![]() Ачасем Иван Кузьмин артистпа <p>Нумаях пулмасть Хырхӗрри шкулӗнчи пуҫламӑш классенче вӗренекенсем тӗп хуламӑрти пуканесен театрӗнче пулса курчӗҫ. Ача-пӑча Ҫӗнӗ ҫула чӑтӑмсӑррӑн кӗтет, Хӗл Мучи парнесем парасса шанать. Ҫавӑнпах пуль, вырӑс халӑх юмахӗ тӑрӑх лартнӑ «Морозко» спектакль ачасен кӑмӑлне кайрӗ, паканесем вӗсене чӗрӗ ҫын пекех туйӑнчӗҫ.</p> <p>Спектакль хыҫҫӑн шӑпӑрлансем пуканесем упранака пӳлӗмре пулса курчӗҫ. Тӗлӗнмелли нумай кунта: урайӗнчен пуҫласа мачча таранах вырнаҫтарнӑ ҫӳлӗксем ҫинче пин-пин пукане саркаланса ларать! Экскурсовод ачасене мӗнле-мӗнле пуканесем пулни ҫинчен каласа пачӗ: марионеткӑсем, петрушкӑсем, гапит ҫинчи пуканесем, пятачок пуканесем тата ытти те. Асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ ачасем.</p> <p>Юлашкинчен хамӑр районти Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ артистпа Иван Кузьминпа тӗлпулу иртрӗ. Тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ килӗсене ачасем, асаилӳсем нумайччен хумхантарӗҫ-ха вӗсене.</p> <p>Интереслӗ экскурси йӗркеленӗшӗн З.Н.Воробьёва, Г.В.Храмова вӗрентекенсене тав сӑмахӗ клас килет. | ||
![]() Паян, раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче «Куславккасем» ентешлӗх уява пухӑнчӗ. Савӑнӑҫлӑ концерт 13 сехетре пуҫланчӗ. Чи малтанах зала пухӑннисене Куславкка тӑрӑхне сӑнлакан ӳкерчӗксемпе паллаштарчӗҫ. Унтан вара Чӑваш Республикин культура училищинче тӗпленнӗ халах инструменчӗсен оркестрӗ илемлӗ кӗвӗсемпе саламларӗ, Раиса Андреевӑпа Наташа Платонова юрӑсем юрласа пачӗҫ. Уява малалла тӑснӑ май сцена ҫине чаплӑ хӑнисем тухрӗҫ — Куславкка тӑрӑхӗнче хастар ӗҫлекенсене чысларӗҫ. Уява пухӑннӑ халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтаракансен шутӗнче «Эткер» ушкӑн, Раисӑпа Николай Андреевсем, юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Концерта Вячеслав Оринов ертсе пычӗ. Сӑнсем (148) | ||
140 ҫул каялла![]() Штанаш. airfoto.cheb.ru сӑнӗ Паянхи кун, 1871-мӗш ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче, шӑп та лӑп 140 ҫул каялла Илья Николаевич Ульянов Кӑрмӑш уесӗнчи Атай вулӑсӗнчи Штанашри халӑх училищине тӗрӗслеме килнӗ, ятарлӑ акт ҫырса хӑварнӑ. Ку акт Чӗмпӗр хулинчи архивра упранать. Ӗлӗкхи вулӑс центрӗн ҫурчӗ ҫине 1968 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Ульянов пирӗн шкулта пулни ҫинчен пӗлтерекен ятарлӑ хӑма вырнаҫтарнӑ. Ун ҫине «1871-мӗш ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче ку шкулта И.Н. Ульянов пулнӑ. 17 декабря 1871 года школу посетил И.Н. Ульянов», — тесе ҫырнӑ. | ||
![]() 2012 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗ туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитет, Хӗрлӗ Чутай ялӗ 430 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Ҫак ятпа районта ҫӗнӗ энциклопеди кӑларма материалсем пухаҫҫӗ. «Краткая эциклопедия Красночетайского района» кӗнекене 2004 ҫулта пичетлесе кӑларнӑччӗ, районти чылай паллӑ ҫын пирки ку энциклопедире паллаштарнӑ, ҫав вӑхӑтрах чылай ҫын пирки каласа парайман. Районта пурӑнакансем халӗ хӗрсех ҫӗнӗ энциклопедии валли материалсем пухаҫҫӗ кӑна мар, хӑйсем те кӗнеке пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Нумаях пулмасть Галина Зотовӑн «Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курчӗ. Раштавӑн 16-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри культурӑпа кану центрӗнче Ишеккассинче ҫуралса ӳснӗ Валерий Гурьевич Орлов пухса хатӗрленӗ «Отчий край. История сел и деревень Красночетайского района Чувашской Республики» ятлӑ кӗнекен презентацийӗ пулчӗ. Кӗнеке презентацине вырӑнти администрации пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, Хӗрлӗ Чутай ентешӗсем ЧППУ-н художественно-графический факультет деканӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Анатолий Данилов, ЧППУ профессорӗ Георгий Яковлев, МАДИ профессорӗ Анатолий Никитин хутшӑнчӗҫ. | ||
![]() Вулавӑшра Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутар шкулӗнче таврари пӗрремӗш вулавӑшсенчен пӗри ӗҫлет. Ку вулав ҫуртне 1870 султа И.Н. Ульянов уҫнӑ теҫҫӗ. Чи малтанхи кӗнекесен хуплашкисенче Илья Николаевич хӑй аллипе «Хутар шкулне парне» тесе ҫырнӑ. Унтанпа 141 сул иртрӗ ӗнтӗ. Вулавӑшӑн статусӗ те улшӑннӑ. Кунта вуншар пин кӗнекесем сӗр пуҫне компьютер технологийӗсемпе усӑ курса ӗҫлемелли майсем те пайтах. Халӗ вӑл кӗнеке пуххи кӑна мар, кунта районти наукӑпа практикӑ конференцийӗсем час-часах пулса иртеҫҫӗ. | ||
![]() Раштавӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Федор Павлов ячӗлле музыка шкулӗнче ҫамрӑк юрӑҫсен «Сентти» конкурс пулса иртрӗ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкасри шкулта вӗренекен Андрей Кузьмин ку конкурсра пӗлтӗр пӗрремӗш вырӑна тухнӑччӗ. Кӑҫал вара Андрей республика шайӗнче иртекен «Сентти» конкурса «Ҫӗмӗрт ҫеҫҫки ҫурӑлсан» юрӑпа уҫма хутшӑннӑ. Кӑҫалхи конкурса Ҫӗмӗрле районӗнчен пилӗк ача хутшӑннӑ. Ҫамрӑк юрӑҫсен пултаруллӑхӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Ку ӗҫре, палах ӗнтӗ, ӑстасем ӗҫлени курӑнать. Тӑванкасра музыкӑ шкуле вунӑ ҫул ытла ӗҫлет, ӑна маттур вӗрентекен Яков Петрович тата Людмила Владимировна Федяровсен ҫемьи ертсе пырать. Ачасене тӗнчен хитре енӗсене уҫса паракан ҫынсем пурри мӗнле паха. Ҫапла мар-и, тӑванӑмӑрсем? | ||
![]() Ват юман Муркаш тӑрӑхӗнче чӑваш ҫӗрӗнчи чи ватӑ юман пурӑнать теҫҫӗ. Ӑсчахсем паянхи куна та вӑл миҫе ҫула ҫитнине калаймаҫҫӗ. Пурте юман ӗмӗрӗ ҫур пин ҫултан кая мар теҫҫӗ. Ҫуллӗшӗпе юман-атте ытти йывӑҫсенчен уйрӑлса тӑмасть, анчах сарлакӑшӗ унӑн икӗ метӑра яхӑнах пулӗ. Тӗрӗсрех каласан: пӗр метр та ҫитмӗл сантиметӑр. Тӑватӑ самар ҫын аран-аран ытамласа илме пултараҫҫӗ! Юман ларнӑ вырӑна Петӗр патша вӑхӑтӗнчех ятарласа патшалӑх заказникӗ туса хунӑ. Тӗлӗнмелле япала пулса тухать пирӗн вӑхӑтра. Никам пӗлмен, никам кансӗрлемен йывӑҫ темиҫе ҫӗрҫуллӑх ирӗклӗн уснӗ, пурӑннӑ. Халӗ вара, патшалӑх тата халӑх «юратӑвне» пула юман чирлеме тата хӑра пуҫланӑ тет. Юман таврари ҫӗре «паломниксем» таптаса тата вараласа пӗтернӗ, унта-кунта унӑн хуппине вистенӗ. Юмана ҫӑлма, яланхи пекех, комисси йӗркеленӗ тет, йӗри-тавра чӗнсе калакан плакатсем ҫакса тухнӑ. Юманӑн ӗмӗрӗ сакӑрҫӗр ҫула ҫитет теҫҫӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем ҫапла пуласса ӗненеҫҫӗ, шанаҫҫӗ. | ||
![]() Раштавӑн 16-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче фольклор ушкӑнӗсен «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» VI фестивалӗ пулчӗ. Уявра районти 10 фольклор коллективӗ тата сусӑрсен вырӑнти «Надежда» (чӑв. «Шанчӑк») обществин артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Уяв программи питех те пуян, кашни коллектив мухтава тивӗҫлӗ. Хӗрлӗ Чутайсем Ҫӑварни уявне халалланӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Хусанушкӑньти «Урпаш» тата Штанашри «Шуҫӑм» ушкӑнсем, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Кив Атикассинчи «Шупуҫ», Паньтӑкри «Сӑр таппи» тата сусӑррисен «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗсем.
Сӑнсем (36) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакан маттурсем пирӗн йӑхташӑмӑрсем хушшинче кашни ӗмӗртех пулнӑ теме эпир, 21 ӗмӗр ҫыннисем, тивӗҫлипех пултаратпӑр. Ахальтен-и пирӗн халӑх тем тӗрлӗ истори тумхахӗ урлӑ та утса тухса паянччен сыхланса юлнӑ. XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫуралнӑ Ермий Рожанские те эпир ҫав маттур чӑвашсен шутнех кӗртме тивӗҫлӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 270 ҫул ҫитнине халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкулта раштавӑн 16-мӗшӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсемпе конференци иртрӗ. Ҫавӑн пекех ку конференцие И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах ҫак шкулти чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Н.В.Ермакова слайд мелӗпе урок ирттересси пирки мастер-класс ирттерчӗ, кайран вӑлах Ермий Рожанский ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех чӑвашсене ҫутталла туртӑнма пулӑшнӑ Кӑрмӑш пупӗ пирки ЧФК факультечӗн профессорӗ В. | ||
![]() Ленин районӗнче юр тасатма чӑрмантаракан машинсене эвакуацилес тӗлӗшпе рейд ирттернӗ. Хӗл кӑҫал юрлӑ килчӗ — ҫӳлти тӳпе кашни кун тенӗ пекех юр тӑкса тӑрать (паян, ав, ҫумӑр та ҫукаларӗ). Машинсене ирӗклӗ ҫӳреме май пултӑр тесе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ирӗн-каҫӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Шел, хӑшӗ-пӗри вӗсен ӗҫне ӑнланмасть, тӑват урапаллӑ хатӗрӗсене ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑварать. Унччен те ансӑр ҫул вара татах та хӗсӗнет. Раштавӑн 14-мӗшӗнче ятарлӑ рейд ирттернӗ. Паллах, маларах машинсен хуҫисене пӗлтернӗ — ирхине 5 сехетрен пуҫласа ҫурт картисенче юр тасатас ӗҫ пырӗ — тесе систернӗ. Хӑшӗ-пӗри вара шарт та туман пулас. Шап та лӑп вӗсен машинисене Шупашкарти Ленин районӗн администраци сотрудникӗсен, ҪҪХПИ тата «Дорэкс» АУО ӗҫченӗсен пулӑшӑвӗпе штраф чарӑнӑвне ӑстатнӑ та ӗнтӗ. Вокзалҫум, 4а тата Энгельс, 3/1 ҫуртсем ҫывӑхӗнчи икӗ машина куҫарма тивнӗ. Кунашкал ӗҫе тепер эрнере те ирттерӗҫ — ҫавӑнпа та тӑватӑ урапаллӑ хатӗрсен хуҫисен хӑйсен транспортчӗ пирки тимлӗрех пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |