Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Аслӑ Пӑла Тимеш шкул сайчӗ — республикӑра пӗрремӗш

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.04.2014 17:43 | 1631 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Аслӑ Пӑла Тимеш шкул сайчӗ
Аслӑ Пӑла Тимеш шкул сайчӗ

Нумаях пулмасть Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри рейтингӗн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ пулнӑ. 2011-мӗш ҫултанпа йӗркелекенскер хальхи — 6-мӗш пӗтӗмлетӳ. Сайт танлашӑмне ку хутӗнче 2014 ҫулхи хӗллехи уйӑхсенче тишкерни тӑрӑх хатӗрленӗ.

Ҫурҫул каяллахипе танлаштарсан танлашӑма хутшӑнакансен йышӗ 69 процент нумайланнӑ иккен. Унта Раҫҫейӗн 80 субъектӗнчи 3 211 шкул хутшӑннӑ. Пысӑк пахалӑхлӑ сайтсен шутне 605-ӗн кӗнӗ.

Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри танлашӑм координаторӗ Елена Королева пӗлтӗрхипе танлаштарсан рейтинга хутшӑнакансен йышӗ кӑна мар, сайтсен пахалӑхӗ те ӳснине палӑртнӑ.

Асӑннӑ рейтинга Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут хутшӑнать иккен. Пӗрремӗш рейтингра вӑл «Чи лайӑх шкул сайчӗ — 2010» диплома тивӗҫнӗ. Хальхинче вӑл Чӑваш Енре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи Федераци округӗнче — 34-мӗш, Раҫҫейре — 492-мӗш. Аслӑ пӑла Тимеш шкул сайчӗн администраторӗ информатика учителӗ А.Г. Пласкин шутланать. Чи чӑвашла районтан пулин те сайта чӑвашла йӗркелемен ҫав.

#Елчӗк районӗ, #сайтсем, #танлашӑмсем, #Аслӑ Пӑла Тимеш, #ҫитӗнӳсем

 

Комментари:

Agabazar // 1209.40.5365
2014.04.11 02:53
Agabazar
Сайта чăвашла йĕркеленĕ пулсан, пĕрремĕш вырăна тухасси те пулас çукчĕ пуль.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.11 15:13
Ку тĕслĕх - Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине пĕлтерет. Манкуртсен йышĕ Чăваш республикинче нумайлансах пырать ĕнтĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем