Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫуллахи каникулта ачасене канма кайма путевка илме заявкӑсене кӑҫал икӗ тапхӑрпа йышӑнӗҫ. Ҫакна асӑннӑ ҫырусене хӑй тӗллӗн йӗркелекен программӑна «шеллесе» тунӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна лекекен тиеве пӗчӗклетесшӗн-мӗн. Тата заявкӑсене йышӑнакан программӑна ҫӗнетнӗ иккен.
Ҫапла вара ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗсене икӗ тапхӑрпа йышӑнассине республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ашшӗ-амӑшне шелленипе сӑлтавланӑ. Пӗлтӗр харӑс йышӑнма тытӑннине пула программӑра чӑрмавсем пулса иртнӗ пулать те ҫавна май ашшӗ-амӑшӗ тан мар условие лекнӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче заявленисене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Чӑваш Енри социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тепӗр эрнерен, акан 19-мӗшӗнче, ытти муницпалитетра пухма тытӑнӗҫ.
Маларах заявка панисене чаплӑрах вырӑнсене лекӗҫ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар, пурне те пӗр пек валеҫӗҫ тесе ӗнентернӗ министр ҫумӗ нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире.
Хула тулашӗсенчи лагерьсенче пӗтӗмпе кӑҫал 15279 ача канӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах. Ашшӗ-амӑшне путевка хакне хысна шучӗпе 5 процентран пуҫласа 50 процент таран саплаштарӗҫ. Кама мӗн чухлӗ лекесси ҫемьесен тупӑшне кура уйӑрӗҫ.
