Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне халалланӑ пресс-конференцире ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова кӑҫал Роспотребнадзор тимлӗ пулассине пӗлтернӗ. Чӑваш Ене ППЭ вӑхӑтӗнче федераци инспекторӗсем килӗҫ.
Пӗлтӗр шкултан вӗренсе тухакансем ППЭре пысӑк балсем пухни сисчӗвлентернӗ-мӗн. Ун чухне пирӗн выпускниксем Раҫҫейри лидерсен йышнӗ кӗнӗччӗ. Светлана Петрова каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзор мӗншӗн иккӗленни паллӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре ППЭ правилисене пӑснӑ виҫӗ ача ҫеҫ ҫакланнӑ. Анчах шкултан вӗренсе тухакансем тӗнче серепинче чӑн-чӑн КВМсене (контрольпе виҫев материалӗсем) тупма та пултарнӑ-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем экзамена хатӗрленсе, хуравсене пӗлсе килнӗ имӗш.
Иккӗленӗве тата акӑ мӗн вӑйлӑлатать: ачасем халӑх тетелӗсенче педагогсене шпаргалкӑсемпе улаталани, экзаменра вӗрентекен пулӑшни пирки ҫыраҫҫӗ. Министр ҫумӗ кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, экзамен тытмалли вырӑнсенче видеосӑнав, металл шыракан аппарат лартӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑт поясӗсем валли КВМсем расна пулӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсене тӗнче серепинче шыранин усси ҫук-мӗн. Ҫитменнине, Роспотребнадзор тӗнче серепине суя КВМсем вырнаҫтарӗ.
Кӑҫал республикӑра ППЭ тытмалли 38 пункт пулӗ. Вӗсенчи хӑш-пӗр ертӳлӗхе улӑштарӗҫ. Хальлӗхе каланӑ тӑрӑх, «С» пайри заданисене урӑх регионти экспертсем тӗрӗслӗҫ. Вӗсем ӗҫ камӑн пулнине пӗлмӗҫ. Светлана Петрова каланӑ тӑрӑх, халӗ ҫак ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Ку ачисене пулӑшма, комисси членӗпе «пӗр чӗлхе» тупма тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗн алли-урине «ҫыхлантарӗ».
Светлана Петрова ҫивӗч ҫак мерӑсем ачасемшӗнех усӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Унан шухӑшӗпе, хатӗрленнӗ ача экзамена ӑнӑҫлӑ тытатех, пысӑк балл пухса аслӑ шкула тӳлевсӗр вӗренме кӗретех. ППЭре ултавлӑ майпа нумай балл пухама тӑрӑшакансем вара ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлӗҫ.
— ППЭ йӗркине пӑсмалла мар. Унсӑрӑн экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмӗҫ ҫеҫ. Ача вара экзамена ҫав ҫул тепӗр хут тытаймӗ, аттестат та илеймӗ. Кунашкалли пулнӑ ӗнтӗ, — тенӗ Светлана Петрова.