Ҫак кунсенче патшалӑх туянӑвӗн тетелӗнче Шупашкарти И.Яковлев проспекта йывӑҫ-курӑксемпе пуянлатассипе электронлӑ аукцион уҫӑлнӑ. Ҫак ӗҫе пӗтӗмӗшле 26 миллион тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Укҫи вара йывӑҫ-курӑка туянас ҫӗре тата симӗслӗхе лартакан ӗҫченсене шалу тӳленӗ ҫӗре кайӗ.
Унсӑр пуҫне смета хакне лаптӑк планировкине, симӗслӗхе лартмалли ҫӗре хатӗрлессине, ҫереме акассине тата йывӑҫ-курӑка лартассине кӗртнӗ.
Контрактпа килешӳллӗн И.Яковлев прспекчӗ тӑрӑх вӗрене, ҫӑка, каштан, юман, чӑрӑш, пилеш, катӑркас, каврӑҫ йывӑҫӗсене лартмалла. Хальлӗхе ӗҫченсем лаптӑка юсав хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ.