Хаклӑ хӑнасем, сайтҫӑсем, чӑвашлӑхшӑн ырми-канми ӗҫлекенсем! Сире пурне те ҫитсе пыракан 2011 ҫул ячӗпе саламлатпӑр! 2011 ҫул хӗвелтухӑҫ гороскопӗпе кушак/кролик ҫулӗ пулать. Ҫӗнӗ ҫул сире ыррине ҫеҫ кӑтарттӑрччӗ, ывӑррине чӑтса ирттерме вӑй патӑрччӗ. Кӳрӗнтернине каҫарӑр, ырӑ тӑвакана — вӑй ырӑ самах каласа хӑват парӑр. Ҫӗнӗ ҫула ҫутӑ ӗмӗтсемпе кӗтсе илмелле пултӑр, начарри кивӗ ҫулта юлтӑр. Пурнӑҫра телей, ӗҫре ӑнӑҫу, пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ сунатпӑр! |
Кашкӑр Хуначи Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлӗсенчен пӗри, Волков Геннадий Никандрович (Кашкӑр Хуначи), ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Волковпа сывпуллашу ыран, раштавӑн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонире (Шупашкар, Президент бульварӗ, 31) иртӗ. 10-12 сехет тӗлне ҫитме пултаратӑр.
Педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 1949 ҫулта Чӑваш педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне, 1952 ҫулта Хусанти педагогика институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ. 1952-1972 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗнче аслӑ преподаватель пулса, педагогика кафедрин доценчӗ, проректор вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. 1972-1993 ҫулсенче Раҫҫей Федерациӗн ҫут-ӗҫ министерствин наци шкулӗсен НИИ секциӗн заведующиӗ пулнӑ. 1972-1982 ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗнче ӗҫленӗ. |
Светлана Марышева Чӗмпӗрте тӑван чӗлхе вӗрентӳҫисен конкурсӗ иртрӗ. Ӑна облаҫри вӗренӳ министерстви тата облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА) йӗркелерӗҫ. Унта тутар, мӑкшӑ, чӑваш халӑх ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Кашни наци уйрӑммӑн ӑмӑртрӗ. Чӑвашсен конкурсне ултӑ вӗрентӳҫӗ суйласа илнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр хулинчи 55-мӗш шкулта вӗрентекен Светлана Марышева (вӑл Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Хайпӑла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ) ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшӗ — Валентина Киргизова (Димитровград хули). Светлана Телеева (Чӑнлӑ районӗ, Анат Тимӗрҫен ялӗ) виҫҫӗмӗш пулчӗ. Мала тухакана УОЧНКА ҫумӗнчи усламҫӑсен «Эртел» ушкӑн арӗсем ноутбук парнелерӗҫ. Ыттисем те парнесӗр юлмарӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене Шупашкартан пынӑ ЧНК президенчӗн ҫумӗ Валентин Абрамов та парнесем парса чысларӗ. |
Костин урамӗнчи лару-тӑру Вырсарникун Чулхула юр айне путнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерпе паян виҫӗ уйӑх ҫумалли юр ӳкнӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе 20-30 см юр ҫуса лартнӑ. Хӗл паян та мар, ӗнер те мар ларнӑ пулин те хулара чӑннипе те хӑйне евӗр ахӑр-самана пуҫланнӑ. Комунналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен ӗҫӗ курӑнманнипе пӗрех — ӑҫта та пулин ҫитес тесен ҫуран утма тивет, ҫулсем пӑкӑланса ларнӑ, автобус-маршрутка таврашне кӗтсе илме хӗн. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Кондрашов пӗтӗмӗшле лару-тӑруна «юр катастрофи» тесе палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне вырсарникунхи ҫанталӑк Чулхулари чылай ял-хулана ҫутӑсӑр хӑварнӑ. Хальхи вӑхӑтра 6 районти 48 ял электричествӑсӑр ларать. Чулхула администрацийӗ ҫулсене юртан тасатма хулара вырнаҫнӑ салтаксемпе курсантсене явӑҫтарасшӑн. Комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсене кӑна шансан хулана ҫӑлма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хулана тасатма 272 тӗрлӗ техника хутшӑнать: автогрейдерсем, юр тасатмалли машинсем, тракторсем, самосвалсем. Чулхула ҫыннисен кӗтме ҫеҫ тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Валерий Важоров Раштавӑн 24-мӗшӗнче «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗ» автономлӑ учрежденире Чӑваш Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, К.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх преми лауриачӗн, хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Патшалах камерлӑ оркестрӑн тӗп дирижёрӑн Валерий Важоровӑн (1940-2000) асӑну каҫне ирттерчӗҫ. Вӑл 15 сехетре пуҫланчӗ. Меропритине ентешӗсем, район администрацийӗн ӗҫченӗсем, тӗрлӗ хӑнасем пулчӗҫ. Курма килнисен умӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Моклашкин ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх симфониллӗ академи капелли кӗвӗ шӑрантарчӗ, юрӑҫсем юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Важоров Валерий Афанасьевич 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Хусанти консерваторинче вӗреннӗ. Тутарстанри патшалах симфониллӗ оркестрта малтан солист пулнӑ, кайран пӗрремӗш флейтист, унтан — тӗп режиссёрӑн пулӑшаканӗ. Чӑваш музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) тӗп режиссёрӗ пулнӑ, И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Уявра Ҫӗнӗ ҫул умӗн чылай ялсемпе хуласенче Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗсем уҫӑлаҫҫӗ — вӗсене йӗркелекенсем хӗллехи тӗп уявсенчен пӗри яланах хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ ирттӗр тесе тӑрӑшать. Ак нумай пулмасть, шӑматкун, Ҫӗрпӳ хулинче те Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗн уявӗ иртрӗ. Пухӑннӑ халӑх умӗнче Хӗл Мучисен куравӗ пулчӗ, кунтах тӗрлӗ юмахсен тӗнчинчен килнӗ сӑнарсем те курӑнкаларӗҫ. Пухӑннисене уяв ячӗпе влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсем те саламлама манмарӗҫ — Ҫӗрпӳ районӗн депутатсен пухӑвӗн председателӗ Татьяна Кузьмина, Ҫӗрпӳ хула тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗ Валерий Трофимов сӑмах тухса каларӗҫ. Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ ҫитсе пырать кӑна — халӑх валли савӑнмалли тата нумай пулӗ-ха!
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳкеҫри культура ҫурчӗ. foto.cheb.ru сӑнӗ Шупашкар районӗнче 148 ачана ҫемьесене усрава илнӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче вӗсем пурте, хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле Кӳкеҫри Культура ҫуртне Ҫӗнӗ Ҫул уявне пухӑнчӗҫ. Район администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Смирнов, социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫи Маргарита Павлова ачасене Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламларӗҫ, «Ачасене — парне» акци йӗркелесе пухнӑ парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ. Районти 4282 ача вӗсем валли Ҫӗнӗ ҫул парнисем пухса хатӗрленӗ. Хӗл Мучипе Юр Пике, ытти ачасем вӗсене ҫак уявра парнесем салатса пачӗҫ. Явӑшра пурӑнакан Ольга Данилова 6 ҫул каялла хӑйӗн ҫемйине Андрее усрава илнӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен те ҫитӗнсе ҫитнӗ ывӑлпа хӗр пур. Андрее пурте юратаҫҫӗ, пӗр тӑван вырӑнне хураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш историпе мемориал халӑх музейне уҫнӑранпа раштавӑн 21-мӗшӗнче 20 ҫул ҫитрӗ. Раштавӑн 24-мӗшӗнче вара ҫак юбилее паллӑ турӗҫ. Мероприятие Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫӗ В.В. Петров уҫрӗ, музей япалисене пухма хастар хутшӑннисене грамотӑсемпе чысларӗ. Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Е. Васильев та хутшӑнчӗ, тухса сӑмах каларӗ, музей ертӳҫине грамотӑпа парне парса чысларӗ. Меропритие ҫавӑн пекех СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин ӳкерӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ, шӗпсутҫӑ В.А. Кузьмин, «Аксар» студи ертӳҫи, ӳкерӳҫӗ А.В. Иванов, П.М. Меркурьев ӳнерҫӗн мӑшӑрӗ О.И. Меркурьева, Енӗш Нӑрваш вӑтам шкулӗн директорӗ О.В. Ярмулин тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Кунтах П.М.Меркурьев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлчӗ. Мероприяти ялти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсен концерчӗпе вӗҫленчӗ.
Музее йӗркелес шухӑш 1960 ҫулсенчех ҫуралнӑ. Ун чухне Енӗш Нӑрваша ӳнерҫӗсем — вӗсен шутӗнче халӑх художникӗсем М. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗньял картта ҫинче Нумай пулмасть Шупашкар районӗнчи «Пепке» ШҪҪАМВУ (выр. МДОУ) 35 ҫул тултанине анлӑ палӑртрӗ. «Пепке» Шупашкартан хӗвелтухӑҫнерех ларакан Ҫӗньялта вырнаҫнӑ. Кунта ҫывӑх ялсенчи ачасем ҫӳреҫҫӗ, вӑл шутра Арманкассинчи, Шанарпуҫри, Илпешри, Кӗҫӗн Шахчӑрти, Ирчекассинчи тата ыттисенчи. Тулли ҫул тултарнине ачасем савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗҫ — юрӑ юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ вуларӗҫ. Хӑнасем те сахал марччӗ — ашшӗ амӑшӗсем, ку ача пахчине маларах ҫӳренӗ ачасем. 2003 ҫулта кунта ҫитӗнсе ӑс пухнӑ ачасем ахаль килмен — юрласа-ташласа пачӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«ЧР ялӗсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе Тӑвай енре чылай ӗҫ туса ирттернӗ. 26 культура ҫуртӗнчен 19-шне газпа хутса ӑшӑтаҫҫӗ. Икӗ ҫул хушшинче Тӑрмӑш, Енӗш Нӑрваш, Тушкил, Йӑнтӑрчӑ, Ҫӑлпуҫ, Чӳкҫырми, Улянкӑ, Кармал, Тӑвай ялӗсенчи культура учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Районта чи малтан, 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Пуянкассинче модернизациленӗ учреждени ӗҫлеме пуҫланӑ. Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмелли программӑпа килӗшӳллӗн Тӑвайри культурӑпа кану центрне республика бюджечӗн шучӗпе 600 пин тенкӗлӗх концерт костюмӗсем тата тӗрлӗ оборудованисем уйӑрнӑ. Район центрӗнчи культура учрежденийӗнче халь сасӑ вӑйлатакан, сцена ҫине ҫутӑ парса тӑракан тата ытти оборудованисем, компьютерсем, телевизор, микрофонсем ҫӗннисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |