кун-ҫулӑн ҫав каҫалӑкӗнчен Евдокия Мазеева иртейнӗ, анчах вӑл пӗлтӗр леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Борис Борлен Илле Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх паян каҫхине ҫут тӗнчерен Борис Борлен сӑвӑҫ уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ытларикун, унӑн килӗ патӗнче 9 сехет ирхине иртӗ — Шупашкар, Иван Яковлев проспекчӗ, 8 ҫурт, 185 хваттер. Ваҫлей Митта премийӗн лауриатне (ытти чыслӑ ятсене паман ӑна) тӑван ялӗнче, Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкассинче пытарӗҫ. Борлен Борис Леонтьевич 1934 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗвне Чӑваш педагогика институтӗнче илнӗ. Пушкӑрт Республикин шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ, «Хыпар» хаҫатӑн Пушкӑртстанри ятарлӑ корреспонденчӗ вырӑнӗнче самай хушӑ тӑрмашнӑ. Хусанта тухакан «Сувар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Борис Леонтьевич тӑрӑшнипех Пушкӑртри Стерлӗ хулинче чӑваш ачисем валли ятарлӑ курссем, педагогика училищинче чӑваш уйрӑмӗ уҫалнӑ. Унӑн ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Асатте ялӗнче» (П. Ҫӑлкуҫпа пӗрле, 1994); «Пӑрттас патшапа Сӑвар Турханӗ» (1998); «Кӗсменрен тӑкаҫҫӗ кӗмӗл» (1999); «Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ ӗмӗт, ҫӗнӗ самана» (2001) тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрнар районӗнчи Нурӑс вӑтам шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем Раҫҫей Геройӗн Сергей Ашихминӑн (вӑл федерацин хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ майор. Хусан хулинче ирттерме палӑртнӑ терроризма сирме хутшӑнса пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пуҫ хунӑ) ячӗпе хисепленсе тӑракан отряда ҫаврӑннӑ. Вырӑнтан хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл ытахальтен мар. Вӗренӳ заведенийӗ ачасене ҫарпа патриот туйӑмне ӑша хывтарассипе самай тар тӑкать. Чыслӑ ята тивӗҫнипе пиллӗкмӗшсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата ҫар комиссариачӗн Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Влдаимир Венекдитов саламланӑ, лайӑх ҫын пулса ӳсме суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнтерӳ ҫунат хушать Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ музыка училищинче флейта ӑсталӑхне туптакан ачасем Испанирен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кун пек пысӑк ӑнӑҫу вӗсемшӗн пӗрремӗш хут мар пулин те малти вырӑна тухма кӑмӑлли каламасӑрах паллӑ. Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи «Кӗвӗ-ҫемӗ Ривьери» конкурсра вӗсем кашни ушкӑнрах тата номинацирех ҫӗнтерме пултарнӑ. Ачасем чӑвашсен, вырӑссен, ют ҫӗршыв композиторӗсен 23 хайлавӗпе сцена ҫине тухнӑ. Вӗсене кӗвӗ-ҫемӗ тӗнчине илсе кӗрекенни — Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анжела Сидорова. Сӑмах май, музыка училищинче вӗренекенсен пултарулӑхӗпе испан халӑхӗ кӑна мар, Францирен, Германирен, Италирен килнӗ туристсем те хаваспах паллашнӑ-мӗн. Инҫе ҫӗре кайнӑ Шупашкар ачисен асӗнче ҫул май Франципе Германи ҫӗршывӗсенче тата Монакопа Мотне-Карло хулисенче пулни те чылайлӑха асра юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Иртнӗ ҫул республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2,9712 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Сӑмах май, унӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ виҫӗм ҫулхинчен 15,3% ӳснӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн харпӑрлӑхри пуянлӑх шучӗ унчченхиллех юлнӑ: унӑн 50 599 тӑваткал метр ҫӗр, пурӑнмалли икӗ пӳрт — пӗри 216,2 тӑваткал метр пысӑкӑш, тепри — 95,4 тӑваткал метр пур. Кунсӑр пуҫне мӑшӑрӗпе иккӗшӗн харпӑрлӑхӗнче — виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, вӗсем 2 000, 623 тата 5 000 тӑваткал метрлӑскерсем. Унсӑр пуҫне Михаил Игнатьев 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн хуҫи. Республика Элтеперӗн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук. Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ вара хӑйӗн тӗп вырӑнӗнче 220,3 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ытти тупӑш та пур унӑн. Вӑл 4,174 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн мӑшӑрӗ 88,4 тӑваткал метр пысӑкӑш хваттерне сутса 282,6 тӑваткал метрлине туяннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 25 300 тӑваткал метр ҫӗр, «Мерседес Бенц В 170» автомашина, гараж боксӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тихонов Вячеслав Архипович, хӑрушлӑхсӑр министрӗ пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куславккара Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |