![]() Алексей Ладыков Кӗҫнерникун, авӑнӑн 13-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта Шупашкар хула администрацийен пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа калаҫма пулать. «Тӳрӗ эфир» телефонӗ: 23-50-06. Ладыков Алексей Олегович — 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет. Экономика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ, 35 ҫулта. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 2000–2002 ҫулсенче «Протект» ТМЯО директорӗн ҫумӗ пулнӑ, 2002–2011 ҫулсенче — «Инкрит» ТМЯО директорӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗ, партин Шупашкар хулинчи политика канашӗн пайташӗ. Шупашкар хулин 4-мӗш тата 5-мӗш пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Спектакльти пӗр самант Ҫак кунсенче Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Туганлык» V фестиваль иртет. Пирӗн респуликӑран унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кайсаччӗ, авӑнӑн 7-мӗшӗнче вара вӗсем М. Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльне лартса пачӗҫ. Ӗпхӳри фестивале Тутарстан, Дагестан, Алтай, Хакаси театрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫаван пекех Казахстан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Турци, Крым тата ытти ҫӗршыври тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсем пурри ҫак фестиваль пысӑк шайра иртнине кӑтартать. Пирӗннисене те унта курма чӑн та питӗ хаваслӑ! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакле Станислав Васильев режиссёр лартнӑ. Ӑна Турцире, Тутарстанра тата Мӑкшӑ Республикинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче пысӑк хакланӑ, тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫнӗ вӑл. Спектакль пирӗн мӑн асаттесен авалхи йӑхӗн историне сӑнласа кӑтартать. Рольсенче — Наталья Шамбулина, Светлана Савельева, Лидия Красова, Василий Павлов, Ольга Почалкина, Александр Степанов, Владимир Григорьев, Венера Пайгильдина тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑмпа ҫулӗ![]() Ку кӑмпасем харӑсах иккӗн-виҫҫӗн, е ытларах та ӳсеҫҫӗ Комсомольски тӑрӑхри вӑрмансем мӗн авалтан кӑмпа-ҫырларан пуян пулнӑ. Сӑмахран, ҫывӑхри хура вӑрмана ял-йышсем юр кайса пӗтнӗ-пӗтмен кӑтра кӑмпа шырама васканӑ. Темиҫе хутчен вӗретсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫак пит илемлех те мар кӑмпа питех те тутлӑ ҫимӗҫ пулса тӑрать. Ҫӗртмепе утӑ уйӑхӗсенче кашниех витре, е урӑх савӑт-сапа йӑтса ҫырлана васканӑ. Чӑн малтан хурӑн ҫырли, каярахпа хура ҫырла, унтан вара хӑмла ҫырли, пӗрлӗхен илӗртнӗ ҫынсене вӑрманта. Кӗркунне вара палан, пилеш е кӗтмел таҫтанах йӑм хӗрлӗ тӗсӗпе ҫулӑм евӗр ҫунса хӑйсем патнелле чӗннӗ. Халӗ те вырӑн-вырӑнпа тупма пулать-ха асӑннӑ ҫырласене. Анчах та вӗсен лаптӑкӗсем унчченхинчен сайрарах тӗл пулаҫҫӗ, тата пысӑках та мар. Уйрӑмах иртнӗ ҫулласенчи типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк вӑйлӑ сиен кӳчӗ вӑрмансене. Ҫырла лаптӑкӗсем чакаҫҫӗ пулин те кӑмпасем вӑрманта аванах тӗл пулаҫҫӗ-ха. Кӑҫал уйрӑмах ӑнса пулать ҫак ҫимӗҫ. Хальхи вӑхӑтра тин ҫеҫ шӑтса ӳсекен хура кӑрӑҫсемпе хыр кӑмписем, тӗрлӗ тӗслӗ шлепкеллӗ майра кӑмписем (вӗсене тата яка кӑмпа теҫҫӗ), хулӑн шлепкисене аран йӑтса ларакан ӑвӑспа хурӑн кӑмписем, кӑчӑр кӑна масла кӑмписем, тап-таса та пӗр ҫӳп-ҫапсӑр пӑрҫа икерчи, е вӑлах калиме кӑмпи. | ||
![]() Филипп Лукин. А. Алимасов ӳкерчӗкӗнчен (1983) СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин тата Дагестан ӳнерӗн тава тивеҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗн, нумай орден кавалерӗн, кӗскен каласан — Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлӗн Филипп Миронович Лукин композиторӑн сумлӑ ячӗпе пархатарлӑ ӗҫӗсене яланах асра тытас, ҫамрӑк ӑрӑва ентешӗн ырӑ тӗслӗхӗпе хавхаланса пурнӑҫ ҫул-йӗрне суйласа илме пулӑшас тӗллевпе Красноармейски район администрацийӗ 2013 ҫула Филип Лукин ҫулӗ тесе йышӑннӑ. Йӗркелӳ комитечӗ Филипп Миронович ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлипе кӗтсе илме хатӗрленсе тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Кӗҫех Ф.Лукин ҫуралнӑ ялти музее тӗпрен юсама, унӑн ҫывӑхӗнчи лаптӑка тирпейлеме тытӑнӗҫ. Аякран килекен хӑнасем умӗнче намӑс курас мар тесе Чатукасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ялта пурӑнакансемпе темиҫе хут тӗл пулнӑ, хӑйсен ҫурчӗсене, пахчисене, хуралтӑсене тасатма калаҫса татӑлнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та айккинче юлман, Филипп Лукинӑн музейне тӗрлӗ экспонат парнеленӗ. | ||
![]() Елена Иванова Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ пирӗн ентеш Елена Иванова ӗнер виҫҫӗмӗш ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗ! Ҫӗр метра вӑл 14,44 ҫеккунт хушшинче тухма пултарчӗ, иккӗмӗш корей хӗрӗ Чон Мин Чэ пулчӗ (14,7 ҫек.). Виҫҫӗмӗш кӑтарту нимӗҫсен пулчӗ — Клаудия Николетцик 14,88 ҫеккунт кӑтартрӗ. Асаилтеретпӗр, Елена унччен 200 метрта ҫӗнтерчӗ, тата 100х4 эстафетӑна хутшӑнса. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ шкул ачисемпе студентсене «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗ пирки асаилтерет. Хайлавсене чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Вӑхӑт — икӗ уйӑх, ҫак хушара чаплӑ калав-сӑвӑ хайлама пулатех ӗнтӗ! Кӑҫалхи тема — ҫӑлтӑр, хушма тема — Аслӑ Пӳлер. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене эпир 5 ушкӑна пайласа: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вӗренекенсем, студентсемпе 30 ҫула ҫитмен яшсем, шкулта ачасене вӗрентекенсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ытти ҫулсенчи пекех чаплӑ парнесем кӗтеҫҫӗ! Паллах, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуҫланнӑ литература конкурсне хайлавсем ярса паракансем те пур (вӗсемшӗн тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ). Чылайӑшне вырнаҫтарнӑ (кунта паллашма пулать) ӗнтӗ, ыттисене (шел те ҫу хушшинче вӑхӑт пулмарӗ) ҫитес вӑхӑтра кӗртӗпӗр. Ҫырӑр, пултарулӑха аталантарӑр. Эпир, ӑмӑрту йӗркелекенӗсем, сирӗн хайлавӑрсене кӗтӗпӗр. | ||
![]() Ӗнер Чӑваш Ене 270 ытла миллион тенкӗ килнӗ, республикӑн ҫурт тӑвӑм министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна «Таса шыв» тӗллевлӗ федераллӑ программӑна пурнӑҫлама куҫарнӑ. Укҫа-тенкӗпе икӗ проекта пурнӑҫлама усӑ курӗҫ: пӗри — Патӑрьел, Шӑмаршӑ тата Комсомольски районсенче шыв уҫлакан тата ӑна тасатакан системӑна туса пӗтермешкӗн (179 миллион), тепри — Ҫӗрпӳ хулинче кунне 4200 куб метр шыв тасатма пултаракан системӑна хатӗрлеме (91 миллион). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӑмӑрту плакачӗ Ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Шупашкарта хӑвӑрт утакансен Раҫҫей шайӗнчи чемпионачӗ иртӗ, унта 200 яхан спортсмен хутшӑнӗ. 4 ӳсӗмре пурӗ 10 медаль пуххишӗн тупӑшӗҫ: арҫынсем 35, 20 тата 10 ҫухрӑмра, хӗрарӑмсем — 20 тата 10 ҫухрӑмра. Спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӑмӑртӑва чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнмӗҫ, старта тухакансен йышӗнчен пулас чемпионсене суйлӗҫ. Чӑваш Енрен 25 спортсмен тухӗ. Вӗсен шутӗнче: Европа чемпионачӗн призёрӗ Светлана Васильева (урине амантнӑ хыҫҫӑн пӗрремеш хут хутшӑнӗ), универсиада-2010 чемпионки Ольга Суранова (ывӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн хутшӑнӗ), 2012 ҫулхи тӗнче кубокне хутшӑннӑ Кирилл Фролов, 2010 ҫулхи тӗнче кубокне хутшӑннӑ Пётр Трофимов тата ыттисем. Ӑмӑрту кӳлмек хӗрринче иртӗ. Пуҫламӑшӗ: 8 сехетре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисене комикссен ҫӗнӗ ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлать. Хальхинчине «Асамлӑ хӗҫ» ят патӑмар. Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн. Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет. Сюжет ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать —кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт. Ӗҫсене 2012 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 25-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ тӗлне палӑртӑпӑр. Ӑмӑртун тулли положенийӗпе кунта паллашма май пур. | ||
![]() Нумай пулмасть Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Патшалӑх канашӗн депутачӗсемпе пӗрле супермаркетсене ҫитсе курнӑ — кун пирки «Чувашия» ПТРК пӗлтерет. Патшалӑх ырлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем чи малтан таварсен хакне тӗрӗсленӗ. Вӗсем тупса палӑртнӑ тӑрӑх юлашки вӑхӑтра ҫӑкӑрпа тип ҫу хакӗсем пысӑках мар пулин те ӳснӗ. Ҫавах туянакансен сунчӑкне ытлашши вӑйлах пырса тивмест тесе палартнӑ. Малалла тӳре-шара вырӑнта ӳстерекен ҫимӗҫ епле сутӑннине пӑхса тухнӑ. Чӑн та, сӗт, пылак ҫимӗҫ, ҫӑкӑр тата кӑлпассисем сутлӑхра пур пулсан ытти йышши таварсем пачах та курӑнмаҫҫӗ. Ҫӗрулмиех илес — ӑна республикӑра пысӑк лаптӑкпа туса илеҫҫӗ пулин те супермаркетсенче кӳрсе килнине ҫеҫ сутаҫҫӗ. Лавкка хуҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх — ҫимӗҫе туса илекен вырӑнти хуҫалӑхсем айӑплӑ, вӗсем килӗшӳсем тӑвассишӗн тӑрӑшмаҫҫӗ. Сергей Павлов хӑйӗн сӑмахӗнче вара пачах урӑх ӳкерчӗк пирки каласа пачӗ — супермаркетсем вырӑнти таварсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ ҫеҫ иккен, килӗшӳ тума вӑхӑт ҫитсен ҫухалаҫҫӗ. Тата килӗшӗве алӑ пусма лавккасен тӗп офисӗ ырламалли те республикӑри хуҫалӑхсене пӗрре те ҫӑмӑллӑх памасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |